Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрЙăмраллă ялТаркăнЧипер АннаТантăшсемӖмӗр вӗренСалампи

Пирĕн чаплă сад пулать


Совхозри питомникран

Грузовик тулли паян

Илсе килнĕç тиесе

Улмуççисем, чиесем,

Хурлăхан, хăмла çырли —

Пĕтĕмпех пур мĕн кирли.

Сад лартмашкăн хатĕр пул

Йăт витре, тыт кĕреçе!

Сад эрни халь: пĕтĕм шкул

Хĕрсе тытăнчĕ ĕçе.

Халь эпир те пĕчек мар —

Куçнă иккĕмĕш класа, —

Виççĕмĕшпе юнашар.

Эх, ĕçлетпĕр тăрăшса!

Ӳссе ларĕ шкул тавра

Ытарма çук чаплă сад.

Тутлă çимĕçне вара

Пурте çийĕç юратса.

Ленук


Янăравлă сасă сывлаша çурса ячĕ:

— Ленук! Ле-ну-ук!

Çак сасса илтсе картишне кам чупса тухасса çак икĕ хутлă пысăках мар çуртра пурăнакансем чӳречерен пăхса илмесĕрех пурте пĕлеççĕ. Кашнин куçĕ умне йĕтĕн çӳçлĕ ырханкка хĕрача Ленук тухса тăрать. Çуркуннехи хĕвел ăшшипе чĕрĕлнĕ, илемлĕ сăрăсемпе тĕрленнĕ вĕл-вĕл лĕпĕшех вăл. Çийĕнче унăн — аркине хăюсем тыттарнă сап-сарă е хĕп-хĕрлĕ кĕпе. Куçĕсем сенкер, чăр-чăр пăхаççĕ. Çăмăл шăм-шаклă, алли-ури çĕре лекмест. Кирек хăçан та хаваслă. Кăмăлĕ — сар çу. Чĕлхи — чĕвĕлти чĕкеç. Паллакана вăл аякранах йăл кулса кĕтсе илет те ăшшăн саламлать:

— Сывлăх пултăр!

Пĕр-пĕр карчăк магазинтан йывăр сумкă йăтса килнине курсан, тӳрех чупса пырать:

— Кӳр, пулăшам.

Çапла. Ку çуртра Ленука пĕлмен çын çук. Ара вăл пурин куçĕ умĕнчех ӳсрĕ-çке. Кăçал унăн, кĕркунне çитсен, шкула иккĕмĕш класа вĕренме каймалла.

Паян янăравлă сасса илтнисем чӳречерен пăхмасăр тӳсеймерĕç. Кашнинех пĕлес килни кăсăклантарчĕ:. тăнă-ши хĕрача ура çине ĕнерхи пăтăрмах хыççăн? Тухĕ-ши вăл тантăшĕ патне?

Пăхрĕç, пăхрĕç чӳречерен, анчях кĕтсе илеймерĕç. Тухмарĕ Ленук тус-тантăшĕ патне. Эппин, вăл халĕ те чĕтресе выртатъ. Ăçтан тӳсĕн, ĕнер ăна вăрра хурса намăслантарнă. Милицие тыттарса ярассипе сехрине хăпартнă, пĕчĕк чĕрине калама сук йывăр амантнă. Кам? Мĕнле çын вăл? Паллаççĕ-и ăна ку çуртрисем? Паллаççĕ, çак çуртрах пурăнать вăл. Эх, Ленук, Ленук, çав çынна тĕл пулсан, мĕншĕн йăл кулнă-ши эсĕ? Мĕншĕн пĕлеймен-ши Çынак инкен ăш-чикне ку таранччен?

Малалла

Çипписем хĕвелĕн ылтăн...


Çипписем хĕвелĕн ылтăн,

Карăннă уй-хир çине.

Канлĕн сывласа эп пытăм

Сиплĕ тырă шăршине.

 

Хум çул урлă ывтăнасшăн,

Вылянать ăрша йăл-ял.

Чун вĕçесшĕн, чун юрласшăн,

Туртăнать ĕçе ик ал.

Çĕршывăмра таçта та эп çитетĕп...


Çĕршывăмра таçта та эп çитетĕп, —

Кашни кĕтес ыр тунсăх çуратать,

Кfшни кĕтес чуна та, ĕмĕте те

Ялан асамлăн хăй патне туртать.

 

Чĕтрет чĕре, пин хĕлĕх карăнтарнăн

Мĕн пур енне — пин туйăм хĕлĕхне.

Аван таçта та, пур пĕр пархатарлăн

Çуралнă ен хăй ытамнех чĕнет.

Ту-чакăл-и, пуш хир-и е сив шурлăх...


Ту-чакăл-и, пуш хир-и е сив шурлăх —

Çын çул хывман кĕтес халь çук та пуль.

Çĕр чăмăрне пĕр тăрăх та, пĕр урлă

Çыхса тăрать виçесĕр йышлă çул.

 

Яр уçрăмăр ак космос хапхине те,

Час çитĕпĕр çут çăлтăрсем çине...

Анчах темрен те йывăр малашне те

Хывмашкăн çул этем чун-чĕрине.

Ал паратпăр


Кам хепĕртеме

Çур çитнишĕн?

Паратпăр ал.

Куçран пăхатпăр.

Ку тĕлпулушăн мар, савниçĕм, —

Татах,

татах тĕл пулассишĕн

Сăпайлăн, ăшшăн

Ал паратпăр,

 

Илемлĕ, ĕçлĕ пурçăн хурчĕн

Çиппийĕ пек вĕçĕмсĕрех

Юхайреç сăмахсем хитрен,

Çыхăнтарса

Кăмăлсене,

Калас сăмах

татах та пурччĕ, —

Туять чере ĕç кĕтнине.

 

Кам хĕпĕртемĕ

Çу çитнишĕн?

Паратпăр ал.

Чунтан саватпăр.

Ку уйрăлушăн мар, савниçĕм, —

Татах,

татах тĕл пулассишĕн

Сăпайлăн, ăшшăн

Ал паратпăр.

 

Кăвак-сенкер чечеклĕ тутăр

Çуралнă кун ячĕпеле

Илсем манран.

Туссем епле

Пире сăнаççĕ кăмăлтан.

Эп, тусăм, сансăр —

юратусăр

Пурнаймăп.

Ĕмĕрлĕх эс ман.

 

Кам хĕпĕртемĕ

Кĕр çитнишĕн?

Паратпăр ал.

Малалла

Шăллăма шырама эп Мускава кайни


Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускава илсе кайнăччĕ.

Кайсан, пĕр уйăхран, шăллăм кăвак канвертлă çыру ячĕ.

Çыруне хăй аллипех çырнă. Саспаллисене ӳпĕнтерсе çыратчĕ те вăл.

Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Хам вĕренсе тухиччен хампа пĕрле шкула икĕ çул çӳрерĕ. Килте те хам пăртак кăтарткалаттăм ăна. Учитлĕ пире иксĕмĕре те «мулатицă» тетчĕ.

«Пурне те салам, — тесе янăччĕ. — Мускавра пурăнатпăр, тум-тир, кĕпе-йĕм пачĕç, пушмак çинчен калуш тăхăнтараççĕ. Майрасем шăлаварсене çĕле пĕлмен — чĕркуççи таран анчах, кĕске çĕленĕ. Анне çĕленĕ йĕмсем пек вăрăм пĕçлĕ мар, — тенĕччĕ.

Апат питĕ тутлă çитереççĕ: кулач, канхвит, шоколад, пĕремĕк параççĕ, сĕтпе какао, чее сахăрласа, булкăпа ĕçтереççĕ», — тенĕччĕ.

«Çăмах яшки çиес килет те ман, Мускавра çăмах тума пĕлмеççĕ», — тесе çыратчĕ.

Тата: «Халь ман пуç ыратать, хăлха кашласа çӳрет. Пĕр усал ача пур. Лçша ятлăскер. Çавă мана тӳрĕ тăнă çĕртех, тĕртсе ярса, чул пĕрене çумне çапăнтарчĕ. Чылай анраса выртрăм. Пуç çурăлнă пулĕ тесе алпа тытса пăхрăм», — тесе çырнăччĕ.

Шăллăм çыруне вуланă чухне:

Малалла

Çĕтсе çӳрем


Вăрман паян çиллес хĕлпе пĕр майлă:

Шăй-шай шавлать вăл, ӳхĕрет, йĕрет.

Сукмак ахаль те ансăр, тăйлăк-тайлăк,

Ăна халь юр шăлать те питĕрет.

Авать çил хырсене, силлет хаяррăн,

Туратсене вăрса такать çĕре.

Пас сывлăшра вĕçсе тăрать чăл-паррăн,

Шур çăнăх сапăнать çӳл тӳперен.

Юр çаврăнать. Асать чарусăр тăвăл.

Умра те сăрт, те вар — ним курăнмасть.

Пĕччен. Кичем. Анчах мĕскер-ха тăвăн!..

Тек ĕнтĕ çул хытти те палăрмасть.

Туллаштăр, ахăртăр кăра çанталăк...

Эп тертленем, кĕрте ашса утам,

Сĕм вăрманта çĕтсе çӳрем пĕр авăк,

Çĕтсе çӳрем те — çул çине тухам.

Кунта кашлаççĕ çирĕксем


Салху çилпе ачашшăн, именсе,

Кунта кашлаççĕ ешĕл çирĕксем.

 

Лартса хăварнă, теççă, вĕсене

Авланнă çамрăк капăр çуркунне.

 

Ăна кĕтсе, тумланă сахал мар

Вĕри куççулĕ. Илтĕнмест хыпар...

 

Хăш чух ертет те амăш ывăлие

Килсе итлет çак çирĕксен шавне.

 

Вăл шав илемлĕ, тăнăçлă ялан

Юратнă çын калаçнă пек чунран.

Хусан ноктюрнĕ


Трамвайсем çывăрмаççĕ часах.

Тĕксĕм çитă хуллен сăрхăнать

Çын сайпалнă каçхи урамра.

Çул кĕлеллĕ шап-шур туфлисем

Хĕр чунне ăшăтан тунсăхпа

Калăçаççĕ каçхи шăплăхра.

Эс кĕретĕн каçхи трамвая.

Сĕвенетĕн те кантăк енне

Тăнкăрти сасăпа тĕлĕретĕн...

...Тĕлкĕшеççĕ шап-шур кĕвĕсем.

Паганинин çинçе пурнисем

Вĕлтлетеççĕ пек вĕçем, чĕнмесĕр.

Пĕрлешсе сан вĕри чунупа

Пианинă сывлать, тунсăхлать:

Тăтăшах чарăнмасăр юхать

Огинскин ачаш полонезĕ,

Каярах эс анатăн вара...

Çил кĕлеллĕ шап-шур туфлисем —

Шур çунатлă шап-шур чайкăсем —

Урамри шăплăха итлесе

Ылмашаççĕ хваттер еннелле.

Çуллĕ çуртăн вăрах пусмисем

Çитереççĕ сана пӳлĕме.

Шурă юр пек вителĕк çинче —

Куллен-кун вăхăтра килекен

Эсĕ кĕтнĕ ачаш çырусем.

Ирĕлет сăн-питре тунсăх кулă.

Тинсăхпах сирĕлет шур вителĕк,

Çӳçенетĕн те çăмăллăн, лăпкăн

Йăпшăнатăн шап-шур тĕнчене...

Куçусем тинкереççĕ çавах,

Ĕмĕтпе ăшăнаççĕ те авăк

Ывăнни, ĕшенни çитнипе

Малалла

■ Страницăсем: 1... 525 526 527 528 529 530 531 532 533 ... 796