Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТаркăнӖмӗр вӗренЮманлăхра çапла пулнă

Кĕçенет яш ăйăр витере


Кăтра сăртсем сип-симĕс. Çуркунне.

Юпахсем çӳреççĕ çеремре.

Хура курак вырнаçнă йăвине,

Тăри сикет сенкер тӳпере.

Кĕçенет яш ăйăр витере,

Çӳресшĕн яш ăйăр ирĕкре.

 

Çурхи шыв-шур тамалнă çырмара,

Сухаçсем тухасшăн акана.

Ама хур та сас пачĕ урамра:

Йышне чĕнет умри лапама.

Кĕçĕнет яш ăйăр витере,

Вылясшăн яш ăйăр ирĕкре.

 

Хĕр-каччă каçпа тухать урама,

Юррисем янравлă та хавас.

Пуçласассăн ятуллăн ташлама —

Пĕлĕтре вĕçет пек пирĕн кас.

Кĕçенет яш ăйăр витере,

Чупасшăн яш ăйăр ирĕкре.

 

1995. Кипеккасси

Тикаш пуçланни


Кĕтне хĕрринчен инçех мар

Вырнаçнă ман ялăм — Тикаш.

Нумайăшĕ илтнĕ паллах,

Пуçланнă тахçан авалах.

 

Пуçланă яла ик тăван:

Тӳмпек те ун пиччĕш — Тикаш.

«Пукуй» текен вăрттăн урам…

Унта йывăçсем халь кашлаç.

 

Каçхи вăхăтра лашасем

Çӳренĕ вăрман çумĕнче.

Тӳмпек те Тикаш каçсерен

Кăларнă çиме вĕсене.

 

Тӳмпекĕн лаши ырханкка,

«Мĕн пулнă санпа, тупата?..»

Çапла тарăхса вăл тухать,

Каçпа лашине хай сыхлать.

 

Пĕр «маймăл» пырать лашипе

Мĕн–пур вăйĕнчен чуптарать

Тӳмпек усалтан тĕлĕнсе

Ăна сĕтĕрсе антарать.

 

Тем чухлĕ инкек–синкекне

Çак «маймăл» ярать ун çине.

Кун хыççăн тӳсме çуккипе

Ялтан вăл каять çемьипе.

 

Тăванĕ Тикаш пурăнать

Кунтах хăй йăхне вăл тăсать.

Ял ячĕ «Тикаш» çакăнтан,

Çак паттăр çынран пуçланать.

 

Мĕн чухлĕ шыв-шур унтанпа

Юхать те юхать шавласа.

Кĕле те васкать Сăхăта

Кĕтне-çке туртать Атăла.

Малалла

Йӳç Шăхаль ялĕ пуçланса кайни


Нумай пĕлекен мар, кирлине пĕлекен ăслă.

Эсхил, авалхи грексен поэчĕ

тата трагеди ашшĕ.

 

Пĕчĕк ял, историйĕ пысăк.

Йӳç Шăхаль ялĕ пуçланса кайнă çулсем Раççейшĕн синкерлĕ тапхăр пулнă. 1600, 1601, 1602, 1603 çулсенче нумай кĕпĕрнесенче утă

тата çурла уйăхĕсенче юр çунă, çуллахи кунсенче тăм ӳкнĕ. Халăх питĕ пăлханнă. 1601 çулта малтанах чĕреслетсе сивĕ çумăрсем, июль уйăхĕнче юр çунă. Август уйăхĕнче те юрлă çанталăк пулнă. Хĕллехи пек çунапа ярăннă. Пиçсе çитмен тырра çăлса хăварас тесе хресченсем кăвайтсем чĕртнĕ, анчах та вĕсем пулăшайман.

1602 çулхи çуркунне питĕ ăшă килнĕ, анчах та часах 1601 çулхи пекех сивĕсем пуçланнă.

Унтан питĕ шăрăх çунтарнă. Хирсенче тырă вырăнне хыт-хура алхаснă.

1603 çулта акмалли тырă та пулман. Выçлăх пуçланнă, арпа, утă, тымар çинĕ. Кушакпа йытăсене пуснă. Тырăпа спекуляци тăвасси алхасса кайнă. Çулсем тăрăх выçă çынсен ушкăнĕсем çӳренĕ. Вăрă-хурах шайккисем нумайланма пуçланă. Хăшпĕр кĕпĕрнесенче халăхăн çурри таран вилсе пĕтнĕ. Борис Годунов патша чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă: патша пӳлмисене уçнă, выçă çынсене тырă панă, анчах та пурпĕрех çăлса хăварайман. Кун пек выçлăх çулсем Раççей историйĕнче нихăçан та пулман. Çак çулсенче ĕнтĕ Шах Али тутар хăйĕн çемьипе тури Пăла тăрăхне килсе çитнĕ. Вырăнĕ вăрманлă путлăхлă, йӳçсе тăракан çĕр. Пурпĕрех вĕсем хăраса тăман, пурăнмаллах тенĕ. Йӳçшăхальсем яла пуçарса яраканĕ Шигали ятлă тутар тесе тахçанах калаçаççĕ, халĕ те çавнах çирĕплетеççĕ. Анчах та Шигали тутар кам пулнине никам та пĕлмест. Шах Али ятран 3-4 ĕмĕр хушшинче сасăсен ылмашĕвĕсемпе (транскрипции) Шигали пулса тăнă. Шах Али кам пулнине пĕлес тесен историе тишкермелле. Мускавпа кӳршĕллĕ Рязань облаçĕнче Касимово ятлă хула пур. 15 ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа кунта тутарсен Касимово пашалăхĕ йĕркеленсе кайнă. Çак патшалăха ертсе пыраканĕ пулнă та ĕнтĕ Шах Али. Шах, хан-патша, монарх. Вăл Хаяр Иван патшапа килĕштерсе пурăннă.

Малалла

Чĕнес килсен те хăяймасăр...


Чĕнес килсен те хăяймасăр

Тăратăп ун çине пăхса.

Ытла айван, пĕр уямасăр

Тухасшăн чул çинчех шăтса.

 

Такам ӳкернĕ чĕрĕ вăрă...

Çут ĕмĕтĕн çуках хĕрри.

Шăтса тухмасăр-и мĕн хăрĕ?!

Чĕнет ăна — çĕн кун юрри.

 

Пур шанăçа кăшт йăл илмелĕх

Чавса чикетĕп çĕр ăшне.

Çак мар-и-ха вара илемлĕх?!

Пулăшрĕ хăшĕ-ши хăшне?!

 

Вăл кăмăла манне çутатрĕ:

Куçа уçса — тĕнче кăтартрĕ.

 

Хĕвел çиçет паян сăнра:

Этем алли, апла, манра.

Мĕнех вара...


Мĕнех вара,

Пĕрре те пĕçертмест?!

Çын аллинчи

Кăвар-и-мĕн пĕçертĕ.

Яту та çухалмасть,

пĕтмест,

çĕрмест.

Мĕн пухнине

Мĕнле ухмах вĕçертĕ.

Алла ал çеç

Çăвать тени те

Сана тивеймĕ:

Çав «çуннă алăна»

Ал парас çук,

Пурнан çапла,

Сутса-кӳтсе,

Çĕр алăпа

кăвар туртса.

Çын хушшине тухан

Вăтанчăк кулăпа,

Этемлĕн курăнса,

Ик шурă алăпа...

Татмăш ялĕ пуçланса кайни


Йĕпреç, Вăрнар чиккинче

Татмăш ялĕ вырнаçнă.

Ял символне палăртса

Пĕр хыр лартса хăварнă.

 

Кĕрĕклери çакă хыр

Тяпка евĕр касăлнă.

Уйра акнă ылтăн тыр

Шăнтан, тăмран хăтăлнă.

 

Раçăн патша пăлхавне

Вирьял чăваш хутшăннă.

Ирĕклĕхе шыраса

Вăрман касса пурăннă.

 

Виçĕ пиччĕш тĕпленсе

Ларнă çырма хĕррине.

Виççĕш пĕрле ĕçлесе

Тупас тенĕ телейне.

 

Асли Пукăртан тăрăхне

Лартнă хăйĕн çĕрпӳртне.

Пăкăр-пăкăр çырмине

Пĕвеленĕ нимелле.

 

Тепри кайнă улăха,

Тăсас тенĕ пурнăçа.

Çапла пулнă Анаткас,

Хушăннă тата пĕр кас.

 

Шăллĕ пиччĕш варринче

Пуçлас тенĕ Вăтакас.

Пукăртанпа Анаткас

Шупăлч çырми хĕрринче.

 

Çырма тăрăх Çавала

Юхнă турпас аната.

Тура çынсем пур тесе

Куçнă тата виç çемье.

 

Ĕлĕк-авал çакăнта

Кашкăр çулĕ пулнă тет.

Кушлавăш вăрмань хĕррипе

Кунта килсе тухнă тет.

Малалла

Кивĕ Саврăш кивĕ мар!


Ах, епле хитре-çке каçĕ,

Сарă уйăх ялтăрать,

Лашасем шыва анаççĕ,

Таçта кĕвĕ янăрать.

 

«Асатте, ларсам çума эс,

Калаçар-ха шăплăхра.

Ыйхă темме вĕçсе кайрĕ —

Пит аван-çке улăхра!

 

Тахçанах санран ыйтасшăн

Мĕншĕн ялăм «киввине»

Каласам мана, тархасшăн,

Эс пĕр çеç тĕриссине.»

 

«Чунăм, пĕчĕк сар хĕвелĕм,

Ан хурлан, ял кивĕ мар.

Ларт-ха эс мана, телейĕм,

Сăмах пулĕ кĕске мар.

 

Сĕм вăрман кăна кашланă

Çакăнти вырăнсенче,

Çил-тăман хĕрсе ташланă

Йывăçсен хушшисенче.

 

Нумай чĕрчун кунта пулнă,

Кайăксен янранă юррисем.

Çырмара тăрă шыв юхнă,

Тĕрлĕрен ĕрченĕ пулăсем.

 

Сăварсем кăна хак панă,

Килнĕ кунта пурăнма.

Пысăк ял çĕкле пуçланă

Çак илемлĕ вырăнта.

 

Çавăнтан пуçланнă Саврăш

«Сăвар» тенĕ сăмахран

Илĕртӳллĕ йĕри-таврăш

Тухнă-ӳкнĕ юмахран.

 

Ĕçчен те сăпайлă халăх

Пулнă пирĕн несĕлсем.

Малалла

Ĕлĕк–авал...


Эп Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикасси (Сосново) ялĕ çинчен каласа парасшăн.

Ĕлĕк–авал пирĕн тăрăхра вăрман кашласа ларнă, вăрманта тискер кайăк-кĕшĕк хуçаланнă. Вăрман çумĕпе Урю ятлă юханшыв мăнаçлăн юхса выртнă. Юханшывра тĕрлĕ пулă ĕрченĕ. Вăрман çулçăллă тата лăсăллă йывăçсемпе пуян пулнă. Пирĕн ял вырăнĕнче хыр вăрманĕ ӳснĕ.

Ват çынсем каланă тăрăх, Урикасси ялĕ тăватă ĕмĕр каялла пуçланса кайнă. Вăл Атнар ял тăрăхĕнче ватă ял шутланать.

Ял ячĕ мĕнле пуçланса кайнă–ха? Чи малтанах ял ячĕ Урю шывĕпе çыхăннă, çавăнпа Урюкасси тенĕ. Каярахпа вара ăна вырăнти влаçра ларакансем илемлетсе Урикасси тенĕ. Вырăсла Сосново, мĕншĕн тесен ял вырăнĕнче хыр ӳснĕ. 20 ĕмĕр вĕçĕнче те хыр çынсен пахчисенче юлнă, çапла вара тепĕр майпа ял ячĕ ку тăрăхра нумай хыр ӳснипе çыхăннă тесе шутлаççĕ.

Мăн асаттесем каланă тăрăх, чи малтанхи пурăнакансем — аяккарах вырнаçнă Уйпуç ялĕн çыннисем пулнă. Çак ялтан ултă çемье куçса килнĕ. Вĕсем е ялти пуян çынсемпе килĕштереймен, е пĕр çемьере темиçе ул-хĕр пулнипе уйрăлса тухнă. Урю юханшыв хĕррипе çĕрпӳртсем чавнă. Çак çĕрпӳртсенче хĕл каçнă, çапла вара ял малалла аталанса кайнă.

Малалла

Ӳкрĕ тайга çине шурă тĕтре...


Ӳкрĕ тайга çине шурă тĕтре:

Шурă тĕтре ăшăмра,

Ман ӳтре.

Кăтăш тавра.

Сас-чӳ çук,

Шăпăртах.

Шыв çеç — кушак,

Мăрлатать авăрта.

Ак катăркас тĕмисем хушшинче

Шăпчăк каçа шĕкĕлчерĕ темччен.

Шăпчăкăм-юрăç,

Юрла, кĕмĕл сас,

Сан сассуна яланах эп хавас.

Санăн сассу ас илтерчĕ мана

Эп хам çуралнă ялти çырмана.

Çав çырмари шапасен сассисем —

Сӳннĕ сив кĕл айĕнчи кăварсем.

Çĕр çынни


Çĕр çынни эп.

Ырă маншăн

Тыр акма, сухалама,

Çурт тума,

Садсем лартмашкăн,

Туйра юрă юрлама.

Çĕр çынни эп.

Маншăн мар-и

Ялкăшса хĕвел тухать.

Маншăн мар-и тыр тымарĕ

Çĕр сĕткенĕпе тулать.

Çĕр çынни эп.

Кăмăллатăп

Улăхра çырла пухма,

Тепĕр чух тухса утатăп

Пул тытма та

Ут çулма...

Çĕр çынни эп.

Маншăн хаклă

Сĕм вăрман каш! кашлани.

Уява тухсассăн халăх

Тăрăс-тăрăс ташлани.

Çĕр çынни эп.

Юрататăп

Аслати авăтнине.

Шухăша путса тăнлатăп

Шăпчăксем шăхăрнине.

Çĕр çынни эл.

Кăмăл-туйăм,

Шухăшăм пĕртен-пĕрре:

Нихăçан та вутпа çулăм

Тек ан хыптăр тĕнчере!

■ Страницăсем: 1... 591 592 593 594 595 596 597 598 599 ... 796

Шухăшсем