Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томАча чухнехиÇут пайăркаЮрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

«Пĕчĕк тиха»


Ача çуратмалли çуртра ача кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. «Тепĕр пĕчек çын çуралчĕ, анчах унăн пурнăçĕ телейлĕ е телейсĕр пулĕ», — терĕ акушерка Вера Ильинична ачана çуса тасатнă хыççăн. «Амăшĕ ăна пурнăç парса хăй вилчĕ», — сăмах хушрĕ тин çеç кунта ĕçлеме килнĕ Литюк. Çак ачана тухтăрсем чăваш ятне пачĕç. Акă арçын ача Эскетен ятлă та пулса тăчĕ.

Йывăр çынна çурçĕр иртни икĕ сехетре пульница илсе килчĕç. Шартлама сивĕ паян. Çулсем пăрлак пулнипе Эскетен амăшне ача çуратмалли çурта кирлĕ вăхăтра илсе çитереймерĕç тухтăрсем. Вара Эскетен амăшĕ нумай юн çухатнипе вилчĕ.

Анчах калама та маннă. Кӳршĕ ялта Кăйкăр ятлă лаша тиха хăмланă. Тиха имшер те вăйсăр пулать. Кăйкăр хăйĕн тăван чунĕ вăйсăр пулнине курать. Тин çеç çуралнă мĕскĕн ура çине тăрайманнине курсан амăшĕн чунĕ кӳтсе килет, анчах чăтаймасть вăл, куççĕнчен шыв пек тăрă куççуль юхтарать, чунĕ, çын чунĕ евĕр, хурланма пуçлать.

Эскетен часах упаленме те пуçларĕ. Ача çуратмалли çуртран тухтăрсем ăна сывалса çитсен кукамăшĕ патне кайса ячĕç. Кĕçех ăна кукамăшĕ (Полина аппа) пăхма пуçларĕ. Тăван хĕрне юратнă пек юратса йăпатса лăпкаса ӳстерчĕ вăл.

Малалла

Ӳкерчĕк


Ункă шывĕ тăрă-тăрă,

Тутлăн, шăппăн тĕлĕрет.

Шыв çинче илемлĕ, йăрă

Пĕр чĕкеç вĕçсе çӳрет.

 

Илеме туйса хăюллăн

Кайăк чăпăрт чуп тăвать.

Тĕлĕкре ачашшăн кулнăн

Юхăм пичĕ пăч путать.

Тепре!.. Тата тепре!..


Тепре!

Унтан тата тепре!

Унтан тата, тата тепре!..

Атя çак Каç,

кĕçĕрлĕхе,

пач шеллеместпĕр пĕр-пĕрне!

 

Мĕскер кĕтет унта —

лере —

çăтмах-и, тамăк-и —

пĕрех!

Тепре! Тепре!

Тата тепре!

Унтан тата, тата тепре!

 

Вилме эп хатĕр...

ирхине

май пур пулсассăн

чĕрĕлме

мана эс «ЧĔРĔЛ!» тенĕрен

мана эс «ПУРĂН!» тенĕрен...

 

Тепре! Тепре!

Тата тепре!

Унтан тата, тата тепре!

«Хывсам, хывсам тумна, пикеçĕм...»


Хывсам, хывсам тумна, пикеçĕм,

Пăрах именчĕклĕн кулма.

Çак саманта кĕтсе пĕр вĕçĕм,

Чунна çунтарнă эс нумай.

 

Эп сан умна чĕркуçленетĕп,

Ас-тăнăма йăлт çухатса.

Чĕтрет ӳт-пĕвĕм. Вĕçертетĕп

Тӳммӳсене хыпаланса.

 

Ак кăкăру тинех шуралчĕ,

Айваннăн, шуххăн, ĕнтрĕкре.

Сив урайне ӳксе çухалчĕ

Çӳхе кĕпӳ — кĕрен тĕтре.

 

...Сĕтел çинчи çурта та сӳнчĕ.

Сехет пăрахрĕ сас пама.

Пĕр вăрттăн ĕмĕт кĕçĕр тулчĕ.

Çĕн Чун пуçларĕ пурăнма.

Ан вĕлер, ан суй, ан сут


Пирĕн пурнăç — кĕтрет,

Пурăимастпăр икĕ хут.

Аслă Туйам систерет:

«Ан вĕлер, ан суй, ан сут».

 

Тем тесен те çын — çынах,

Уншăн ним те пулмĕ ют.

Манас марччĕ çав-çавах:

«Ан вĕлер, ан суй, ан сут!»

 

Выльăхсен те пур саккун,

Çын ан пултăрччĕ ансух.

Асра тыттăр кашни кун:

«Ан вĕлер, ан суй, ан сут!»

 

Çак сăмахсене мансан,

Пире кĕтĕ хаяр суд.

Çавăнпа та нихăçан

Ан вĕлер, ан суй, ан сут!

Урхамахсем тăраç тапăртатса…


Пурăннă тет пĕр çамрăк арçын. Вăл нумай лаша усранă. Кашни кунах вĕсем хуçанна савăнтарса лаша витинче тăпăртатса тăнă, улăхра та уçăлса çӳренĕ, техĕмлĕ апат çинĕ.

Куç ытарми утсем хушшинче пĕр шурă лаша пулнă. Ăна ут пăхакан пуринчен ытларах юратнă, ыттисенчен уйрăммăн тăрантарса усранă. Ытти утсем куншăн хуçа çине çилĕ тытман, вĕсем те ăна тĕрĕс-тĕкел хăйсен ĕçĕпе савăнтарнă, лашасен ăмăртăвне тăрăшса хатĕрленнĕ. Хуçа лайăх пăхнипе шурă лаша кахаллансах кайнă, апат çинĕ хыççан тӳрех ыйха выртнă.

Пĕррехинче ытти лашасем çакна чăтса тăрайман, пĕр-пĕрин хушшинче калаçу пуçарнă:

— Эх, пирĕн хуçа мĕн тери тăрăшать çак лашашăн, ăна усă паракан тăвас тет, лешĕ вара ниме те хăлхана чикмест, уншăн пурнăç пурпĕрех, йывăрлăхсăр телее тупаяс çук çав. Тăрăшмалла, кирек мĕн пулсан та. Эх, урхамах, урхамах, тăпăртатса та тăма пĕлмелле çав, ыйхăра çеç вĕçсен пурнăç та ăнмĕ.

Çавăн пек вара лашасем каçа ассăн сывласа, лашана ăса кĕме тустарса ирттерчĕç. Иртет тек кун, иртет тек каç, иртет пурнăç, анчах лаша пурăнать çаплах хăйĕн йăнăш пурнăçĕпе. Авă ир те çитрĕ. Ут хуçи лаша витине кĕнĕ-кĕменех шурă урхамах патне килсе çитрĕ, ăна лăпкарĕ, ачашларĕ, апатне те чылаях çитерчĕ. Ытти урхамахсем шеллĕн пахса тăчĕç хуçа çине. «Пуласчĕ кăт шухăшлăрах!» — тенĕ пек куçĕсемпе мăчлаттарса илчĕç.

Малалла

Юхан вут


Юхан шывăн ялан юхас шут —

Ту енчен айлăма юхмалла.

Тепĕр май тайнăнать юхан вут,

Юхăма хирĕçле — тăвалла.

 

Вăхăт шыв пек юхать — таврăнмасть,

Юхнă май Кунпа Çĕр ылмашать.

Юхан вуттăм çеç канăç памасть —

Кăвар сарчĕ те чĕнчĕ ташша.

 

Юхан вăхăт пĕлмест канăçă.

Ăнтăлусăр ĕç-пуç манăçать.

Юхан вут юхтăр-и тăвалла —

Чун çутин чи çӳлте пулмалла.

Чĕрĕп


Шăрăхран халь хăтăлма

Пулăшĕ çутă çырма.

Чĕрĕп çитрĕ те унта,

Шыва чăмрĕ: чăмпăлтах!

Чипер чăхă кăтăклать:

«Пу-лă-шăр, чĕ-рĕп пу-тать!»

Çук, путмарĕ. Кур-ха, кур:

Тăрăшсах ишет. Маттур!

Таврана хумсем сирет.

Пулă, курса, тĕлĕнет.

Ача сачĕ, тен, пулать кушаксен?..


Шăллăмпа тăрсан ятне

Ирсерен

Çул выртать ача садне

Кунсерен.

Аттепе анне ĕçрен

Киличчен

Пĕр кушак çеç çенĕхре

Тăр-пĕччен.

Ун тӳсес пулать, кала,

Хăçанччен?

Ача сачĕ, тен, пулать

Кушаксен?

Перекетлĕ Улькка


Чей ĕçет те Тенис

Сахăрпа,

Йăмăкĕ ун тирĕс

Асăрхать.

Улькка перекетлĕ

Виççĕрех:

«Сахăрне илеççĕ

Пĕ-чĕк-рех.»

Пысăк тейĕн, тăпăл

Амăш пек,

Пӳрнипе юнать вăл

Пиччĕшне.

■ Страницăсем: 1... 405 406 407 408 409 410 411 412 413 ... 796