Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Янӑшри шкула Игнатьев ятне панӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.01.2024 05:51 | 2220 хут пӑхнӑ
Персона
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янӑшри вӑтам шкул Михаил Игнатьев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие ӗнер, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, ирттернӗ. Кун пирки Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов «Контактра» пӗлтернӗ.

Мероприятие кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ирттерни ытахальтен мар. 2010-2020 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Васильевич ҫав кун ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 62 ҫул тултармаллаччӗ.

Ентешне сума суса Янӑшри шкулта арҫынсен командисен хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

#ят-сум, #шкулсем, #Элтепер, #Шупашкар район, #Янӑш

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall302903814_906
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2186.78.7042
2024.01.09 10:25
Agabazar
Пульницăн тенине епле вуламалла? Пусăма тĕрĕс лартнă-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем