Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче вутӑ валли вӑрман касаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ МАХри «Первый чувашский» каналта.
Вутӑ валли вӑрман касаҫҫӗ тесе шухӑшланине перенене вутта яма хатӗрленӗ евӗр купласа хуни хистенӗ.
Вӑрманти йывӑҫсене кам тата мӗн сӑлтавпа каснине хула администрацийӗ хальлӗхе уҫӑмлатман иккен.
Йывӑҫ ҫутҫанталӑкӑн ӳпки тетчӗҫ тахӑҫан. Халӗ кун пек каланине питех илтмен пулин те йывӑҫ кислород кӑларса тӑнине, апла пулсан вӑл питех те кирлине пурте пӗлетпӗр. Паллах, хӑрса кайнӑ йывӑҫа касса вакласа тирпейлемелле-ха ӗнтӗ. Анчах пӗр йывӑҫ касни вырӑнне темиҫе лартсан ҫутҫанталӑкшӑн та паха, этемшӗн те. Сӑмах май каласан, йывӑҫ-тӗме тӗрлӗ объект ҫӗклесе лартма касни те тӗл пулкаать.
