Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраХурапа шурăМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Суя телейАндрей ПеттокиÇич çунатлă куракАсаттесем

Хаваслă ачалăх


(Кукаçи каласа панă тăрăх çырнă калав)

 

Эпĕ каллех тăван уй-хирпе хавхалануллăн пыратăп. Тăван киле васкатăп. Тавраналла пăхса пынă май ача чухнехисем куç умне уççăн тухса тăчĕç. Çак уй-хирте эпир тырă та вырнă, кĕлте те турттарнă, пысăккисемпе пĕрлех тĕрлĕ ĕç тунă. Халĕ, авă, йĕри-тавра машина шавĕ тăрать: çураки пырать. Часах вăйлă тырă кашласа çитĕнĕ кунта. Ун чухне пусăсене хăватлă комбайнсем кĕрлесе тухĕç.

Тыр-пул пирки асаилсен, маншăн чи малтанах кĕлте кунĕ чухнехи манăçми самантсем çаврăнса çитрĕç.

Лав хыççăн лав пырса тăрать çатма пек яп-яка та пысăк йĕтем çине. Урапа çинчен пушатнă кĕлтесенчен пысăк капансем ӳсе-ӳсе лараççĕ. Вĕсене Турчка кассинчи сарлака çурăмлă, çавăн пекех сарлака сухаллă Антун мучипе Аслă урамри Капăртма Çӳппи пичче купалаççĕ. Капан тăррине тăрланă чухне урапа çинчи кĕлтесене сенĕкпе тирсе çӳлтисене тыттаратпăр.

Çуллахи каникулта колхозра ĕçлеме эпир пурте хавасчĕ. Яшсем пурте тенĕ пекех лаша кӳлсе ĕçе çӳреме юрататтăмăр. Ĕçлесе илнĕ укçипе хут-кăранташ, кĕнеке-тетрадь илме пулать. Ялти клуба кино курма çӳреме те аннерен укçа ыйтмастпăр-çке. Çавна май çуллахи ĕççи вăхăтĕнче хастар пионерсем пурăнакан çуртсем умĕнчен лаша ураписем татăлма пĕлместчĕç. Йывăç урапасем çумĕнче тикĕт шăршисĕр пуçне уйри курăкпа çĕнĕ çăкăрăн техĕмлĕ шăрши сисĕннĕн туйăнатчĕ.

Малалла

«Пĕлместĕп, тĕлĕкӳ мĕнле-ши...»


Пĕлместĕп, тĕлĕкӳ мĕнле-ши,

Куратăн-ши курман хăватсене?

Шаккам-и кантăкран? Пӳрте кĕресшĕн,

Сана курасшăнах çунать чĕре.

 

Иртни иртнех. Сана текех чăрмавлăн

Каç кӳлĕм вăратмашкăн çук сăлтав.

Тунсăхлисем çӳреччĕр-и юлхавлăн —

Маттурсене ку вăхăтра мухтав.

 

Пĕлетĕп, эсĕ маншăн — сӳннĕ çăлтăр,

Тахçан хĕмленнĕ вутсăр юрату.

Иртни асра пĕр чĕптем те ан юлтăр,

Ан вырттăр тутăхса чипер яту.

 

Пĕтни пĕтнех. Ăна эп çавăраймăп,

Йăл-йăл кулса пăхаймăп камитле.

Ку чухнехи виçе пит йывăр таймĕ —

Черчен чунлисене халь кам итлет!

 

Пĕлместĕп, кам тесе мана шутларăн:

Те ирĕк çулçӳревçĕ, те манах...

Пулин! Эс ман тасалăх, манăн парăм,

Эс манăн асăмран тухайманах.

 

Сана эп каç та, ир те тĕл пулатăп:

Эп сан сăнна шыратăп çынсенче.

Тăхтам, хама кăштах туям-ха ватă,

Ан тив, ман канăç пултăр иртнинче.

Ёлкăра


Чи капăр, аслă пӳлĕме

Пуçтарăнтăмăр туслăн,

Çĕн çулăн чаллă уявне,

Туссем, хаваслăн пуçлăр.

 

Йăлл! йăлкăштарчĕ вут-хĕмне

Илемлĕ ёлка пирĕн.

Çĕклерĕ вăл кашнин чунне,

Янратрĕ юрă вирлĕн.

Манăн тусăмсем


Ача садĕнчен киле

Хăвăртрах çитес килет.

Кантăкран сăна-сăна,

Туслă йыш кĕтет мана:

 

Çăмламас маттур Кампур,

Хăмăр куç, упа та пур,

Ав мулкач — Чипер хăлха,

Ват кушак — Хура чăлха.

 

Таврăнатăп та киле

Эп каç пулнă тĕлелле,

Ачашлатăп кашнине,

Ытарми тусăмсене.

Пĕчĕк-ши эп, пысăк-ши?


Такăнса эп ӳкрĕм те,

Куççульпех макратăп.

Килчĕ-тухрĕ асатте:

«Мĕн-ха эп куратăп?

Клим тăкать-çке куççульне?

Ан йĕр, пысăк ыльăм!

Сăтăр çеç чĕркуççине,

Тек ан такăн ӳлĕм.»

Анне курчĕ те калать:

«Пĕсĕк кăвакарчăн,

Чĕркуççи ма ыратать?

Ма вăл кăвакарчĕ?..»

Ăнланмастăп:

Пысăк-ши

Халĕ эп,

Е пĕчĕк-ши?

Телейĕм çук


Телейĕм çук манăн, граждансем! Арăм та пур, ача-пăчам та пур, телейĕм вара — çук. Ман телейĕн хупăлчи çурăлса кайнă пулмалла тетĕп эпĕ. Хупăлчи çурăлса кайнă та, телейĕ тухса тарнă.

Хамăн анчах мар, выльăх-чĕрлĕхĕмĕн те телейĕсем çук.

Эпĕ кĕнеке тавраш вулама пĕлместĕп, вуланине итлеме пĕлетĕп. Хаçатне те çавах. Итлесе ларатăн та хăш чухне вара хаçат вуланине, хуйха ӳкетĕн. Ларнă çĕртех хуйха ӳкетĕн: мĕнле-ха вара манăн телей çук тетĕн. Аннем-ши айăплă уншăн, атте-ши? Те кил вырăнĕ килĕшмерĕ. Выльăх-чĕрлĕх енчен илсен... выльăх картине шуйттан пырса вырнаçнă пулмалла тетĕп. Шуйттанĕ вырнаçайман пулсан, çури те пулсан вырнаçнах ĕнтĕ. Тупата!

Ав хаçатра: «Хĕрлĕ ялав» колхоз çулталăк хушшинче выльăх-чĕрлĕх усрасах 500 933 тенкĕ тупăш илнĕ, тенĕ. Выльăх шучĕ 256 пуçран çулталăк хушшинче 632 пуçа çитнĕ (цифрисене лайăх астăватăп). Ара, тĕлĕнмелле вĕт! Манăн ĕрчемеççĕ. Хăяматла-и, тен! Çамрăккисене вара пурпĕрех эсир телейсĕр тесе пусатăп. Ак халь анчах 5 сысна çури пĕр харăс пусса хутăм-ха. Пушали усра унта...

Хаçатра çырнă: «Рыкша» колхозăн 4 сыснаран çулталăк хушшинче 45 сысна пулнă тенĕ. Манăн хĕнесен те ун пек ĕрчес çук. Выльăх картинче шуйттан пур та ара...

Малалла

Вилĕмсĕр пурнăç...


(Сталин вилнĕренпе вунă çул çитнĕ май)

 

Уй-хапхи патĕнче тертленет пĕр ача.

Хапхана вăл хупать.

Чăпăркки унта хĕсĕннĕ унăн.

Хапхи кивĕ,

Пĕр вуннăсенче çеç ача,

Çурçĕр çилĕ ăна, ав, силлет унăн-кунăн.

 

Сывлама питĕ йывăр — çĕрнĕ шăршă кунта.

Тармалла çеç ачан,

Чăпăркки те ăна кирлĕ мар пуль.

Тар часрах!

Сывлама çук, куратăн, кунта!

Çĕрнĕ шăршă сана пăвăнтарĕ,

Часрах тармалла пуль!

 

Тарса кайрĕ ача.

Çил ăна хăвалать.

Çак хаяр çил çинче ватă çын та аран утăм турĕ.

Туймасть хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрарăм кăна

Çак йывăр шăрша.

Хапха патнелле утăм турĕ.

 

Вилĕмсĕр пурнăç. Ку шăршă, тен, пĕтĕ,

Сывлăш тасалĕ. Эпир кĕтни çитĕ.

Ăнлану


Иртсе кайрĕ телей, иртсе кайрĕ мухтав,

Чап тени мана тек ыталамĕ.

Эсĕ çеç, эсĕ çеç...

Сана куншăн та тав:

Пурăнма йыхăрать куçусен ăш саламĕ.

 

Сан чуну ман чунпа, ăмăрткайăк пулса,

Тӳпене çăлтăр евĕр хăпарчĕ.

Эс мана юратни çĕнĕ ĕмĕт хушса,

Çĕнĕ юрă çĕршывшăн çуратрĕ.

 

Çут тĕнче питĕ тăлăх.

Эпир иккĕн çеç

Юрату та тăванлăх упратпăр.

Усалсем тĕнчене умлăн-хыçлăн килеç,

Юррăмпа вĕсене халь чаратпăр.

 

Анчах мĕнщĕн эпир пит сахалăн паян,

Эс те эпĕ кăна кĕрешетпĕр.

Ан кулян, иккĕн çеç те пулсан та, тăван,

Акă кур, усала çĕнтеретпĕр.

 

Элекпе хăратаймĕç пире усалсем.

Элеке çĕнтерет пирĕн юрă.

Ман юрра юрласа çитĕнеç паттăрсем,

Çĕнтерӳ вĕсенче пулĕ, курăн.

 

Тăшмансен элекне ĕненместпĕр эпир.

Юрату парнелет çĕн пуласлăх.

Тĕттĕм каç вăл иртет, килетех çутă ир,

Çĕне кун пулс çутă та аслă.

 

Эп шанатăп çакна, ĕненетĕп çакна.

Кĕтсе ил çĕн кунра ывăлна та мана.

Çилхи витĕр çил вĕрет


Ирех анчĕç çăлтăрсем,

Сывлăмпа çăвăнмашкăн.

Çĕклерĕç çăлтăр пӳртсем,

Ырă ĕçсем тумашкăн.

 

Çав пӳртсенче пĕринче,

Шăрçаланчĕ çак хайлав.

Хĕмлентĕр чĕресенче,

Çитерсен çивĕч ăнлав.

 

Уламас çинчен сăмахĕ,

Мĕнле селĕм янавар!

Пурçăн евĕр ун çилхи,

Урхамахăм, яра пар!

 

Хăлхисене вылятать,

Тав тăвать хăй хуçине.

Кукалесе тулхăрать,

Тухма хатĕр çул çине.

 

Уламас — ашшĕн парни,

Уля пăхнă урхамах.

Тухсассăн телей пӳрни,

Парнелерĕ спруйĕпех.

 

Ашшĕ Улян сумлă çын,

Тĕреклĕ хуçалăхпа.

Советсем килсе çитсен,

Ăсатрĕç ăна конвойпа.

 

Выртсан уйăх тĕлĕрме,

Çĕкленчĕ сарă хĕвел.

Пăхрĕ вăйă выляма,

Кĕрсе кăтăкласшăн хĕве.

 

Сар кин Уля ыткăнса,

Çитрĕ сивĕ çăл патне.

Çут хĕвелшĕн савăнса,

Çĕклерĕ тулли витрине.

 

Пуçне ухать çилхемес,

Сив çăл шывĕшĕн тавах.

Ĕç лаши çак Уламас,

Хушка пуçлă урхамах.

 

Малалла

«Çанталăк çуркунне енне васкарĕ...»


Çанталăк çуркунне енне васкарĕ,

Чуна хĕвел ăшши хевте кӳрет.

Тăван хулам, юратнă Шупашкарăм,

Çĕн ĕмĕт, çĕн телей пире кӳрет.

 

Епле маттур хĕвеллĕ çутçанталăк,

Кашни кунах тумне улăштарать.

Çуркуннене кĕтсе юратнă халăх

Çĕнĕ телей кĕтсе, çĕн ĕмĕт çуратать.

 

Хĕле манса, çуркуннене юратрăм,

Хĕвеллĕ кун халь ыталать мана,

Çĕн телее кĕтсе, çĕн юрă эп çуратрăм,

Юратнă халăха пиллетĕп эп ăна.

■ Страницăсем: 1... 411 412 413 414 415 416 417 418 419 ... 796