Тикаш пуçланни


Кĕтне хĕрринчен инçех мар

Вырнаçнă ман ялăм — Тикаш.

Нумайăшĕ илтнĕ паллах,

Пуçланнă тахçан авалах.

 

Пуçланă яла ик тăван:

Тӳмпек те ун пиччĕш — Тикаш.

«Пукуй» текен вăрттăн урам…

Унта йывăçсем халь кашлаç.

 

Каçхи вăхăтра лашасем

Çӳренĕ вăрман çумĕнче.

Тӳмпек те Тикаш каçсерен

Кăларнă çиме вĕсене.

 

Тӳмпекĕн лаши ырханкка,

«Мĕн пулнă санпа, тупата?..»

Çапла тарăхса вăл тухать,

Каçпа лашине хай сыхлать.

 

Пĕр «маймăл» пырать лашипе

Мĕн–пур вăйĕнчен чуптарать

Тӳмпек усалтан тĕлĕнсе

Ăна сĕтĕрсе антарать.

 

Тем чухлĕ инкек–синкекне

Çак «маймăл» ярать ун çине.

Кун хыççăн тӳсме çуккипе

Ялтан вăл каять çемьипе.

 

Тăванĕ Тикаш пурăнать

Кунтах хăй йăхне вăл тăсать.

Ял ячĕ «Тикаш» çакăнтан,

Çак паттăр çынран пуçланать.

 

Мĕн чухлĕ шыв-шур унтанпа

Юхать те юхать шавласа.

Кĕле те васкать Сăхăта

Кĕтне-çке туртать Атăла.

 

Çапла, ман юратнă кĕтес

Мана яланах вăл кĕтет.

Эп васкăп тăван ялалла,

Унтан аякра пулсан та.

 

Халап çăлкуçĕ

«Тегешево далекое и близкое» Геннадий Германович Кабаков, Шупашкар кĕнеке издательстви.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


инçет (2009-11-29 20:44:49):

Çырнă, тăрăшнă, унтан ытла ним те калаймăп.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: