Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче культура учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫин Валерий Яковлевӑн 85 ҫулхине халалланӑ юбилей каҫӗ иртрӗ.
Валерий Яковлев чӑваш ӳнерӗшӗн, культуришӗн, йӑли-йӗркишӗн чунне парса ӗҫлени пирки сцена ҫине тухнӑ тӗрлӗ хӑна, ҫав шутра тӳре-шара та, палӑртса хӑварчӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Акасаков, сӑмахран, сумлӑ режиссёрпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче паллашнине, самана пӑтраннӑ, ҫӗршыв арканнӑ вӑхӑтра Валерий Николаевич ӳнершӗн чунне ыраттарса калаҫнине аса илчӗ. Юбиляра саламлама Тутарстанри тата Мари Элти ӗҫтешӗсем килнӗ, Савватий митрополит та пулчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать.
Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссерне Валерий Яковлева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ала пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Валерий Яковлев нумаях пулмасть 85 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑранпах ӗҫлет.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 63 ҫул тӑрӑшнӑ Нина Григорьева ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑ Нина Ильинична ачаранпах театра юратнӑ. Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе килсен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тимлеме тытӑннӑ та тӳрех халӑх юратакан артист пулса тӑнӑ.
Пулас мӑшӑрӗпе, тӑван район каччипе, хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех Николай Даниловичпа, театр институтӗнче паллашнӑ. Унта вӗсене Ромеопа Джульеттӑна выляттарнӑ. Ҫавӑн пек туслашса кайнӑ та чипер хӗрпе хитре каччӑ.
Иртнӗ эрнере Нина Ильинична театртан пӑрахма заявлени ҫырса панӑ. Николай Данилович вара ӗҫӗнчен (вӑл пулас актёрсене сцена ӑсталӑхне вӗрентсе пурӑннӑ) ҫур ҫул каярах кайнӑ.
Чӑваш халӑх художникне Анатолий Данилова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
«Анатолий Васильевич хамӑр ҫӗршывра, чикӗ леш енче хӑйне ятӑн 57 курав йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче унӑн черетлӗ куравӗ Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл «Манӑн ӳнер тӗнчи» ятлӑ. Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ», — хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тутаркасси ялӗнчи шкулта ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку ята вӑл педагогикӑра тата воспитани ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Альбина Валентиновна Тутаркассинчи шкулта ачасне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ вӗрентекен.
Альбина Ишован вӗренекенӗсем яланах тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтереҫҫӗ. Хастар учитель хӑй вӑхӑтӗнче шкулта класс-музей уҫнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе палалшма пулать, ҫавӑнтах уроксем иртеҫҫӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине, ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртессине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Шуршӑл ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаева (1929-2004) асра тытса Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пост вырнаҫтарнӑ май пӗр саманта аса илнӗ.
«Ӑна асра тытатӑп... «Чӑвашла калаҫ!..» Ҫакӑн пек вырӑна ларста илнӗччӗ вӑл Иван Яковлев патриархӑн юбилейне халалласа Чӑваш Ен Правительствинче ирттернӗ мероприятире пӗр пуҫлӑха», — тесе палӑртса хӑварнӑ журналист.
Чӑваш Ен Элтеперӗ черетлӗ йыша пысӑк шайри наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав шутра медальпе ордена тивӗҫнисем те пур.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена «Ядринмолоко» обществӑн президенчӗ (должноҫӗ ҫапларах иккен) Николай Малов агропромышленноҫа аталантарнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастарлӑхшӑн тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те предприяти ертӳҫине чыслас тенӗ. Ку медале «Трактор завочӗсем» концернӑн генеральнӑй директорне Андрей Водопьянова промышленноҫа аталантарнӑшӑн пама йышӑннӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн коллективне Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе тав тунӑ. Коллектив ҫав чыса «сывлӑх сыхлав ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн» тивӗҫнӗ.
Центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хаклав — медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине тата медицина практикине инновацилле технологисем кӗртессипе туса ирттерекен ырми-канми ӗҫӗн кӑтартӑвӗ. Пысӑк шайра тав туни малашне те талпӑнса ӗҫлеме хавхалантарать.
Чӑваш Енри икӗ ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев паттӑрлӑхшӑн чысланӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе ҫар чаҫӗн — 29682 уй почтин комендант батальонӗн 2-мӗш комендант ротин санитари инструкторне Михаил Иванова наградӑланӑ.
Чӑваш Республикин Хисеп грамотине 26388 ҫар чаҫӗн снайперӗ Евгений Михайловский тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |