Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ят пама тытӑнӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫакӑн ҫинчен калакан ятарлӑ Указа алӑ пуснӑ. Документ паянтан, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ку ята вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантаракан, вырӑнти ыйтусене татса паракан пысӑк профессионалсене пама шантараҫҫӗ.
«Раҫҫей Федерацийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫес тесен ҫав енӗпе 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле.