Механизаци


Сысна валли майланă механизаци


Аран-аран кукăрткаласа, ликпунктра вĕренекен çынла çырнă хут.

Конверчĕ çинче: «Ку çырăва ман йыснана — шĕвĕр сăмсаллă сыснана памалла», — тесе, сысна сăмсипе пичет пуснă.

Халĕ, конвертне хăйпăтса, ăшĕнчи хутне вуласа пăхар.

 

«Йыснаçăм сысна!

Сана пĕтĕм хырăмран, чунтан, пыршăран, пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам яратăп. Курнăçса калаçманни пит нумай пулать-çке пирĕн иксĕмĕрĕн. Мĕнле пурăнатăн-ха, тусăм? Нăриклетсе çӳретĕн-и е нăрăхлатса выртса вăхăта ирттеретĕн, е вилсе пасарсенче йӳнĕ хакпа сутакан супăньсем тунă çĕре кайрĕ санăн çĕрми ӳтӳ?

Эпĕ халĕ нăрăх-нăрăх тесе савăнса çеç пурăнатăп. Санпа нăриклетсе çухăрса уйрăлнă хыççăн мана вагон çине, пĕрремĕш сыснасен класне лартса, пит инçете илсе кайрĕç. Вагонĕ эпĕ çывăрнă вăхăтра та каять, ура çинче тăнă вăхăтра та каять. Çĕрле те кайрăмăр, сысна кăнтăрлинче те кайрăмăр. Вă-ă-рăм, пит нумай кайсассăн, мана Свинводтрест совхозне ярса хăварчĕç. Халĕ те унтах пурăнатăп-ха.

Ну вара, кунти пурнăç çинчен каласассăн, санăн туту çинчи 5 пуслăх пăхăр укçу тăрăх сĕлехӳ юхса анĕ!

Пирĕн совхоз кĕтĕвĕнчи сыснасен хисепĕ, пуçран шутласассăн, 20 пин пуç, ураран шутласассăн 80 пин ура пулать.

Малалла