Малалла-ха пурнăç, малалла...
П.Хусанкай
Чечек евĕр çулсене
Вăхăт вăтăрать.
Килчĕ тепĕр çуркунне —
Çитрĕм вăтăра.
Те нумай ку, те сахал. —
Тем каламалла...
Тамалман-ха вăй-хавал,
Пурнăç — малалла.
Çав-çавах асран-тĕсрен
Шухăшлатăн та:
Хĕрхенетĕн чĕререн
Иртнĕ вăхăта.
Кайрĕ пуль ĕмĕрлĕхе
Шух ачалăх ман.
Сулăнатăп хĕрĕхе
Çамрăклăхăмран.
Пурпĕрех-çке, тусăмсем,
Килес кунăм шеп.
Çитĕнеççĕ ачамсем —
Ашшĕ пултăм эп.
Умăмра халь анлă çул —
Çитĕпĕр алла...
Кулянма сăлтаве çук,
Пурнăç — малалла.