«Чечек евĕр çулсене...»
Малалла-ха пурнăç, малалла...
П.Хусанкай
Чечек евĕр çулсене
Вăхăт вăтăрать.
Килчĕ тепĕр çуркунне —
Çитрĕм вăтăра.
Те нумай ку, те сахал. —
Тем каламалла...
Тамалман-ха вăй-хавал,
Пурнăç — малалла.
Çав-çавах асран-тĕсрен
Шухăшлатăн та:
Хĕрхенетĕн чĕререн
Иртнĕ вăхăта.
Кайрĕ пуль ĕмĕрлĕхе
Шух ачалăх ман.
Сулăнатăп хĕрĕхе
Çамрăклăхăмран.
Пурпĕрех-çке, тусăмсем,
Килес кунăм шеп.
Çитĕнеççĕ ачамсем —
Ашшĕ пултăм эп.
Умăмра халь анлă çул —
Çитĕпĕр алла...
Кулянма сăлтаве çук,
Пурнăç — малалла.
Алексей (2010-10-24 21:24:07):
Сăввăрсене, куçарăвăрсене вуласа килентĕм.Чуна çывăх.Ăнланмалла. Çыпăçуллă. Тавах. Ăнăçусем.
Галина (2022-04-01 15:00:58):
Паян поэтăн çуралнă кунне паллă тумалли кун. Алексейпа килĕшетĕп. Шел, поэтăн кунçулĕ кĕске пулчĕ. Пурăннă пулсан татах мĕн чухлĕ вăйлă сăвăсемпе савăнтарнă пулĕччĕ вăл чăваш халăхне.