Çакăнта, Тикки енче
Çакăнта, Тикки енче,
Станци пур — Пăва.
Халь тăнлатăп умĕнче
Ĕçлĕ шăв-шава.
Пит чылай кайни кунтан
Эпĕ тĕнчене.
Пурпĕрех Пăва тăван,
Çывăх чĕрене.
Таврăнап-и çаврăнса
Эпĕ хăш чухне,
Савăнса илеп шăлса
Тунсăх куççульне.
Çакăнта юлап анса
Эпĕ пуйăсран.
Майĕпен утап канса
Кив сукмакпалан.
Пурччĕ ман кунта туссем:
Дик, Сергей, Абрар.
Креазотлă çи-пуçсем
Халь те манăç мар.
Курăнать улшу нумай,
Пурнăç хальхилле.
Шăпчăк çеç юрлать пĕрмай
Пурпĕр кивĕлле.
Макăрать сак-сук çаплах,
Хурлă сассипех.
— Хук! та хук! — тет татăлсах
Утлăх тăршшĕпе.
— Килтĕн-им? — тесе мана
Хапăллать утут.
— Ан çемçет, поэт, хăвна,
Паттăрла, — тет, — ут.
Кĕç çитеп тирек патне,
Куç илми пăхса.
Хирĕç тухрĕ пӳрт умне
Йăмăк ак чупса.
Вăл чипер, аннем тĕслех,
Ырă та вăр-вар.
Чуп туса, аннем пекех,
Утрĕ юнашар...
...Çакă аслă çĕр çинче
Станци пур — Пăва.
Вăл тытать пуль асĕнче
Ман юрра-сăвва.
1995. Кипеккасси
Шухăшсем
Pozdrav! Ako tražiš nešto novo i druga...
Salutări! Un mic secret: puțini cunosc...
Drive targeted traffic to your website w...
Discover how our AI can skyrocket your c...
https://yandex-promocode...
Our AI-optimized service delivers keywor...
https://t...
https://t...
Hi! Kleiner Hinweis: Diese https://www...
Аван ...