Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеКайăк тусĕКĕмĕл кĕперÇил-тăвăлÇут пайăркаУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑАслă халал

Хуткупăспа


Тăсса ятăм купăса.

Янратас килет такмак.

Тăрăшар сукмак туса

Аслă çул çине тухма.

 

Лар, савниçĕм, çумма лар.

Сассу уçă — юрра яр.

Юрри кайтăр инçенех

Хамăр пурнăç çинченех.

 

Итлĕр халĕ яшшисем,

Тăна кĕрĕр ваттисем:

Парăр ал çĕн пурнăçа.

Иртсе кайĕ пур нуша.

 

Ĕлĕк илĕртнĕ эрех,

Куллен ĕмнĕ укçана.

Вăл кӳрет инкек пире,

Хăвалар-и çавана.

 

Халь телейлĕ эпĕр те.

Ӳсĕм пур ял-хулара.

Савăн, тусăм, хĕпĕрте:

Трактор чупĕ уй тавра.

 

Краççын çути тĕп пулĕ,

Электрицă çутăлĕ.

Хресченсен те кунçулĕ

Малтан мала утăмлĕ.

 

Йăран çинчи купăсти

Ӳсет лайăх шăварсан.

Пурнаç пирĕн, çĕр ăстин

Ăнĕ, çĕн çулпа кайсан.

 

Колхоза сивленине,

Аслă тесе калас çук.

Кайран хыçĕç ĕнсине

Эпĕр савăнăç курнă чух.

Икĕ хурăн


«Эпир кăнтăрла та суккăр». (Авт.)

 

Пахча енчи пӳрт çумĕнче, пӳрте перĕнсех, çамрăк хурăн ӳсет. Унран тăватă-пилĕк утăм айккинче, пахча варринерех, тата тепĕр хурăн. Йăрăс пӳллĕ, çав çулсенчех. Çĕр çинчи ьпти хурăнсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ вĕсем. Ыттисем пекех шурă вулăллă. Вуллисем çинче хура паллăсем. Çумăр чух çулçисемпе çăтăлтатса лараççĕ. Çил чухне вара кашлаççĕ.

Çук иккен, çил чухне çак икĕ хурăн кашлаççĕ кăна мар. Вĕсемшĕн çил — юрату, пурăнăç. Çил пахча енчен пӳрт еннелле вернĕ чух, пӳрт çумĕнчи хурăн авăнаймасть. Ытти енчен хăть те ăçтан вĕртĕр, вăл авăнма пултарать. Çил пахча енчен пулсан авăнмасть. Ма тесен ăна пӳрт хӳтĕлет. Çапах та çил пахча енчен вĕрнине кăмăллать шурă хурăн. Ун пек чух вăл вуллине пӳрт çумне сĕвĕнтерсе тăрать. Тăрать вара такама кĕтнĕ пек тураттисемпе хăлаçланса. Тен, чăнах та кĕтет? Çапла, кĕтет! Çил пахча енчен вĕрнĕ чух, вăл савнă тусне кĕтет. Тепĕр хурăнĕ вара, ирĕкри, çил ăçталла çавăнталла сулăнать. Ăна нимĕн те кансĕрлемест. Ирĕкре ӳсет пулсан та, пурпĕрех çак хурăнăн пĕр еннелле кăна авăнас килет — пӳрт еннелле. Ма тесен, ун пек кун мĕн пĕчĕкрен пĕрле ӳссе çитĕннĕ савнийĕ патне авăнса çитме пулать-çке. Енчен те çил урăх енчен пулсан, иккĕшĕ те пĕр майлă авăннăран вĕсем тĕл пулаймаççĕ. Тунсăхлăн пĕрне-пĕри сăнама пултараççĕ кăна. Кĕтет вара ирĕкри хурăн ирĕн-каçăн пĕр кас çил те пулин килсе ăна çурт çумĕнчи тусĕ еннелле вĕрсе тайăлтарасса. Паян ак, вĕсен кĕтнĕ кунĕ. Çил пахча енчен!

Малалла

Хăйăра кукалет ырă ут...


Хăйăра кукалет ырă ут,

Куçĕнче ун вылять чĕрĕ вут.

Ак утлантăм, вĕçтертĕм инçе

Кĕмĕл уйăх шупка çутинче.

Чул çинче хĕм кăларчĕ такан.

Амсанса пăхса юлчĕ такам.

Малалла вирхĕнет çилçунат,

Хăлхара шăхăрса çил çунать!

Аякра пурăнан тăвансем,

Таравăтлă кĕтсе илĕрсем!

Кирлĕ мар йӳç эрех, пыл-сăра,

Мĕн çитейĕ ыр кăмăлăра?

Ан епсĕрлен, евĕклĕ пул


Епренчĕк1 çук тăк питĕнче

Ерçӳллĕ, евеклĕ2 кашни...

Телей тени вăл çĕр çинче

Вăй-халлă, сывлăхлă пулни.

 

Елпĕн3 ача вăл елпешке4,

Çунатсăр енлĕх5 кайăк пек,

Ачу сан еркĕн? Ан тирке,

Ĕçтер, çитер мĕн пуррине.

 

Ан епсĕрлен ытахальтен,

Ачу кăшт елпĕн пулнăран,

Этем пулса вăл çитĕнсен

Хăвна тăрантĕ ватăлсан.

Сăнанисем


— Иксĕлми, — тет, — ман вăй-хал, —

Какăрса илсе кахал,

Çавнашкал çав, çавнашкал

Сурăх евĕрлĕ вашкал,

Выçтаха6 эс ан вырхан7,

Хирĕç тăрасран сыхлан

Вак-тĕвекшĕн вĕчĕхсен,

Вăйăн-шайăн8 ĕçлесен,

Типĕ сурчăк сурăн та

Выçă-тутă пурăнăн,

Катемпи пек курăнăн.

Вăрттăн-хăрттăн савăшни —

Вăрă-хураха тухни,

Вăрçă-хăрçă çемьере —

Кашниех каять чире.

 

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕлтĕрен

Вăштăр-вăштăр çил вĕрсен,

Вĕтелет кĕтмен çĕртен.

Асăрхан çав, хӳтĕлен.

Каçхи урамра


Алтăк-кăлтăк9 урамра

Алчă-мăлчă10 яланах,

Явăнать анра-сухра11,

Акăш-макăш савăнать.

 

Куçĕсем армак-чармак,

Тумĕ те авкум-шавкум12,

Анăш-тăнăша13 чарма,

Эх, никам та çук çав, çук.

 

Пуçĕнче — арпа-тĕрпе,

Ариш-пирĕш уткалать.

Иртĕхсе асса-тĕссе

Аскăн-тĕскĕн14 пурăнать.

 

Самани асар-писер,

Ампăс-тăмпăс15 та тискер,

Юп курас тесен чипер

Пурнăçа пĕлсе тинкер.

Пурнăç вăчăри


Асăрхамасăр, ампар хыçĕнчи вутă шаршанĕ хушшинче вырнаçнă сăпса йăвине аркатрăм.

Сăпса çăвăрĕ сĕр! сĕрлесе тухрĕ те ман çине агрессорла тинкерчĕ.

Тӳрех ăнлантăм — мирлĕ калаçу пулмасть.

Пĕр тăхтамасăр, эпĕ çывăхри хĕрлĕ хурлăхан айĕнчи темле пĕчĕк шăтăка чăмрăм.

Ак тамаша! Унта — хăйĕн пурнăçĕ йĕркипе рехетленсе пурăнакан калта куçа курăнса кайрĕ.

Эпĕ, хăранăскер, калта хӳринчен кап! ярса тытрăм.

Калта ман енне пуçне çавăрчĕ те хыттăн таккаса каларĕ:

— Сире çĕр çинче те апат çитмест-и, тĕпсĕр хырăмсем?

— Мĕ-ĕн? — теме ĕлкĕртĕм çеç, калта хӳрине ман алăра хăварчĕ те куçран çухалчĕ.

Кăравул!

Тулта — сăпсасем, малта — паллăмарлăх аптратать.

Шала кĕрсе тарас — йăви хама та пĕчĕк.

Пĕтрĕм!

Çут тĕнчери пурнăç вăчăри акă епле çыхăннă имĕш?!

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!

Диалектика


I

Эп йĕркесĕр кирпĕч купинче

çĕнĕ çурт хăпарнине куратăп.

Халь йăлтах вăл схемăсем çинче,

çук кунта халь

никĕсĕ те,

кран та.

 

Килĕç те фуфайкăллă хĕрсем,

кирпĕч сассипе пĕрлешĕ кулă,

юрă юлĕ никĕсе кĕрсе, никĕс

гранитран та çирĕп пулĕ.

 

Çăтĕç кантăксем сар хĕвеле,

стенасем хĕвелпеле сăрланĕç,

пулĕ ку,

шанатăп эп,

пĕлеп,

кирпĕч купинчен илем çуралĕ.

 

II

Шур çеçке çилпе вылянинче

эпĕ çимĕç ӳснине илтетĕп.

Çеçкесен шăрши улмасенче

сивĕре те пурăнĕ —

хĕлле те.

 

Çын тытмасăр тăрĕ, вăтанса,

умĕнчи улмапала киленĕ,

тăпраран вăл çитĕннĕ — таса,

тăпраран вăл пулнă пек — илемлĕ.

 

III

Пылчăкланнă хирсенче ыран

хăмăш пек çĕкленĕ тулă —

тутă.

 

IV

Чи хĕрӳ,

хаяр тавлашуран

туслăх та çуралĕ, юрату та.

Чипер, чипер пулса эп те çӳреттĕм...


Чипер, чипер пулса

эп те çӳреттĕм,

каçпа чараттăм çамрăк хĕрсене.

Сар шăпчăкпа чĕлхе тупма пĕлеттĕм,

тăсса ярсан хут купăс пĕрмине.

 

Кашни кунах хĕвел йăл кулмасан та —

çĕрле кураттăм Алтăр çăлтăра.

Тус-юлташсем ун чух нумайччĕ ман та,

хĕсместчĕ ним те вăйлă кăкăра.

 

Çунат саратчĕ ĕмĕтсен тĕллевĕ,

утаттăм çăмăл сарлака çулпа.

Çаран чечекĕ ăшшăн кулнă евĕр

кулаттăм эп те кĕмĕл кулăпа.

 

Сӳнет çут çăлтăр —

вăхăчĕ çитсессĕн,

типет çăл куçĕ — çухатса шывне.

Хам яшлăха каçпа аса илсессĕн,

чун ыратать хĕвеллĕ ирхине.

 

Чипер, чипер пулса текех иртеймĕп,

сӳнет куç вăйĕн çулăмĕ хуллен.

Ман купăса та шăпчăк тек илтеймĕ,

илтсен те калĕ: «Ватăлчĕ иккен...»

Тĕнче хуçи — хĕвел васкать каç еннелле...


Тĕнче хуçи — хĕвел васкать каç еннелле,

Ман питĕм-куçăма лăпкать ачаш шевле.

Темскершĕн ăнсăртран вут тиврĕ ăс-пуçа —

Çунатсăр кайăкла çухатрăм тăнăçа.

 

Кăваррăн тĕлкĕшет эп пăхнă анăç ен,

Сăнанăн туйăнать вăл хăй те халь мана.

Темле ăнланма çук вăй пулчĕ-ши ку, тен, —

Туятăп лайăхах ӳт-пĕвĕмпе çакна.

 

Йĕпхӳллĕ, тĕссĕр кун килет-шим-ха ыран,

Е маншăнах юри чĕтренĕ-ши тĕнче? —

Пĕлеймĕп калама: пĕрре — сăмах çукран,

Тепре тесен вара, эп — çӳп вăй умĕнче.

 

Çук-çук, шухăшăмра ӳсет тем урăххи:

Сӳнсе пыран çак кун мĕн чухлĕ çепĕçрех.

Ăна «сыв пул» тенин çавăн чухлех пахи —

«Сыв пул эс, юрату юрри» тесси пекрех.

 

Куç умĕнчех вара тăратăн эс, чунри,

Анчах та сывлăша алпа тытаймăн çав.

Салхуллă тӳпене итлетĕп, чун чури,

Тупатăп-и тесе çухатнă тăнăçа.

 

Тусем-сăртсем хыçне хĕвел хӳми ӳкет...

Тавралăха хуллен каç чатăрĕ хуплать...

Пĕри кунтах пĕччен урамсемпе сĕнккет —

Тепри таçта, лере ахăлтатса кулать.

■ Страницăсем: 1... 527 528 529 530 531 532 533 534 535 ... 796
 
1 Епренчĕк — шыçă, çăпан
2 Евеклĕ — кăмăллă
3 Елпĕн — кăштах иртĕхекен
4 Елпешке — халсăртарах
5 Енлĕх — тискер кайăк
6 Выçтах — хытă, хапсăнчăк çын
7 Ан вырхан — ан вăрç, ан кӳрентер
8 Вăйăн-шайăн—ӳпкевлĕ
9 Алтăк-кăлтăк — путăк-шăтăк
10 Алчă-мăлчă — йĕркесĕр
11 Анра-сухра — ăсран тайăлнисем
12 Авкум-шавкум — тирпейсĕр
13 Анăш-тăнăш—йĕркесĕр
14 Аскăн-тĕскĕн — аскăнчăк çын
15 Ампăс-тăмпăс — такăр мар