Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене уявпа саламланӑ.
«Вӗрентекен пур чухне вӗренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.
Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем – пулса тӑраҫҫӗ», — ырланӑ вӑл саламра.