Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсене: Людмила Нянинӑпа Владимир Милютина — халалланӑ конкурсӑн гала-концерчӗ иртнӗ.
Хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» II фестиваль-конкурсне Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие асӑннӑ институтсӑр пуҫне Куславккасен ентешлӗх йӗркеленӗ.
Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 7 регионӗнчи 48 пултарулӑх коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула, Курск, Орлов облаҫӗсенчен.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбома хӑтлӗҫ.
СССР халӑх артисткин, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннин, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауеачӗ, «Ылтӑн маска» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн лауреачӗ Вера Кузьмина (16.11.1923 – 22.10.2021) ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ.
Пултаруллӑ артистка Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Вера Кузьминана темиҫе хутчен орденпа чысланӑ. Ҫав шутра – «Халӑхсен туслӑхӗ», «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсем, Хисеп орденӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта «Мать» фильм хӑтлавӗ иртӗ. Вӑл — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫинчен.
Асӑннӑ документлӑ фильма пултаруллӑ тележурналист, сценарист, режиссёр Марина Карягина ӳкернӗ.
Вера Кузьмина ҫинчен хатӗрленӗ пӗрремӗш фильма Марина Карягина 16 ҫул тӗрлӗ ял-хулара, чикӗ леш енчи театр фестивалӗнче те ӳкернӗ, видеоматериала пӗчӗккӗн пуҫтарса пынӑ. Унтанпа, картина пӗрремӗш хут эфира тухнӑранпа, 2 ҫул иртнӗ. Вера Кузминична ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле фильм ӳкерме хальхинче те Марина Карягинӑнах шаннӑ.
Фильм хӑтлавӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланӗ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунах, 11 сехетре, Вера Кузьминан вил тӑприйӗ ҫине палӑк вырнаҫтарӗҫ. Вера Кузьминана мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкай Чӑваш халӑх поэчӗпе, юнашар пытарнӑ.
Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра тата Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Аринина Владимир Путин Президент медаль парса чысланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ 30 ҫынна Раҫҫейӗн культура министрӗ Ольга Любимова чысланӑ. Ҫавсен йышӗнче – литераторсем, режиссерсем, пултарулӑх коллективӗсен илемлӗх ертӳҫисем, артистсем, преподавательсемпе ытти паллӑ ҫын. Сумлӑ ҫынсене Мускаври Пысӑк театрта чысланӑ.
Анатолий Аринин – поэт, писатель, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ «Культурӑпа ӳнерти ӗҫсемшӗн» медальпе чыслама йышӑннӑ.
Анатолий Аринин маларах «Владимир Маяковский 125 ҫул», «Антон Чехов 160 ҫул», «Георгиевски лента 250 ҫул», «Анна Ахматова 130 ҫул», «Сергей Есенин 125 ҫул», «Афанасий Фет. 200 ҫул» медальсене тивӗҫнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчеЧӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Атнер Хусанкай учёнӑйӑн 75 ҫулхи юбилейне халалласа «Язык, филология и феномены чувашской культуры» (чӑв. Чӗлхе, филологи тата чӑваш культурин палӑрӑмӗсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Унта пухӑннисем Атнер Хусанкай ҫинчен нумай ыррине каласа кӑтартнӑ. Вӑл наукӑпа кутурӑн чылай сферинче ят-сумлӑ та хисеплӗ. Вӑл —тӗрлӗ енлӗ тӗпчевсен авторӗ.
Ҫавра сӗтелте Виталий Родионов, Галина Семёнова профессорсем, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова тата Эдуард Лебедев, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев тата ытисем хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Ҫулталӑк кӗнеки» конкурсра II степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. «Вулакан тӗнче» наци кӗнекин регионсем хушшинчи фестивальте издательство «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» кӗнекепе (автор-составителӗсем – Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов) палӑрнӑ.
Конкурса 60 издательствӑн 159 кӑларӑмӗ хутшӑннӑ.
Иван Яковлевич чӑваш культурине хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленипе ҫеҫ мар, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл пултаруллӑ педагог, писатель, куҫаруҫӑ, кӗнеке кӑларакан, фольклорист пулнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Марина Яковлева драма артистне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Марина Яковлева Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тӗмер ялӗнче 1980 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Артисткӑна 2013 ҫулта Чӑваш Енӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Чӑваш юрӑҫине Вячеслав Христофорова орден медалӗ панӑ. «Янра, юрӑ» ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫине, солист-вокалиста «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Вячеслав Христофоров кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Культурӑпа ҫутӗҫ училищинче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн солисчӗ пулнӑ, Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче преподавательте тӑрӑшнӑ.
Ӑна 1998 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ят панӑ, 2011 ҫулта — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята, 2005 ҫулта — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ ята.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Гурий Ивановчи Комиссаров – этнограф, историк, писатель» ҫав сӗтел иртнӗ. Ӑна учёнӑй ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Аса илтерер, Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Атнер Хусанкай учёнӑйӑн 75 ҫулхи юбилейне халалласа «Язык, филология и феномены чувашской культуры» (чӑв. Чӗлхе, филологи тата чӑваш культурин палӑрӑмӗсем) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ.
Унта Виталий Родионов, Галина Семёнова профессорсем, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова тата Эдуард Лебедев, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев туха калаҫӗҫ.
Атнер Хусанкай 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |