Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеӖмӗр вӗренÇич çунатлă куракЮрату йĕтесĕПепке çуралсан...Ирĕк çилÇул хыççăн çул

Хăюллă Хураçка


Пурăннă тет старикпе карчăк. Вĕсен ача пулман тет. Чунĕсене йăпатма вĕсем 13 лаша усранă. Пĕр лаши мана питĕ килĕшетчĕ. Вăл Хураçка ятлă пулнă. Старик урхамахсене кашни кун апат панă. Хăйсене йывăр пулсан та карчăкпа старик вĕсене сутса яман, усранă.

Пĕррехинче старик Хураçка лашапа вăрмана вутă пуçтарма каять. Уçланкă тĕлне çитсен Хураçка тăп чарăнса тăрать.

Старик янавара калать:

— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн малалла каймастăн?

Лаша тулхăрса ярать. Каярахпа урхамах уçланкăран каçса каять. Кăшт кăна кайсассăн вĕсем вăрмана çитеççĕ. Старик вутă пуçтарма тытăнать. Хураçка курăк çисе тăрать. Старик вутă пуçтарма шалах кĕрсе каять. Каялла килсессĕн старик лаша хăмланине курать. Вăл тĕлĕнсех каять. Тихийĕ вара пĕчĕкскер, хитрескер, хураçка çине пăхнă. Вутă пуçтарса пĕтерсессĕн вĕсем килелле çул тытрĕç. Нумай та каяймаççĕ, çул çине кашкăр сиксе тухать. Урхамах чарăнса тăрать. Хăйĕн тихине хăтарас тесе кашкăрпа çапăçать. Старик çакна пĕтĕмпех сăнаса тăрать. Тихи ан тартăр тесе старик ăна тытса тăрать. Юлашкинчен лаша кашкăра хыçалти урисемпе тапать те, кашкăр вĕçсе кайнине те сиссе юлаймасть. Вара кашкăр хăраса тарать. Паттăр Хураçка малалла чуптарать. Нумай та каяймасть çул çине тилĕ сиксе тухать. Янавар тилĕ чее пулнине пи-итĕ лайăх пĕлнĕ. Тилĕ лашана улталасшăн, анчах та, унăн ĕçĕ тухмасть. Урхамах ăна хăваласа ярать.

Малалла

Упаçăм, ан çиллен...


Çăмламас упаçăм, ан çиллен,

Пĕр самант ларсамччĕ пĕр-пĕччен.

Парнелерĕ ак мана инке

Мĕнешкел илемлĕ кĕнеке.

Кĕнеки ӳкерчĕкпе пуян:

Пур унта сар тилĕ те куян.

Акă — сад, хĕп-хĕрлĕ улмасем,

Юнашар — илемлĕ çырласем...

Сасăпа вулатăп çырнине, —

Вĕренме каятăп кĕркунне.

Тунсăхламăн, тусăм, ку хутра, —

Санпа выльăп пушă вăхăтра.

Çамрăклăх


Çамрăк ĕмĕр иртет-çке,

Ирхи сывлăм типнĕ пек,

Хуйхăпа шухăш хушшинче.

Итлĕр-ха мана, ачасем,

Эпĕ каланă ӳкĕте

Ан ӳркенĕр итлеме.

Çамрăк, айван вăхăтра

Атте-анне хушнине

Ан ӳркенĕр итлеме.

Хут вĕренме вăхăт çитсессĕн,

Вĕренессинчен хăраса,

Ӳркенсе выртса ан юлăр.

Çамрăк пĕлмен вăхăтра

Пире ним те кирлĕ мар.

Ӳссе ăс кĕрсессĕн,

Пурте кирлĕ пулĕ çав.

Шкула çӳреме пуçласан,

Пĕр юлмасăр çӳресчĕ,

Хавасланса каясчĕ

Вĕрентекене итлеме.

Çамрăкла хута вĕренни,

Ӳссе çын пулсассăн,

Хут уссине пĕлсессĕн,

Унтан хакли пулмĕ те.

«Юрламасăр чун чăтмасть...»


Юрламасăр чун чăтмасть,

Чĕрем савăнăçпа тулсан.

Юратусăр çын пулмасть,

Хĕпĕртӳ, хавха тупсан.

Калаçмасăр чун чăтмасть,

Çумра ырă çын пулсан.

Çынлăх Атăлта путмасть

Чунлăха çухатмасан.

Ташламасăр чун чăтмасть,

Хускану чуна уçать.

Чунлăх ятне çухатмасть.

Ăшă пиллĕхлĕ пулать.

Ӳнер


Хĕвелпе тăван пуль эс,

Ăшшăн куçусем пăхаççĕ.

Куçусем — пăлхантараççĕ

Чунăма илем кӳртсе.

Лапкăлăх. Ултав та çук,

Суяна хальччен курман-тăр

Çакă çепĕç-çепĕç çут,

Пурнăç авăрне путман-тăр.

Уйăхпа тăван-ши эс,

Яшлăха пĕр çутататăн.

Сан çинчен ӳнер тĕрлес

Тен, кайран хăвах куратăн

Чăвашри Джокандăна.

Илĕн, чунăма, тăна

Çăлтăрпа тăванлăран

Маншăн эс çапла инçе-тĕр.

Эсĕ — манăн пурнăçра

Эпĕ тупнă çăлтăр-тĕрĕ.

Сысна валли майланă механизаци


Аран-аран кукăрткаласа, ликпунктра вĕренекен çынла çырнă хут.

Конверчĕ çинче: «Ку çырăва ман йыснана — шĕвĕр сăмсаллă сыснана памалла», — тесе, сысна сăмсипе пичет пуснă.

Халĕ, конвертне хăйпăтса, ăшĕнчи хутне вуласа пăхар.

 

«Йыснаçăм сысна!

Сана пĕтĕм хырăмран, чунтан, пыршăран, пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам яратăп. Курнăçса калаçманни пит нумай пулать-çке пирĕн иксĕмĕрĕн. Мĕнле пурăнатăн-ха, тусăм? Нăриклетсе çӳретĕн-и е нăрăхлатса выртса вăхăта ирттеретĕн, е вилсе пасарсенче йӳнĕ хакпа сутакан супăньсем тунă çĕре кайрĕ санăн çĕрми ӳтӳ?

Эпĕ халĕ нăрăх-нăрăх тесе савăнса çеç пурăнатăп. Санпа нăриклетсе çухăрса уйрăлнă хыççăн мана вагон çине, пĕрремĕш сыснасен класне лартса, пит инçете илсе кайрĕç. Вагонĕ эпĕ çывăрнă вăхăтра та каять, ура çинче тăнă вăхăтра та каять. Çĕрле те кайрăмăр, сысна кăнтăрлинче те кайрăмăр. Вă-ă-рăм, пит нумай кайсассăн, мана Свинводтрест совхозне ярса хăварчĕç. Халĕ те унтах пурăнатăп-ха.

Ну вара, кунти пурнăç çинчен каласассăн, санăн туту çинчи 5 пуслăх пăхăр укçу тăрăх сĕлехӳ юхса анĕ!

Пирĕн совхоз кĕтĕвĕнчи сыснасен хисепĕ, пуçран шутласассăн, 20 пин пуç, ураран шутласассăн 80 пин ура пулать.

Малалла

«Ăçта халь тин ман сăмахсен уссийĕ...»


Шарламанни — йăлтах...

Мĕне пуш сăмахсем?

Александр Блок

 

Ăçта халь тин ман сăмахсен уссийĕ,

Мĕне вĕсем эс çуннă чух сана?

Чун-чĕрери çут туйăм сийĕн-сийĕн

Пухать сукмак çинчи вĕт тусана —

Ӳкет куççуль.

Сăмахсăр шăплăх сивĕ.

Эс вăхăтсăр пăрахрăн савăнма.

Ăнман шăпа, сана сăмахăм тивĕ:

Пире валли ăшшу сахал мĕн-ма?

 

1961, çу, 11

«Эп йăпăлтисене пачах та кураймастăп...»


Эп йăпăлтисене пачах та кураймастăп.

Вĕсем ăсĕпе мар, йăпăлтатса,

Влаç картлашки çине пуса-пуса,

Çӳле çитеççĕ иртĕхме. Пуçа таймастăп.

 

Элекçĕ çынсене пачах та кураймастăп.

Элек сарса, хирĕçтерсе, урса,

Кашни çынна усал сăрпа сарса

Çӳле çитеççĕ иртĕхсе. Пуçа таймастăп.

 

Эп сутăнчăксене пачах та кураймастăп.

Тус-юлташне сутса, улталаса,

Мĕнпур сăваплăха йăлт таптаса,

Çӳле çитеççĕ иртĕхме. Пуçа таймастăп.

 

Ĕçчен, маттур этемсене эп юрататăп.

Вĕсем хăй ĕçĕпе, тăрăшнипе,

Хăй ăсĕпе, сăваплă пулнипе

Çĕклеççе халăхăн ятне. Пуçа таятăп.

«Ирпе ирех юрлать садри саркайăк...»


Ирпе ирех юрлать садри саркайăк

Ун чĕпписем савнаççĕ çак юрра илтсе.

Çакăн пек чух ман кăмăл та пит лайăх,

Чĕре юрлать çут çăлтăрсем патне çитсе.

 

Саркайăкăн юрри — анне юррийĕ евĕр

Чăнах та чунăма çĕклет çӳл тӳпене.

Анне юррисене аса илмесĕр

Пĕр кун иртмест килтен инçе чухне.

 

Ачалăха час-час аса илетĕп:

Ытла тискер пыратчĕ вăрçă ун чухне.

Эп вăрçăпа асапланса йĕреттĕм,

Анне юр юрласа лăпкатчĕ ачине.

 

Анне юррипеле ыйха путаттăм,

Хам выçă пулнине йăлтах манса...

Саркайăк юррине илтсе умра кураттăм

Юратнă аннене, вăл çуккине манса.

«Урса çĕкленчĕ тинĕс — ватă урхамах...»


Урса çĕкленчĕ тинĕс — ватă урхамах,

Шап-шурă çилхипе ватса ман çырана.

Ун хумĕсем паян ту тăррипе танах,

Кама çилленнĕ, тинĕс, каласам мана.

 

Мĕн-ма çапла кĕтсе илетĕн, каласам.

Тен, эс аса илетĕн пулĕ Çеçпĕле.

Тăван Чăваш çĕршывĕ уншăн ют пулсан,

Эс, тинĕс, тарăхрăн çапла унпа пĕрде.

 

Аса илетĕп ватă аннене кучух.

«Ачам, кĕтет-шим Çеçпĕлĕн шăпи сана?»

Тесе ăсатнăччĕ тăшман пит урнă чух

Куççульпеле йĕрсе ют çĕрсене мана.

■ Страницăсем: 1... 412 413 414 415 416 417 418 419 420 ... 796