Панулми


Панулмипе чул


Улмуççи çинчи улма

Çĕр çинчи чула калать:

— Юратап çӳлте пулма,

Уçă çил мана савать.

 

Ун-кунччен те пулаймасть,

Çил вĕрсе килет хытах.

Çавна Улма чăтаймасть,

Чул çине ӳкет патах.

 

Чул унран кулса илет:

— Ай, мухтантăн ахалех!

Эпĕ вара камитле

Ӳкмĕп нихăçан сан пек.

Каçарĕ-ши?


Вылякансем:

Вика, Оля, Мишша, Коля — 8-мĕш класра вĕренекенсем

Якур мучи — сад хуралçи.

 

Сценка

Кĕрхи кун. Сад пахчи. Улмуççисем ретĕн-ретĕн, çимĕçĕсене аран-аран йăтса лараççĕ. Йывăçсем хушшипе Викăпа Оля утса пыраççĕ.

 

Вика. Утрăм-утрăм, улма тупрăм. (Пĕшкĕнсе панулми пуçтарать.) Улмине аннене патăм.

Оля. Анне мана кукăль пачĕ...

Вика (ăна пӳлсе). Сана мар, мана. Илтрĕн-и? Мана.

Оля (кӳренерех). Сана, мана... Пĕрех мар-и?

Вика. Пĕрех мар. (Сăвва малалла вулать.) Кукăльне анчăка патăм.

Оля. Анчăк сана пушă пачĕ.

Вика (унпа килĕшсе пуçне сулать). Пушшипе кĕлете çапрăм.

Оля. Кĕлет сана пĕрчĕ пачĕ.

Вика. Пĕрчине чăхха патăм... Чăхха патăм... Патăм... (Оля çине пăхать. Ăна чавсипе тĕкет, анчах лешĕ чĕнмест.) Мĕн, чĕлхӳне çăтса ятăн-им? (Йывăçсем хушишне чупса кĕрсе каять.) Юрĕ, сăввине хамах пуçларăм — хамах пĕтерем... Чăххи мана çăмарта пачĕ... Эх, çăмарта вырăнне мĕн те пулин тутлине парасчĕ. Канихвет-и унта, пĕремĕк-и? Эпĕ çăмарта юратмастăп. (Панулмине çыртать те каялла сурса кăларать.) Фу, йӳçĕ те... Пăхма хĕп-хĕрлĕ, хитре. Тути вара... Хура ăш-чиклĕ çын пек.

Малалла