Статистика
Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пӗр ача кӑна ҫуралнӑ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет. Пепке ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кун ҫути курнӑ. Вӑл - арҫын ача, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра ҫуралнӑ. Ача 4 килограма яхӑн тайнӑ, 56 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш ача Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 9 сехет те 34 минутра ҫуралнӑ. Вӑл та арҫын ача. Кӑҫал пӗрремӗш хӗрача 13 сехет те 57 минутра Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 10 сехетре Вӑрнар райойӗнчи Ершепуҫ ялӗнче микровтобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл Шупашкартан Йӗпреҫе каяканскер пулнӑ. Водитель ҫухалса кайман - ҫулӑма сӳнтерме пуҫланӑ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсем те юр сапса ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр. Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр. Тематика улшӑнчӗ те вӑл пире хӑратма пӑрахрӗ. 2022 ҫулталӑк питӗ пӑшӑрхантараканскер пулчӗ. Пирӗн калаҫӑва «ятарлӑ ҫар операцийӗ» (чӑн-чӑн терминне МИХсене асӑнма чарса хучӗҫ), «мобилизаци» сӑмахсем кӗчӗҫ. Унтан та хӑрушраххи — «ядерлӑ хӗҫ-пӑшал» текенни. Иртсе пыракан ҫулталӑкра миҫе МИХ хупӑнмарӗ пуль? Тӗрӗссипе каласан — вӗсене хупрӗҫ темелле пуль. Шухӑшлатӑн та, чӑн тӗллевӗ Раҫҫӗйпе юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхпа хирӗҫесси мар, 2024 ҫулталӑкра иртмелли суйлав валли информаци уйне тасатасси пырать тейӗн. Кунашкал лару-тӑрура «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйне нейтраллӑ тытма тӑрӑшрӗ. |
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехетре Канаш районӗнче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель 34 ҫулта пулнӑ. А-151 автоҫулӑн 29-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫулсем ҫинче Хӗл Мучие тӗл пулма пулать. Вӑл водительсене хӑйӗн патакӗпе чарать те ҫул-йӗр правилисене пӑснипе пӑсманни пирки кӑсӑкланать. Ҫапла, ку Хӗл Мучи – полицейски. Ҫак Хӗл Мучи ҫунапа мар, машинӑпа ҫӳрет. Руль умӗнче те хӑйех. Вӑл водительсене ҫул-йӗр правилисене аса илтерет, хулленрех ҫӳремелли пирки асӑрхаттарать. Машинӑра ача пур тӑк Хӗл Мучи ӑна парне парать. Паллах, куншӑн шӑпӑрлан сӑвӑ каласа савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ. Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
lisa.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан хӗрарӑм нумаях пулмасть 12-мӗш ачине ҫуратнӑ. Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ. Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ. Анчах ҫак ята илес тесен 10-мӗш ачин ҫулталӑк тултармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Журналист блокнотӗнчен Аллӑма ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ блокнот лекрӗ. «1977 ҫул»,— тесе ҫырнӑ малтанхи страницинче. Алфавитлӑ блокнот пулнӑ май, «А» сас палли тӗлӗнче «Айбагар» сӑмаха ҫырнине асӑрхарӑм. Чим-ха, чим, ахальтен ҫырса хуман вӗт эпӗ ӑна, мӗнле те пулин кӑсӑклӑ япала пуль ӗнтӗ. Вара 34 ҫул каяллахи путишле ӗҫе кула-кула аса илтӗм. ...Редакцирен Чӑваш патшалӑх университетӗнчен практикантка килнӗ. Питӗ маттур хӗр, темиҫе лайӑх заметка ҫырса савӑнтарчӗ те ӗнтӗ. — Уй-хир ӗҫӗсем ҫинчен ҫырас килет,— сӑпайлӑн кӑна сасӑ пачӗ студентка ирхинехи планеркӑра. — Хирӗҫлеместӗп, — килӗшрӗ унпа редактор. — Акӑ паян Чаткас енне командировкӑна каймалла. Ҫула май сана Палтиел ... хӑварӗҫ. Редакци машинине нихӑҫан та ахаль хӑваламан, пӗрре ... тухсан 3-4 колхоза ҫитме тӑрӑшнӑ. «Мир», «Искра», «Восход» колхозсен хирӗсем юнашарах та, виҫӗ корреспондент валли те ҫырмалли пур. Ӗҫсене вӗҫлесе каялла киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн практикантка ҫав тери савӑнӑҫлӑ, хирте ӗҫлекенсем ҫинчен очерк е тӗрленчӗк ҫырасси ҫинчен пӗлтерчӗ. |
Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑваш писателӗ, журналисчӗ. тӑлмачӗ Ҫӗпритун Шӑпчӑк (Спиридон Павлович Толмасов) (28.12.1897-25.11.1954) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ. Писатель-юморист 1897 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпелте ҫуралнӑ. Иртеменкассинчи икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ. 1913-1916 ҫулсенче Уравӑшри вулӑс кантурӗнче ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1916 ҫулта ӑна патша ҫарне илнӗ, империалистла вӑрҫа хутшӑннӑ. Граждан вӑрҫинче пулнӑ. Ҫарта фельдшер ӗҫне вӗреннӗ. Унтан таврӑнсан, учительте, вулӑсри ҫутӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма пикеннӗ. Вӑл ҫырнисем час-часах пичетленме пуҫланӑ. Малтанхи сӑвви 1923 ҫулта «Канаш» хаҫатра тухнӑ. 1927 ҫулта хастарлӑ ялкора ҫав хаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Унта литсотрудник, пай пуҫлӑхӗ, яваплӑ секретарь пулнӑ. 1935 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗн редакторӗ пулма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Антонина Мордвинова ӳнерҫӗн «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке содержанине ятӗнченех тавҫӑрма пулать. Чӑваш Енри паллӑ искусствовед кӑларӑма Анатолий Миттов художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ чӑваш художникӗ — чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫ произведенисен авторӗ. Пултарулӑх ӗмӗрӗ кӗске килсе тухнӑ пулин те вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн тарӑн йӗр хӑвармалӑх пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |