Урикасси


Ĕлĕк–авал...


Эп Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикасси (Сосново) ялĕ çинчен каласа парасшăн.

Ĕлĕк–авал пирĕн тăрăхра вăрман кашласа ларнă, вăрманта тискер кайăк-кĕшĕк хуçаланнă. Вăрман çумĕпе Урю ятлă юханшыв мăнаçлăн юхса выртнă. Юханшывра тĕрлĕ пулă ĕрченĕ. Вăрман çулçăллă тата лăсăллă йывăçсемпе пуян пулнă. Пирĕн ял вырăнĕнче хыр вăрманĕ ӳснĕ.

Ват çынсем каланă тăрăх, Урикасси ялĕ тăватă ĕмĕр каялла пуçланса кайнă. Вăл Атнар ял тăрăхĕнче ватă ял шутланать.

Ял ячĕ мĕнле пуçланса кайнă–ха? Чи малтанах ял ячĕ Урю шывĕпе çыхăннă, çавăнпа Урюкасси тенĕ. Каярахпа вара ăна вырăнти влаçра ларакансем илемлетсе Урикасси тенĕ. Вырăсла Сосново, мĕншĕн тесен ял вырăнĕнче хыр ӳснĕ. 20 ĕмĕр вĕçĕнче те хыр çынсен пахчисенче юлнă, çапла вара тепĕр майпа ял ячĕ ку тăрăхра нумай хыр ӳснипе çыхăннă тесе шутлаççĕ.

Мăн асаттесем каланă тăрăх, чи малтанхи пурăнакансем — аяккарах вырнаçнă Уйпуç ялĕн çыннисем пулнă. Çак ялтан ултă çемье куçса килнĕ. Вĕсем е ялти пуян çынсемпе килĕштереймен, е пĕр çемьере темиçе ул-хĕр пулнипе уйрăлса тухнă. Урю юханшыв хĕррипе çĕрпӳртсем чавнă. Çак çĕрпӳртсенче хĕл каçнă, çапла вара ял малалла аталанса кайнă.

Малалла