Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраПурнӑҫ утравӗсемКĕперĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томАли-паттăрСана ҫырма сӑмах ҫитетÇул хыççăн çул

Хĕле кĕтсе кунсем ыраççĕ...


Хĕле кĕтсе кунсем ыраççĕ,

Ирхинепе юр ӳккĕлет.

Шур хурăнсем сĕнксе лараççĕ,

Ыран-паян хĕл çитмелле,

 

Çил ачисем, ав, чуптараççĕ,

Йăтса чечен турисене.

Сивве кура çаплах тураççĕ

Хитре пулма хурăнсене.

Ăслă, аслă, чаплă, сумлă паттăрсем


Кĕр йĕпе килчĕ. Ялан çумăр çăвать.

Пĕр уяр кун пулчĕ. Хĕвел пăхать.

Пĕр ял. Улăм витнĕ ял. Унта-кунта йăмра, ик-виç хурăн урамра.

Пĕр пӳрт. Чӳречисем урамалла, хĕвеле хирĕç ик чӳрече.

Икĕ кантăкран пӳрте хĕвел пăхать.

Пӳрт ăшчикки тасах та мар. Урайĕ çӳплĕ, саккисем хура, пӳртре никам та çук.

Тĕпелте сĕтел. Сĕтел умне пукан лартнă. Пукан çинче пушăт, мунчала. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата, калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткалансах тăраççĕ; шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăпата кĕллине тирĕнсе тăрать, çăпатине хуçса пĕтереймен, — вăхăт пулман пуль çав.

Сак çинче, кантăк умĕнче, пĕр кĕпе выртать тăсăлса. Кĕпе çине çап-çутă ӳкнĕ хĕвел çути.

Уяр кун, пăртак ĕçлесчĕ тесе хуçисем ĕçе кайнă пулмалла. Васканă хушăра (ĕçчен, пурнăç çынни васкать ĕнтĕ çав) кĕпине хывса пăрахса хăварнă сак çине. Ĕç патне тесе те кивĕрех кĕпе тăхăнса кайнă вара. Кĕпе тӳнтерле, çанни айккинелле тăсăлса выртать.

Кантăкран хĕвел çап-çутă çутатса, сăнаса, тинкерсе кĕпе çине пхать.

Хĕвел çутипе кĕпе çанни çĕввинче пĕчĕк шурă шăркасем йăлтăртатаççĕ.

Малалла

Сулхăн варкăш сапăр вăрмана...


Сулхăн варкăш сапăр вăрмана

Тинсăх сапаларĕ ерипен.

Çулçă татăлать те тăкăнать.

Кĕр сап-сарĕ. Ĕннĕ витĕрех.

 

Çулçă витнĕ кĕлĕ — сакăлта.

Йĕкелсен пуш-пушă курланки.

Кĕркунне вăратнă кăмăлта

Пур салху та, пур пек хурлăнни.

Кĕрхи шухăш


Улăхра, варсенче ирĕн-каçăн

Илтейместĕн текех карăша,

Пахчара кайăксем юрламаççĕ, —

Васкасах ăсанаççĕ ăшша.

Çулçăсем çĕр çине тăкăнаççĕ, —

Çил сапать вĕсене тăтăшах...

 

Пĕлĕтсем таçталла тек шăваççĕ,

Час-часах сивĕ çумăр лӳшкет.

Хăшĕсем кӳренуллĕн калаççĕ:

«Кун пек чух ĕçлес кăмăл пĕтет».

Савнă тусăм, сана ман халь-хаççăн

Çакăн пек хуравлассăм килет:

 

Сан чунна хупласассăн салхулăх,

Уçăлма тух ем-ешĕл хире.

Мучисем те курман тырă-пулă

Кĕр калчи парнелесшĕн пире.

Хăвах калăн:

— Кичемлĕх, ан çулăх,

Савăк юрă янраттăр чĕре!

Кун пуçламăшĕ


Вылять, ташлать çăп-çăмăл мамăк

Тĕтреллĕ сывлăш сăпкинче.

Шур кĕрĕклĕ хула урамĕ

Кăшт çӳçенет сив çил çинче.

 

Ӳкет юр...

Çыхрĕ парк шур явлăк,

Çул çийĕн — çăлтăрлă кавир,

Вăраннă май кĕрлевлĕн-шавлăн

Сăвва кĕресшĕн ĕçлĕ ир.

 

Умра çын хĕвĕшме пуçларĕ...

Сывлать вăй-халлăн пур кĕтес.

Ырми ĕçлетĕн, Шупашкарăм,

Реслубликă чĕри пек эс.

 

Вак çăлтăрсем çинче утатăп,

Манра — хуламăрăн таппи...

Кун-çул, ăçта эс пит васкатăн,

Тен, эп санран юлмастăп-и!

 

Хĕр пек хĕрелчĕ хĕл хĕвелĕ.

Вăл ылтăн шевлисем çине

Тирсе тухасшăн теветкеллĕн

Тăкăнакан юр çеçкине.

 

«Хĕвел, хĕвел! Часрах тухсамччĕ!» —

Ача кулать, хавасланать, —

Хăй амăшĕ илсе каятчĕ

Ирех ача садне ăна.

 

Мана çав пĕчĕкçĕ тĕпренчĕк

Мăн улăп евĕр туйăнать.

Алне сулать те вăл — именчĕк

Хĕвел тухать,

кун пуçланать.

 

Çăвать, çăвать тем тĕрлĕ çăлтăр,

Малалла

Çĕршыв тесессĕн...


Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать сенкер тĕтреллĕ Атăл,

Хум, çапăнса çыран çумне,

Вылять, çăрттан пек, çăтăп-çатăл.

Шыв анĕ симĕс те кăвак,

Унта йăвашлăх та хаярлăх.

Иртет «Ракетă», ким шăвать...

Çилхеллĕ çил — çĕршер хыпарлă.

Ĕрĕхтерет ствноксене

Вольтсен хăвачĕ... Пыр та çулăх!

Çĕрлесенче ГЭС тăрăхне

Анса ларать хуркайăк çулĕ.

 

Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать уй-хир те ылтăн тырă.

Кулач шăршиллĕ çил хумне

Сывлатĕн та — чуна пит ырă.

Кӳпшек пучах пуçне таять,

Куçран пăхать хĕвел пек пĕрчĕ...

Йӳç тарлă ĕç каймасть сая, —

Тыр-пул ăсти ята-и çĕртĕ!

Куçкĕски пек тӳпе таса,

Хир хăй сăнне унта ӳкернĕ.

Вĕç-хĕрсĕр тинĕс... Шуйханса

Хумсем çӳреççĕ — çул çĕтернĕ.

 

Çĕршыв тесессĕн, куç умне

Тухать кăтра вăрман та улăх.

Ем-ешĕл чăрăшсен тумне

Хăй шывĕнче чӳхет çут кӳлĕ.

Чăваш юманĕ чапсăр мар,

Ларать пăхаттирле сатуррăн...

Çаран асамат пек чăпар,

Çава кĕми те йăвă курăк.

Малалла

Ыт-тĕкел


Лутраях-та шĕшкĕ сарă мăйăр, —

Авса татаймасăр каç турăм;

Çак тăвансем патне, ай, килсессĕн,

Тухса каяймасăр каç турăм.

Тăванăм, тăванăм, мĕн тăвар? —

Мăйăр катса тĕш тăвар;

Тăванăм, тăванăм, мĕн тăвар? —

Ыталанса чуп тăвар. (Халăх юрри)

 

Çак юрра асăнсассăнах мана мăйăр татни аса килсе каять, ыт-тĕкел те çавах.

Кăçалхи пек кĕр йĕпе пулнăччĕ.

Кăçалхи пек мăйăр та нумай пулнăччĕ.

Шĕшкĕ тĕмĕнче мăйăр шап-шурă хăмла пек. Нумай пулать ĕнтĕ вăл, вăтăр çул ытла. Аннепе иксĕмĕр çур тыррине çынсенчен малтанрах вырса пĕтертĕмĕр те мăйăр татма пуçларăмăр.

Атте ыраш акатчĕ.

Эпир аннепе мăйăр татма каяттăмăр.

Пирĕн вăрман хамăр йĕтем (анкарти) хыçĕнчех, ялтан тухсан ана тăршшĕ анчах каймалла.

Хама пĕчĕк чух туртса çӳренĕ ача урапипе мăйăра кипкепе киле турттараттăмăр. Аннепе иксĕмĕр виç-тăват кунта пĕр пӳлме мăйăр татса тултараттăмăр. Мăйăрĕ сап-сарă, хăй тĕллĕнех шĕкĕлченет. Катса çиен те тĕшши тутлăччĕ, сарă çу пек. Кăçалхи мăйăр ун чухнехи пек тулăхлă пулмарĕ. Çынсем те, тăраниччен татса, мăйăра сая яраççĕ.

Малалла

Камантай


Камантай1 ăстаçă пулнă,

Кайăрпа2 вăл килĕ тунă,

Çар çынни валли кăрал3,

Çĕр çынни валли — калак.

Хăй тата вăл пулнă каçмăк4,

Калама та çук капар5 :

Çинĕ ирсерен кăварчă6,

Çĕр улми яшки каçпа.

 

Камăр7 сăрт çине çӳренĕ

Кăрпăк8 кăпăшка чухне,

Каптăкскер9 куллен йĕрленĕ

Кахăрпа10 пăчăрсене.

Каскăн касмăка11 хăратнă

Какăр çăварне хыпса,

(Кавалне12 килте хăварнă

Йывăр çӳреме йăтса).

 

Пурнăçĕ каптак13 пулсан та

Хапаран14 тухса кайман,

Ăнсăртран куян тытсассăн

Нихăçан та каппайман.

Ĕç уявĕ


Пит те уçă çурхи кунĕ.

Тĕнче тумĕ симĕс.

Урам тăрăх халăх хумĕ...

Тинĕс, тейĕн, тинĕс.

 

Ĕмĕрте кун пек пулманччĕ,

Лăпкă пулнă ялĕ.

Вăл паян çилпе хумханчĕ,

Çиçрĕ ун вăй-халĕ.

 

Параппан сасси ян кайрĕ,

Ун сасси пит уçă.

Ват йăмра савса пуç тайрĕ:

— Атя, — терĕм, — тусам.

 

Ват йăмран кунçулĕ иртнĕ,

Пирĕнпе пымарĕ.

Йăшнă вăл, ватти ун çитнĕ:

Çĕрнĕ ун тымарĕ.

 

Хум шавлать, шавлатăп эпĕ.

Хумăн шавĕ — юрă.

— Çĕнĕ ял сыв пултăр! — тетĕп.

Пурнăç пултăр ырă.

 

Хăш енчен килет ăш çилĕ?

Ма килмен вăл ĕлĕк?

Е паян эпир çĕн пиллĕ?

Е ку савăк телĕк?

 

Тĕлĕк мар, куçпах куратпăр:

Харăс-харăс утăн.

Юрăпа яла çуратпăр.

Ял хушши çап-çутă.

 

Вĕлкĕшет çилпе ялавĕ

Пур çĕрте те хĕрлĕн.

Паян ирĕк ĕç уявĕ.

Уяв пултăр вирлĕ.

 

Сар хĕвел кулать пит ăшшăн,

Кулли унăн савăк.

Чĕремре паян ман — яшăн —

Малалла

Юлашки сăмах


Ма пуç усрăн эс паян?

Ма апла? Мĕн пулчĕ?

Е манах та пуç таян?

Туту йӳççĕн кулчĕ.

 

Мана пуç нихçан ан тай.

Вăл ытла та уссăр.

Эс мана манса ан кай:

Усрарăн пĕр пуссăр.

 

Пилĕк çул вĕт, пилĕк çул

Сан патра тар юхрĕ.

Чĕрене хыт касрĕ чул,

Çамрăк халăм хухрĕ.

 

Ултава эп курнă-çке

Пĕрре мар, тен, пин те.

Ман ĕçпе эс пуйнă-çке.

Халь мана мĕн тивĕ?

 

Пăх, хĕр пек çӳлте кулать

Сар хĕвел йăвашшăн.

Ун çути пӳрте тулать,

Вăл мана лăпкасшăн.

 

Пунетей пек пултăр-ха

Паянхи кунра вăл.

Хуçаран кăшт култар-ха:

«Кирлĕ, тетĕр, çавă.»

 

Пилĕк çулшăн ĕç укçи

Эп санран ыйтатăп.

Халь пĕрлешнĕ пур çук çын.

Эп унта каятăп.

 

Ушкăнтан эс пит хăран.

Хăрама та кирлĕ.

Ну, кала-ха, мĕн тăран?

Е сăмах ман вирлĕ?

 

Чăн сăмах хаяр чăнах.

Кăмăла хуçтарĕ.

Мана тивĕç укçана

Пилĕк çулшăн пар эс.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 526 527 528 529 530 531 532 533 534 ... 796
 
1 Камантай — пĕччен пурăнакан хусах
2 Кайăр — çаврака ие
3 Кăрал — çар хатĕрĕ
4 Каçмак — хăтьмĕне те упрама пĕлекен хытă çын
5 Капар — тутлă çиме юратакан
6 Кăварчă — салăран шăратсан юлни
7 Камăр — чуллă сăрт
8 Карпăк—малтанхи юр
9 Кăптакскер — вирелле тăнă çӳç
10 Кахăр — пысăк мар чул, муклашка
11 Касмак — çапкаланчăк, вăрă «упа»
12 Кавал — пысăк шăхлич, çар валли тунă, тăшман килнине пĕлтерме
13 Кăптак — арăш-пирĕш, пăтрашăнчăк
14 Хапаран — йĕркерен