Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениСунарçă халлапĕсемТĕлĕнтермĕш юмахсемТанатаТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХĕрлĕ тюльпанЙăмраллă ял

Ким чечек


Ким чечекĕме шыраттăм

Анлă, ешĕл улăхра.

Тупрăм. Чăтаймарăм. Татрам —

Пултăр-и ялан çумра.

 

Тек сив çил сана хăратмĕ,

Тăм ӳкни хăрушă мар.

Ешĕлскерĕм, пит юратрăм —

Таврана ыр шăршă сар.

 

Пурте пултăр: ăшă, çутă...

Савăтра шыв тап-таса.

Çук чару та, ятлаçу та —

Пурăнасчĕ савăнса.

 

Ким чечекĕм шăппăн, юттăн,

Хурлăхлăн пăхать куçран:

Халăхăн та кунĕ шутлă

Уйăрсассăн тымартан.

Покровский соборĕ умĕнче


Мускав. Астăвăм керменĕ.

Пурнаççĕ унта музăсем.

«Чулран ăсталанă поэма», —

Калаççĕ иртен-çӳренсем.

 

Собор ирхи шуçăм пек çиçрĕ —

Пуç тайрăм асамлă алла.

Каçар, ятсăр чулçă! Çак ĕçшĕн

Ятна ылтăнпа çырмалла.

 

Ахаль хапха мар эп уçатăп,

Яр уçăлчĕ вăхăт хапхи:

Вунулттăмĕш ĕмĕр хуçа пек

Хăна кĕтме тухрĕ хайхи.

 

Шала пĕр-ик утăм тăватăп —

Тинкерчĕç куçран ĕмĕрсем.

Хĕм сапрĕ асамлăх хăвачĕ,

Хӳхлеççĕ тевет пек чулсем.

 

Чул мар, музăн типнĕ куççулĕ

Çĕртен тӳпене калланать,

Ят-сумсăр ăстаçăн кун-çулĕ

Аставăм пулса вуланать.

 

Чулран ăсталанă историн

Тăмхи паллă пулчĕ: «Çынна

Чунри мулĕ вилĕмсĕр турĕ,

Ытти йăлт куçать тусана».

Вăрманти тĕлпулу


Çак ĕç пĕр пĕчĕк ялта пулса иртет…

Пурăннă тет çак ялта пĕр хĕрача. Вăл Улькка ятлă пулнă. Улькка мĕн пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă, хăйĕн кукамăшĕпе ӳснĕ. Кукамăшĕсĕр пуçне унăн çывăх çын урăх никам та пулман. Улькка яланах унпа хайĕн чунне уçса калаçнă. Хĕр ача питĕ тирпейлĕ, ĕçчен пулнă. Вăл кукамăшне питĕ юратнă.

Пĕррехинче Улькка хăйĕн юлташ хĕрĕ патне пилĕк çухрăмри яла каять. Вĕсем нумай калаçса лараççĕ. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Часах тӳпене уйăх шуса тухать. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хупмалла выляççĕ. Тулта тĕттĕмленсе каять. Хĕр киле каясшăн пулать.

— Улькка, юл ĕнтĕ, каç пулчĕ. Санăн уй витĕр каймалла-çке! Пĕччен çĕрле çӳреме хăрамалла, — тет ăна Ируç, Улькка юлташĕ.

— Çук, çук. Килех каятăп. Кукамай та мана çухатрĕ пулĕ. Эпĕ киле час таврăнманшăн кулянса çĕрĕпех çывăраймĕ, — тет Улькка.

— Ара, шăнкравла ĕнтĕ кукаму патне. Пĕр каçлăха юлсан нимĕн те пулмасть ĕнтĕ. Юл ман патра, çĕр каçмалăх вырăн та пур кунта, — терĕ Ируç.

— Эй, телефонăн зарядки те пĕтнĕ. Шанкăравлаймастăп. Сана кансĕрлес мар, килех каятăп.

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Улькка! Никама та кансĕрлеместĕн эсĕ.

Малалла

Хур кайăк çулĕ


Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр

Карталанса, карла-карла, кăнтăралла?

Çитес инçетĕр çав тери инçе-тĕр,

Çапах та ăнтăлатăр малалла.

 

Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр

Çунатсемпе çухрăмсене çĕне-çĕне?

Таçти çĕре те çаврăнса çитетĕр,

Çитет-тĕр çул виçме çине-çине.

 

Хур кайăксем мана хурав памарĕç.

Салху санар тĕрленчĕ тӳпере.

Çапах та çутă шанăç çухалман-иç:

Хур кайăк çулĕ юлĕ ĕмĕре.

Манăн тус


Сивĕ хĕл иртсе каять,

Ăшă çуркунне çитет.

Пĕтĕм вăрман чĕрĕлет,

Йывăç-курăк ешерет.

 

Ăшă енчен васкаса

Кураксем таврăнаççĕ.

Часрах йăва çавăрса

Чĕп кăларма васкаççĕ.

 

Çĕнĕ вĕллесем туса

Йăмра çине çакатăп.

Хамăн юрăç-туссене

Чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

 

Кунран кунах ăшăтать,

Юр та ирĕлсе пĕтет.

Çеçпĕл чечекĕ тухать,

Чунăма савăнтарать.

 

Çут çанталăк илемпе

Эп киленсе утатăп.

Симĕс тумлă улăха

Акă тухса тăратăп.

 

Улăх тăрăх илемлĕ

Урхамах чупса килет.

Мана утлантарать те

Çӳле-çӳле вĕçтерет.

 

Çак урхамах асамлă,

Вĕçмешкĕн те пултарать.

Çĕр çине ансассăнах

Ун çуначĕ çухалать.

 

Лаша пĕрре тапсассăн

Ылтăн-кĕмĕл сирпĕнет.

Унăн пĕккийĕ çинче

Йĕс шăнкăрав янăрать.

 

Эпĕ çак урхамахпа

Питĕ çывăх туслашрăм.

Вăл ман пата килессе

Чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.

 

Малалла

«Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ...»


Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ.

Çапла ĕмĕтпе тухрăм вăрăм çула.

Туссем ăçтарах пулнине пĕлеймесĕр

Çаклантăм пĕччен пит хаяр тăвăла.

 

Çӳл ту, çил çапсассăн, сăмахсăр йăпатрĕ,

Чармарĕ хысакĕ çумне тершĕнме.

Тавах чун çумми! Аслати тек хăратмĕ —

Пăрахрăм тинех эп сиксе чĕтреме.

 

Хӳтте тăратнишĕн нимех те ыйтмарĕ:

Çынна ыр туни — кивçенле пани мар.

Чăн-чăн юлташа пурнăçра суйламарăм —

Суя пулмасассăн парать пархатар.

«Ырри енне те, усалли енне те — çур утас...»


Ырри енне те, усалли енне те — çур утас.

Тĕнче тĕп-тĕрĕсех вырăнĕнче тăрать пулас.

Ун сисĕмĕ чăн электронлă тараса майлах —

Этем ăçта сулăннине сисет пĕр самантрах.

 

Ырри енне те, усалли енне те çул каять,

Мĕнпур ырра е усала яр уççăн çутатать.

Этем тени хăш еннелле ура ярса пусать,

Тĕнче те çав енне хăй сисмесле кăштах куçать.

Юрату кушакĕ


Строительсем эпир. Çурт-йĕр лартатпăр. Çĕпритун, техникумран тинтерех çеç вĕренсе тухнăскер, — пирĕн мастер. Катя — каменщица. Вăт çавна, пиçнĕ мăйăр пек чăмăркка хĕре, куç хывнă иккен Çĕпритун. Пирĕншĕн мĕн — савăнтăмăр кăна: лайăх мăшăр. Иккĕшĕ те çамрăк, хитре. Тулĕк, ватă каменщик Эриван калашле, вĕсем хăпартнă кирпĕч стена айккинелле тайăлнă — ăнман. Катя Çĕпритунпа туслашма килĕшмен. Мĕншĕн-и? Юратăва ăçтан ăнланса пĕтерĕн...

Кирпĕчсене лайăх шĕвек хытă çыпăçтарнă евĕр, Катя ун чĕрине чăннипех хăйпăтмалла мар çатăрланă-ши — каччă каялла чакмарĕ. Пирĕн шутпа, алă сулмаллаччĕ çеç ĕнтĕ апăршан. Хĕр юратмасть тĕк ма çилам сĕкĕнмелле? Сахал-и ытти хĕр упраç! Анчах Çĕпритун шалт тĕлĕнтерчĕ. Халиччен кунашкал «мăшкăла» курманскер, куренӳ туйăмне хĕтĕртсе, Катьăна куç кĕрет йĕрлеме пуçларĕ. Шухăшне пытармасть: мĕнле-ха апла, ăна, пуçлăха, çав каменщица хирĕçлеме хăять?

Пĕррехинче вăл стройкăна кушак илсе килчĕ. Чăнах, чăнах. Çинçешке кушак ами. Килсĕр-хуçасăрскер пулас — хăвăрт иленчĕ, хуçинчен хăпма та пĕлмест. Ачашлама тытăн çеç, куçĕсене мăчлаттара-мăчлаттара рехетлĕн мăрлатать.

Малалла

«Юратакан пулам эп...»


Юратакан пулам эп

Çак çутă тĕнчере.

Юратăва мухтам эп

Çап-çамрăк чĕремпе.

Кĕвĕçекен пулмашкăн

Ах, турă та ан хуштăр.

Çын мăшкăлне курмашкăн

Туссем, мана ан хушăр.

Телейлĕхе хăпартăп

Эп çăлтăрсем таран.

Сăввăмсене хăварăп,

Вулаччăр пин çултан.

Юратакан пулам эп…

Улăхри чечексем


Улăхра пин-пин чечек:

Кăвакки, хĕрли…

Кăррипех епле чечен,

Тусăм, сан валли.

 

Кăвакки сан куçусен

Лапкăлăх палли.

Çăлтăрлă çу каçĕсен

Савăнăç алли.

 

Ав, хĕрли, асилтерет

Хĕвелтухăçа.

Таврăнулăх тивертет

Манăн ик куçа.

 

Шап-шурри — савни тутри —

Ытарми пĕр лаптăк.

Хуçса иртнĕ кам ури?

Тутăра хуратнă.

 

Куç тулли илемлĕхе

Кам чĕри савман-ши?

Пурнăçри телейлĕхе

Çавă çын туйман-ши?

■ Страницăсем: 1... 409 410 411 412 413 414 415 416 417 ... 796