Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Кӑҫал санавиаци вертолечӗн ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫме пуҫламалла пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗнче тин пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ.

Кӑҫал респулика санавиаци вертолечӗ валли 36 пин тенке яхӑн илнӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа пӗтсен, ҫурла уйӑхӗнче, вӗҫме пӑрахнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкарта Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрне вырнаҫтарнӑ. Вӑл 4,5 метр ҫӳллӗш.

Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем ун умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.

Палӑртмалла: кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче "Вилӗмсӗр полк" акци иртмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.mk.ru
 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ачисемшӗн куҫарса паман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.

Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма суд тунӑ, ӑна колони-поселение 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Электросамокатсем каллех Шупашкар урамӗсене тухса ларнӑ. Унпа ҫӳрекен ҫын нумай.

Ӗнер 22 сехет те 5 минутра Миттов бульварӗнчи 20-мӗш ҫурт картишӗнче 42 ҫулти водитель электросамокатпа пыракан 36-ри арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗмӗшӗ аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа электросамокатсемпе ҫыхӑннӑ 6 авари пулнӑ. Вӗсенче 3 ҫын аманнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫурунне ир килчӗ. Йывӑҫ-тӗм те ав симӗсленме ӗлкӗрнӗ. Урамра вара – ака уйӑхӗ кӑна-ха.

Паян та ҫанталӑк ӑшӑ. Ыран та ҫаплах пулӗ, ҫил кӑна вӑйланӗ. Вырсарникун 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫумӗ, каҫ енне пӗлӗтсем капланма пуҫлӗҫ. Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑшӑ пулӗ. Ҫапла ӑшӑ вӗҫленӗ темелле: аслати авӑтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малалла «ҫӗмӗрт сивви» килӗ. Хӑрамалла мар – юр ҫумӗ. Шӑрӑх хыҫҫӑн палӑрмаллах сивӗ пек туйӑнӗ кӑна.

Ҫитес эрнере кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус. Юнкун кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫукалӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи канмалли кунсене ӑшӑ таврӑнӗ.

 

Культура
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Юбилейлӑ "Смолин вулавӗсем" Куславкка районӗнче иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш йӗркеленӗ.

Палӑртмалла: Анатолий Смолин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Поэзие вӑл чунпа парӑннӑ. Унӑн куҫару ӗҫӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ.

Куславккари культура ҫуртне пухӑннӑ конкурҫӑсем, поэзие юратакансем, темиҫе номинацире ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.«»

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян 19 сехет те 14 минутра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти хӗр 13-мӗш хутран ӳкнӗ.

Вырӑна оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тишкернине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86673
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енре «О нематериальном этнокультурном достоянии Российской Федерации в Чувашской Республике» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн пурлӑх мар этнокультура пуянлӑхне Чӑваш Республикинче упрасси) саккун проектне ырланӑ.

Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви этнокультура пурлӑхне тупса палӑртас, тӗпчес, усӑ курас, актуализацилес, упраса хӑварас тата халӑхра сарас енӗпе ӗҫлӗ. Наципе культура автономийӗсене пулӑшассишӗн тата этнокультурӑн пурлӑх мар эткерлӗхӗн объекчӗсен регионти пӗрехи реестрне хатӗрлӗ.

 

Хулара
24newnews.ru сайтри сӑн
24newnews.ru сайтри сӑн

Пӗрре ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрача амӑшне вӑратнӑ: вӑл хӑйне япӑх туять-мӗн, хӑстарать. Хӗрарӑм пӳртре газ шӑрши кӗнине туйнӑ. Аялти хутра ҫывӑракан тепӗр 5 ачи те газпа наркӑмӑшланма пултарнине тӳрех шутласа илнӗ.

Чи малтан вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрарӑм тухтӑрсем ҫитиччен пӗтӗм чӳречене уҫнӑ. Анчах 4-14 ҫулсенчи хӗрачасем пурпӗрех газ сывласа ӗлкӗрнӗ. Вӗсен сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Пӗррери хӗрача ыттисенчен сахалрах сиенленнӗ.

Халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче сипленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav_ru/2543
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи космонавтика музейне ҫӗнетсен унта 10 метр диаметрлӑ, 60 вырӑнлӑ планетари пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Тӳре-шара ҫак кунсенче проектпа смета документаци экспертиза витӗр тухасса, унтан федераци инвестици программине кӗрессе кӗтет.

Аса илтерер: Шупашкарти Николаев паркӗнче планетари тӑвасси пирки 2012 ҫултах калаҫнӑ. 2016 ҫулта ун валли 500 млн тенке яхӑн кирлине пӗлтернӗ, 2020 ҫулта 800 ытла млн тенкӗ каяссине каланӑ. Кайран планетари пирки вуҫех калаҫма пӑрахнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 561, 562, 563, 564, 565, 566, 567, 568, 569, 570, [571], 572, 573, 574, 575, 576, 577, 578, 579, 580, 581, ... 3897
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 20

1843
182
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
136
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
130
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
96
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
25
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...