
Чӑваш Енри паллӑ сцена ӑстисенчен пӗрне, Виталий Сергеева, «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Унӑн пултарулӑхне тахҫанах хаклакансем ку хыпара: «Тинех», — тесех йышӑнчӗҫ пулӗ.
2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа чысланӑ.
Вӑл хырӑм тытса култарать. Анчах айванла шӳтлесе мар, йӗплесе те юптарма ӑста.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленипе пӗрлех Чӑваш наци радиовӗнче тӑрӑшать.
Виталий Иванович Канаш районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филолоргийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ, унтах «Театр ӗҫӗ» специализацие алла илнӗ. 2000 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ: Чӑваш наци радиовӗнче тимлет, унта «Кулӑш лаҫҫи» кӑларӑм ертсе пырать.

Николай Селиванова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 84 ҫулти хисеплӗ ватта сума сӑвасси ҫинчен калакан Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Николай Васильевич — Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветерансен канашӗн Патӑрьел районӗнчи организаци членӗ.
Николай Селиванов 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен тата Мускаври Профсоюз юхӑмӗн аслӑ шкулӗнчен экономиста вӗренсе тухнӑ.
Ӗҫ биографине «Герой» колхозри кӗтӳҫрен пуҫланӑ, унтан Юхмара транспорт бригадин бригадирӗ пулнӑ. 1982-1983 ҫулсенче «Герой» колхозра профком председателӗнче ӗҫленӗ. Унтан ӑна КПСС райкомӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче инструкторта тӑрӑшма шаннӑ. 1985 ҫултанпа вӑл ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн райкомне ертсе пынӑ. 1996-2000 ҫулсенче Патӑрьел районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте тӑрӑшнӑ. 2005 ҫултанпа Мускаври «ВИА-Строй» строительство организацийӗн гендиректорӗнче тӑрӑшнӑ.

Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Сума сусан, тӑрӑшнине шута хурсан ҫын хавхаланать, унӑн тата тӑрӑшсарах тар тӑкас килет.
Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ. Кун пирки калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хисеплӗ ята тивӗҫнисенчен пӗри — Людмила Статкевич. Людмила Александровна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн культура колледжӗнче преподаватель пулса тӑрӑшать.
Хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Хромченко (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Ирина Викторовна Улатӑртан. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче халӑх ташӑ ансамбльне ертсе пырать.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларнисен аллейи пулӗ-и? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Вӑл Шӑмӑршӑри «Пӗрлӗхре — вӑй» культурӑпа истори центрӗнче пулмалла иккен.
Кун пек аллея пирки 10 ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑ-мӗн. Вырӑнти район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков 2017 ҫулта ун пеккине Тутарстанри Ҫӗпрелте уҫнӑ. Анчах ун пекки Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, мӗншӗн ҫук тесе манран ыйтаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Николай Кондрашкин. Чӗмпӗрте те ун пекки пур-мӗн. Ӑна Иван Яковлев шкул-музейӗ ҫумӗнчи ҫутӗҫ проекчӗ евӗр уҫнӑ иккен.
Халӑх хастарӗсем, ҫав шутра музей ӗҫченӗсем, Казаковсен ҫемйи, А.М. Богатов поэт, Александр Пешне педагог, Николай Кондрашкин, пӗр шухӑшлӑ ытти ҫын панулми йывӑҫҫи лартса хӑварнӑ. Анчах унта чӑвашсене ҫутта кӑларнисен бюсчӗсем ҫук-мӗн.
Шупашкарта Николай Ашмарин бюстне те вырнаҫтарма йышӑннӑ-мӗн, анчах бюста паян кун та вырнаҫтарман, вӑл хула ертӳҫисем ырласса кӗтсе пурӑнать.

Александр Насекин художника патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Раҫҫейри художниксен союзӗн членне Александр Насекина литературӑпа ӳнер енӗпе 2025 ҫулшӑн патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ. Кун пек чыса пултарулӑх ҫынни «Сувары» (чӑв. Суварсем) ярӑмпа ӗҫсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Александр Насекинӑн графика ӗҫӗсен ярӑмӗ иртнипе паянхи куна ҫыхӑнтарать, наци характерне, культурине, халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса парать.
«Сувары» мифологи ярӑмӗ оригиналлӑ 10 листран тӑрать иккен. Вӗсене художник акрил сӑрӑпа ӳкернӗ.
Ӗҫсенче чӑн пурнӑҫпа метафора пӗрлешсе каяҫҫӗ.
Костюм, тӗрӗ, керамика тата литература сӑнарӗсем урлӑ художник культура астӑвӑмӗн пуянлӑхӗ пирки шухӑшлать, наци темине хальхи вӑхӑтри ӳнер урлӑ уҫса парать.

Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин председательне Светлана Аристовӑна «Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ экономисчӗ» ят панӑ.
Светлана Аристова 1969-мӗш ҫулхи. 1998 ҫулта вӑл Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2009 ҫулта — Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнчен.
Ӗҫ карьерине 1987 ҫулта Улатӑрти хула канашӗнче финанс пайӗнчен пуҫӑннӑ. 1990 ҫултанпа налук органӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗнче тӑрӑшать.
Унӑн чылай награда пур. Ҫав шутра — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ят та, ведомство медалӗ те.

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Драматургия и театральное искусство» (чӑв. Драматурги тата театр ӳнерӗ) ятпа ҫавра ҫӗтел иртӗ. Ӑна Арсений Тарасов ҫыравҫӑ-драматург, журналист 70 ҫул тултарнӑ май йӗркелӗҫ.
Арсений Тарасов — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унӑн хайлавӗсемпе Чӑваш академи драма театрӗнче спектакльсем лартаҫҫӗ.
«Ҫырма пурнӑҫ хӑех хавхалантарать», — тет иккен калем ӑсти. Чӑваш академи драма театрӗнче кӑтартакан «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти сюжет та, сӑмахран, пурнӑҫран тата тӗрӗсрех каласан, ҫыравҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗнчен, илнӗскерех-мӗн.
Арсений Тарасовӑн юбилейне халалланӑ ҫавра сӗтел вулавӑшри концеренц-залра 14 сехетре пуҫланӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ драматург, журналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Арсений Тарасов 70 ҫул тултарать. Ҫавна май ӑна «Хыпар» хаҫат тӗпелне йыхравланӑ.
«Унӑн пултарулӑхӗ наци искусствинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Арсений Алексеевичӑн чӑваш драматургине аталантарассишӗн тӳпе хывнӑ ӗҫӗн хакӗ виҫесӗр. Чуна уҫса калаҫнӑ статьяпа хаҫатӑн ҫитес номерӗнче паллаштарӑпӑр», — пӗлтернӗ МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта.
Патӑрьел чӑвашӗ 1978 ҫултанпа Чӑваш радиора тата телевиденире ӗҫленӗ. 1987–1989 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. 2010-2015 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» литература журналӗн шеф-редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Надежда Кузьминана «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Надежда Кузьмина 1973 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тукач ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл пукане театрӗн факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Алла диплом илсен Элӗк хӗрӗ Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ.

Шупашкар районӗнчи Морозовсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медаль пама йышӑннӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнисене тата ачиасене тивӗҫлипе воспитани панисене чыслаҫҫӗ.
Морозовсем Шупашкар районӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен (хушура хӑш ялтан пулнине тата вӗсем миҫе ача ӳстернине кӑтартман).
Орден медальне 4 тата ытларах ача ӳстерекенсене панине шута илсен Ольга Петровна тата Николай Павлович Морозовсен ҫавӑнтан кая мар ывӑл-хӗр пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Кун пек чыслава тивӗҫекенсене 200 пин тенкӗ укҫа парса та савӑнтараҫҫӗ.
