Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Атнер Хусанкай учёнӑйӑн 75 ҫулхи юбилейне халалласа «Язык, филология и феномены чувашской культуры» (чӑв. Чӗлхе, филологи тата чӑваш культурин палӑрӑмӗсем) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ.
Унта Виталий Родионов, Галина Семёнова профессорсем, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова тата Эдуард Лебедев, искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев туха калаҫӗҫ.
Атнер Хусанкай 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, артиста тата журналиста тава тивӗҫлӗ ятсем парасси ҫинчен калакан хушусем тухнӑ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Вырӑс драма театрӗн артистне Вера Боровковӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче корреспондентра ӗҫлекен Эльвира Хмелёвӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Чӑваш Енри пилӗк тухтӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫав йышра: Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи участок пульницин пӗтӗмӗшле практика врачӗ Альберт Андреев, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Вадим Григорьев, Комсомольски районӗнчи тӗп пульницӑн хирургӗ Валерий Козлов, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн анестизиологипе реанимаци уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Кузнецова, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн акушер-гинекологӗ Елена Чернова.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующине Галина Кольцовӑна «Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Пирӗн сумлӑ ентешӗмӗр, СССР лётчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитӗ.
Унӑн ятне-сумне халӑхра сарас тӗллевпе 2024 ҫулта пирӗн республикӑра уяв мероприятийӗсем иртӗҫ.
Ҫавӑн пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин коллегийӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата полиграфи отраслӗнче тӑрӑшакансене чысланинчен пуҫланнӑ.
Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторне Лилия Петровӑна чысланӑ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн дизайнерне Марина Ивановӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
«Канаш» райхаҫат корреспонденчӗ Василий Лапин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулса тӑнӑ. «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗн переплётчикне Геннадий Захарова «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин Хисеп грамотисене маларах асӑннӑ издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗн редакторне Елена Атамановӑна тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентне Ирина Ивановӑна панӑ. Тата темиҫе ҫынна ведомствӑн министрӗн Тав хучӗпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ Аркадий Ӗҫхӗлӗн 50 ытла докуменчӗпе (сӑнӳкерчӗкӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑввисемпе поэмисен, пьесисемпе калавӗсен, ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсемпе) пуянланнӑ.
Патшалӑх архивне вӗсене ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, СССР Писательсен союзӗн членӗн мӑнукӗн ывӑлӗ Максим Михайлов илсе пырса панӑ.
Аркадий Ӗҫхӗл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑскер колхоз председателӗнче, ВЛКСМ райкомӗн пропаганда пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1934-1940 ҫулсенче «Канаш» хаҫатра тӑрӑшнӑ. 1940 ҫулта ӑна Писательсен республикӑри союзӗн председательне суйланӑ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Илемлӗ литература» альманахра (хальхи «Тӑван Атӑл» журнал), Чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫран вӑл 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.
Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультечӗ театр пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалласа пӗрмаях ҫавра сӗтелсем йӗркелет. Кун пирки асӑннӑ учрежденире пӗлтереҫҫӗ.
Хальхине, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнине, чӑвашсен профессилле театрне йӗркелесе янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте паллӑ драматургӑн, тӑлмачӑн, актёрӑн, режиссёрӑн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, СССР Писательсен союзӗн пайташӗн сумлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхне тарӑннӑн тишкернӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артистне Наталья Мингазовӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 122-мӗш Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталья Мингазова – патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн опытлӑ артисчӗ. Вӑл ташӑ ушкӑнӗн мӗнпур репертуарне пӗлет. Чылай ташӑпа сюитӑра ӑна соло партисене шанса параҫҫӗ.
Чӑваш Енри паллӑ музыковед, искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев Дмитрий Шостакович ячӗллӗ пултарулӑх премине тивӗҫнӗ. Премие Раҫҫейри композиторсен союзӗ панӑ.
Асӑннӑ премие тивӗҫнисен йышӗнче Валерий Гергиев дирижёр, Эдуард Артемьев композитор, Денис Мацуев пианист, Анне-Софи Муттер скрипка ӑсти, Ольга Бородина юрӑҫ.
Михаил Кондратьев — чӑваш халӑх музыка ӳнерӗн теорин наука шкулне йӗркелекенӗ. Вӑл 500 ытла публикаципе 16 монографи авторӗ.
Михаил Кондратьев ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ. 1973 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлет. Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Хусанти консерваторире вӗреннӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |