Культура
chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла. Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турай» приключениллӗ роман пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана автор «пирӗнтен пачах урӑхла йӑла-йӗркепе, урӑх тӗнпе пурӑнакан ҫӗршыва илсе каять. Романри лару-тӑру ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи Шупашкарта пуҫланать. Турай, романри тӗп сӑнар, тӗрлӗ кӑлтӑка пула салтака, унтан Афганистанах лекет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
foto.cheb.ru сайтри сӑн 2019 ҫулта Пӑрачкавра автостанци хупӑннӑ. Халӗ ав ҫак кунсенче унта автобуссем те ҫӳреме пӑрахнӑ. Унчченхи перевозчикӑн кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче контракт пӗтнӗ. Унти тавралӑхра вара ку енӗпе ӗҫлеме пултаракан транспорт компанийӗсем, харпӑр усламҫӑсем ҫук. Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/nikamran сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Васильева прозаикӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Ольга Васильеван пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ...» ятпа кун ҫути курнӑ. Хальхи 800 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Прозаик Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫлет. Вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Унӑн ятне Ача-пӑча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшӑннӑ (2021). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
russkie-perepela.ru сайтри сӑн Республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шӑнса вилекенсем пулнӑ. Ара, ҫанталӑкӗ те шартлама сивӗ тӑчӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 11 кунра 8 ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче. Ку таранччен республикӑра 16 ҫын шӑнса кӳтнипе шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫӗрле, 2 сехетре, общежити ҫуннӑ. Ку Семенов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Пӗтӗмпе 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫҫӗшӗ – ачасем. Пушара 25 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм такам чӗртсе янӑран тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» коридорта сарӑлнӑ, 6 хваттер алӑкне сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева асӑнса Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Ҫак кун Михаил Васильевич ҫуралнӑ. Турнира Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева, ывӑлӗ Иван Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов, Николай Николаев тата депутат пулнӑ Сергей Михеев килнӗ. Сӑмах май, волейбол турнирӗ пӗлтӗр те иртнӗ. Анчах Михаил Васильевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче мар, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне турнира мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Елена Николаева пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем! Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял! Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет. 1. Ҫулталӑк ҫынниТата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр? Ку пирӗн йӑла, традици пулмасан та, ӑна тӑвас пулмалла, кӗртмелле тесе, сӗнетӗп. 2. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тивӗҫӗсем?1994-1996 ҫулхи 1-мӗш (Раҫҫей) Чечен вӑрҫи чух Салтак амӑшӗсен комитечӗсем (САК) активлӑ ӗҫленӗ. Хӑйсен ывӑлсене хӳтӗлесе, вӗсене вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе, Массӑллӑ информаци хатӗрсенче (МИХ) нумай палӑртнӑ, шавланӑ, шӑв-шав йӗркелесе тунӑ. Вӑрҫа хирӗҫ Шупашкарта пикетсемпе митингсене те йӗркеленӗ. ЧР САК ушкӑнӗсем темиҫе хут Чечняна, Грозный, Моздок, тата урӑх вырӑнсене те кайса килнӗ. Хам та, журналист пулса икӗ хут Грозный, Моздок хулисене 1996, 1999 ҫулсенче САКпа кайса килтӗм. |
Персона
cap.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан Елена Ефимовна Маркелова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа вӑл РФ Президентӗнчен саламлӑ ҫыру илнӗ. Ӗнер ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ Елена Ефимовна – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама вырӑнти тӳре-шара та ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
елчекен.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫулсеренех Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл хӑйӗн форматне тата чиккине ылмаштарӗ. Программӑна кӗртнӗ мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концерт залӗсенче — иртӗҫ. Районсене те ҫитсе килме палӑртнӑ. Оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑпа «Хуркайӑк ҫулӗ» балет кӑтартӗ. Чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна халалласа асӑну каҫӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Тӑван халӑх сасси», Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Чуна уҫма юрла, тӑван» программӑсемпе паллаштарӗҫ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли — вокалпа симфони музыкипе. Фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |