Ӳкрĕ тайга çине шурă тĕтре...
Ӳкрĕ тайга çине шурă тĕтре:
Шурă тĕтре ăшăмра,
Ман ӳтре.
Кăтăш тавра.
Сас-чӳ çук,
Шăпăртах.
Шыв çеç — кушак,
Мăрлатать авăрта.
Ак катăркас тĕмисем хушшинче
Шăпчăк каçа шĕкĕлчерĕ темччен.
Шăпчăкăм-юрăç,
Юрла, кĕмĕл сас,
Сан сассуна яланах эп хавас.
Санăн сассу ас илтерчĕ мана
Эп хам çуралнă ялти çырмана.
Çав çырмари шапасен сассисем —
Сӳннĕ сив кĕл айĕнчи кăварсем.
Галина (2019-02-10 22:00:02):
Лайăх сăвă çырнă санăн асатте, Саша!
Agabazar (2019-03-22 04:10:52):
Санăн асатте мар, санăн аслаçу темелле.