Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра вырма ӗҫӗ хӗрсе пырать. Аграрисем 207,4 пин гектар ҫинчи тырра вырса пӗтернӗ, плана 85% пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 683 пин тонна тырӑ тус аилнӗ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев палӑртнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникисем халӗ чарӑнмасӑр тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, механизаторсем хирте иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк лайӑх пулнӑ чухне республикӑра кунсерен вӑтамран 11 пин гектар ытла тыр-пул вырнӑ.
Округсен хушшинче Красноармейски округӗ тухӑҫлӑхӗпе (39,5 ц/га), Елчӗк округӗ вал пухӑвӗпе (71,7 пин тонна), Патӑрьел округӗ вырма хӑвӑртлӑхӗпе (кунта 95% ытла лаптӑка вырнӑ) лидерсем пулса тӑнӑ.
Тырӑ вырнӑпа пӗрлех ытти ял хуҫалӑх культурисене те пуҫтарса кӗртеҫҫӗ. Ҫӗр улмие 1 256 га лаптӑк ҫинче 36,1 пин тонна яхӑн пухнӑ, вӑтам тухӑҫлӑхӗ 287,6 ц/га. Уҫӑ вырӑнти пахча ҫимӗҫе 231 га лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ, 5,4 пин тонна пухнӑ, вӑтам тухӑҫлӑхӗ 236 ц/га. Техника культурисене 12,1 пин га ытла лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ.
Патӑрьел округӗнче 95 га сахар кӑшманӗ кӑланӑ, пӗтӗмпе 4,3 пин тонна пухнӑ. Ҫӗрпӳ тата Тӑвай округӗсенче соя пуҫтарма пуҫланӑ: 124 га лаптӑкран 271 тонна пухнӑ.
Хӑмлана 92,2 га лаптӑк ҫинчен пуҫтарнӑ, пӗтӗмпе — 137,8 тонна.
