Çирĕк


«Кĕр кунĕ тăвăл евĕр ирĕк...»


Кĕр кунĕ тăвăл евĕр ирĕк.

Килет кĕтмен çĕртен, пĕр çулсăр.

Вара вăрмансенче каç-ирĕн

ăрша пек чӳхенет сар çулçă.

 

Кĕр кунĕ тăвăлран та ирĕк.

Ăна хăлаçлансах хуçаймăн:

шыв çийĕн ӳпĕннĕ те çирĕк

хăй шăпине сăнать куç айĕн.

«Телейлескер, шевле, асапланса...»


Телейлескер, шевле, асапланса,

аса илет тумлам нотисене.

Кам шухăшлатăр: нимĕнрен ансат

лупас ачаш кĕсле пулассине!

 

Эй, суккăрлăх,

çитет аивансене

туя вырăнĕнче тытма алра!

Хĕвел

урамсене тухма чĕнет.

Пӳлĕмсенче халь тунсăх çеç ларать.

 

Санран çыру кĕтсе те ывăнсан,

сентре çинчен, —

чаршав урлах,—

хире,

курман хура куçĕсемпе пăхса,

шав хуçалантăр тунсăх пӳлĕмре!

Кунта кашлаççĕ çирĕксем


Салху çилпе ачашшăн, именсе,

Кунта кашлаççĕ ешĕл çирĕксем.

 

Лартса хăварнă, теççă, вĕсене

Авланнă çамрăк капăр çуркунне.

 

Ăна кĕтсе, тумланă сахал мар

Вĕри куççулĕ. Илтĕнмест хыпар...

 

Хăш чух ертет те амăш ывăлие

Килсе итлет çак çирĕксен шавне.

 

Вăл шав илемлĕ, тăнăçлă ялан

Юратнă çын калаçнă пек чунран.