Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал Чӑваш Республикинче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, хӑмла сахалрах туса илнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министрестви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 131 гектар лаптӑк ҫинчен 217 тонна хӑмла татнӑ. Тухӑҫлӑхӗ пӗр гектартан 16,6 центнерпа танлашнӑ.
Пӗлтӗр 137 гектар лаптӑк ҫинчен рекордла тухӑҫ илнӗ: 239 тонна. Тухӑҫлӑхӗ те пысӑкрах пулнӑ: пӗр гектартан 17,4 центнер. Виҫӗм ҫул вара республикӑра 131 гектар ҫинче хӑмла ӳстернӗ, унтан 188,9 тонна пухса илнӗ. Тухӑҫлӑхӗ самай пӗчӗкрех пулнӑ: пӗр гектартан 14,4 центнер хӑмла татнӑ.
Сӑмах май, 2035 ҫул тӗлне республикӑра хӑмла лаптӑкне 2 пин гектар ытларах хатӗрлесшӗн. Кӑҫал хӑмла ӳстермелли лаптӑка 100т гектар таран пысӑклатасшӑн.
