Сад


Ай, улми, сад улми


1

Кирек мĕнле ĕçĕн те пуçламăшĕ пур. Ĕçчен сад ăстb Кĕркури Петров çинчен каласа парас тесе, эпир те малтан ĕçĕн пуçламăшне аса илĕпĕр.

Шухă чĕреллĕ Кĕркури сад ĕçне ачаранпа юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен килĕнчи сада ял-йышĕсем пурте мухтанă. Хĕрĕх тĕп ытла тĕрлĕ йышши улмуççи ӳснĕ вĕсен садĕнче. Тĕрлĕ йышши панулми çитĕннĕ, хăшне кăмăл тăватăн, çавна татса çи. Анчах канăçсăр чун-чĕре килти садпа кăна лăпланса ларайман. Унăн колхозра сад чĕртеc килнĕ. Килти пек пĕчĕк сад мар, пысăк сад, кашни çынна усă кӳрекен сад тăвас килнĕ.

1948 çул. Астăвакансемшĕн вăл вăхăт манăçа юлайvĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи юхăнтарнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман. Кирек ăçта та ĕç вăйĕ çитменни сисĕннĕ, кашни утăмра йывăрлăхсем тĕл пулнă.

Пĕррехинче Кĕркури патне ялти учитель Григорий Иванович пырса ларчĕ. Йывăç-курăка, çутçанталăк ырлăхне, улма-çырлана юратаканскерсем, сад çинчен калаçса кайрĕç.

— Вăрçă çулĕсенчи шартлама сивĕре садсем нумай пĕтрĕç. Пасарсенче панулми тупса илме питĕ хĕн. Хамăр колхозра пысăкрах сад тăвасси çинчен тапратма вăхăт мар-ши, Кĕркури пичче? — терĕ учитель. Кĕркури савăнсах кайрĕ.

Малалла

Манăн ешĕл сад пурччĕ...


Манăн ешĕл сад пурччĕ,

Садра шăпчăк юрлатчĕ,

Нумай юрă пĕлетчĕ,

Пĕри питрех лайăхчĕ.

Ах, çав юрра илтсессĕн,

Чĕрем хытă сикетчĕ.

Халь илтĕттĕм çав юрра!

Пĕрмай итлес килетчĕ.

Çурçĕр енчен сасартăк

Сив çил вĕре пуçларĕ,

Манăн садăн ăшне лăк

Шур юр çуса тултарчĕ.

Çав юр çусан, ман садран

Хайхи шăпчăк çухалчĕ.

Тĕрлĕ кайăк сасси пур,

Анчах шăпчăк сивĕнчĕ.

Илтместĕр-и, юлташсем,

Манăн садăн ăшĕнче

Юрламасть-ши ман шăпчăк

Çĕрле çур çĕр тĕлĕнче?

Пирĕн чаплă сад пулать


Совхозри питомникран

Грузовик тулли паян

Илсе килнĕç тиесе

Улмуççисем, чиесем,

Хурлăхан, хăмла çырли —

Пĕтĕмпех пур мĕн кирли.

Сад лартмашкăн хатĕр пул

Йăт витре, тыт кĕреçе!

Сад эрни халь: пĕтĕм шкул

Хĕрсе тытăнчĕ ĕçе.

Халь эпир те пĕчек мар —

Куçнă иккĕмĕш класа, —

Виççĕмĕшпе юнашар.

Эх, ĕçлетпĕр тăрăшса!

Ӳссе ларĕ шкул тавра

Ытарма çук чаплă сад.

Тутлă çимĕçне вара

Пурте çийĕç юратса.

Панулми


Аттен ем-ешĕл аслă сачĕ

Таса хĕвелпе тулнăçем

Йăл-ял кулаççĕ, çуталаççĕ

Кĕрен те хĕрлĕ улмасем.

 

Кив сăвăпа мана пĕрре те

Сĕнксе ларма халь ырă мар.

Эп савăнсах сада кĕретĕп

Вĕр çĕнĕ сăвă шырама.

 

Сипетлĕ сулхăнра утатăп,

Сиретĕп вăйлă курăка.

Сад ыр сунать мана унтан та,

Кунтан та янкăс юрăпа.

 

Юрлаççĕ кайăксем хĕрӳллĕн,

Тавралăх меллĕн чӳхенет.

Пĕр улмине татса эп илтĕм,

Сулмаклине те хĕрлине.

 

Ман ывăçа чĕр çимĕç кĕчĕ,

Чух уçă çимĕç, ĕмĕрхи

Хăватлă çутçанталăк сĕчĕн

Чечен те çирĕп чăмăркки.

 

Çак улмара — хĕвел хĕйхемĕ,

Ирхи янравлă сывлăмсем,

Ăш çумăрсем те чĕрĕ тимĕр —

Йăлтах пĕрлешнĕ киленсе.

 

Ăна эп халь çӳле çĕклетĕп:

— Мухтав сана, анис улма!

Тантăшсене паян чĕнетĕп

Çак тимĕр çимĕç пек пулма.

 

Çамрăклăха ан тутăхтарăр,

Вăл пултăр çирĕп те таса.

Чĕресенчи хĕвел кăварĕ

Хаваслăн тăтăр çуталса!..

Каçарĕ-ши?


Вылякансем:

Вика, Оля, Мишша, Коля — 8-мĕш класра вĕренекенсем

Якур мучи — сад хуралçи.

 

Сценка

Кĕрхи кун. Сад пахчи. Улмуççисем ретĕн-ретĕн, çимĕçĕсене аран-аран йăтса лараççĕ. Йывăçсем хушшипе Викăпа Оля утса пыраççĕ.

 

Вика. Утрăм-утрăм, улма тупрăм. (Пĕшкĕнсе панулми пуçтарать.) Улмине аннене патăм.

Оля. Анне мана кукăль пачĕ...

Вика (ăна пӳлсе). Сана мар, мана. Илтрĕн-и? Мана.

Оля (кӳренерех). Сана, мана... Пĕрех мар-и?

Вика. Пĕрех мар. (Сăвва малалла вулать.) Кукăльне анчăка патăм.

Оля. Анчăк сана пушă пачĕ.

Вика (унпа килĕшсе пуçне сулать). Пушшипе кĕлете çапрăм.

Оля. Кĕлет сана пĕрчĕ пачĕ.

Вика. Пĕрчине чăхха патăм... Чăхха патăм... Патăм... (Оля çине пăхать. Ăна чавсипе тĕкет, анчах лешĕ чĕнмест.) Мĕн, чĕлхӳне çăтса ятăн-им? (Йывăçсем хушишне чупса кĕрсе каять.) Юрĕ, сăввине хамах пуçларăм — хамах пĕтерем... Чăххи мана çăмарта пачĕ... Эх, çăмарта вырăнне мĕн те пулин тутлине парасчĕ. Канихвет-и унта, пĕремĕк-и? Эпĕ çăмарта юратмастăп. (Панулмине çыртать те каялла сурса кăларать.) Фу, йӳçĕ те... Пăхма хĕп-хĕрлĕ, хитре. Тути вара... Хура ăш-чиклĕ çын пек.

Малалла

«Çурхи сад ларать шап-шурă...»


Çурхи сад ларать шап-шурă,

Тин çураçнă хĕр майлах,

Сивĕ çеç ан ятăр Турă,

Тăм ан ӳктĕр аяла.

 

Пĕр ирпе пӳртрех илтетĕп

Хӳхĕм шăпчăк юррине.

Чăнахах садрах-ши тетĕп,

Яр уçап чӳречене.

 

Шăпчăках иккен, чăнах та

Шăратать — сирень енче,

Хушăнса ларать çунатăм

Чун-чĕремçĕм çумĕнче.

 

Пĕчĕк садăм, ешĕл садăм,

Эс илемлĕ, эс паха.

Шăпчăк ĕмĕрех юрлатăр,

Сиртĕр манăн тунсăха.