Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
t.me.enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ
t.me.enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ёлкӑна чӑваш теттисемпе капӑрлатни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ.

Чӑвашла теттесемпе Шупашкарта та ёлка капӑрлатакансем тупӑннӑ. Ун пеккине хулари «Салют» культура керменӗнче вырнаҫтарнӑ. Хитре ӗлка сӑнӳкерчӗкне Телеграмри «Ентешсем/Земляки» каналта вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/2935?single
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри кашни хулара фермерсен апат-ҫимӗҫне сутма тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑри кашни хуларах пӗчӗк пасарсем уҫасшӑн. Унта пырса фермерсем хӑйсен продукцине сутайӗҫ.

«Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ун пеккине уҫрӑмӑр. Асӑннӑ формӑна ҫӗнетсе пырӑпӑр. Хысна тата уйрӑм ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнипе укҫа хывса ҫак ене аталантарӑпӑр. Ку ӗҫе фермерсем те хутшӑнасшӑн», — тенӗ Олег Николаев.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта хими класӗ уҫасшӑн. Ӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йӗркелесе ярасшӑн.

Кунашкал класра ачасем хими предметне тарӑннӑн вӗренӗҫ. Педагог ятарлӑ квалификациллӗ пулӗ.

Хими класне ачасем конкурс витӗр тухсан кӑна лекме пултарӗҫ. Унта вӗреннӗ ача техникума кӗме, виҫӗ ҫултан квалификациллӗ должноҫ илме пултараҫҫӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 5-6-мӗш классен хими предмечӗпе база пӗлӗвӗ пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри виҫӗ хула Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулана хӑтлӑх кӗртӗҫ.

Пӗтӗмпе 276,8 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Ҫӗнӗ Шупашкарта Тӗкӗрҫ ращине хӑтлӑлатӗҫ. Ҫӗмӗрлере пионер организацийӗ пуҫланса кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ парка илемлетӗҫ. Улатӑрта вара грант укҫипе хулан истори пӗлтерӗшлӗ пайне хӑтлӑх кӳрӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкар - 106 миллион тенкӗ, Улатӑр - 80,8 миллион тенкӗ, Ҫӗмӗрле 90 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84012
 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫултан республикӑри хуласем хушшинче хутлакан пуйӑссем кунсерен ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах «Канаш – Ҫӗмӗрле – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс пирки пырать.

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 6191, 6192, 6193, 6194 номерлӗ пуйӑссем ҫула кунсерен тухӗҫ.

Пуйӑспа ҫул ҫӳреме юратакансене ку ырӑ хыпар савӑнтаратех пулӗ.

Маршрутпа ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 8 (800) 550-53-93 телефон номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Шӑнкӑравсене вӑл номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ.

 

Политика
"Советская Чувашия" тунӑ сӑн
"Советская Чувашия" тунӑ сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра республикӑра ҫамрӑксен политикине вӑйлатасси пирки каланӑ. Ҫавна май Вӗренӳ министерствинче ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫум пулӗ.

Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетра Элтепер администрацийӗн канашҫи шайӗнчи специалист пулӗ. Элтепер ҫамрӑксен патшалӑх программине вӑйлатма тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫумпрограмма пек ӗҫлет.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Кино фончӗ» пулӑшнипе Ҫӗмӗрле хулинче «Восход» культура ҫуртӗнче кинозал уҫӑлнӑ. Кун валли 9 миллион тенкӗ субсиди уйӑрнӑ. Республика хыснинчен тепӗр 2 миллион тенкӗ панӑ. Ку – кинозал пӳлӗмне хатӗрлеме.

Ҫак укҫапа нумай функциллӗ конференц-заллӑ пӗчӗк кинозала хӑтлӑлатнӑ. Пӗчӗк кинозал пӗр самантра конференц-зал пулса тӑма пултарать. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, унта ӗҫлӗ, вӗренӳ тата культура мероприятийӗсем йӗркелеме май пур.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун республикӑра 10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр тата юр ҫӑвӗ. Вырсарникун вара юр ӳкӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтни, юр ҫуни йӑлана кӗчӗ темелле ӗнтӗ.

Тунтикун каҫхине сивӗтме пуҫлать, термометр 12 градус таран кӑтартӗ. Юнкунччен сивӗ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтма, юр ҫума пуҫлӗ. Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче 0 градус патнелле пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10 градус сивӗ тӑрӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарта ҫаппа-ҫарамас арҫын 6-мӗш хутран тухса ӳксе чӗрӗ юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулнӑ. Курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вӑл подъезд умне купаласа хунӑ юр купи ҫине персе аннӑ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ ӗнтӗ.

Васкавлӑ медпулӑшу килсен арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83973
 

Ҫул-йӗр
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Ӗнер, раштавӑн 22-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ патӗнче рейс автобусӗ кювета чӑмнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.

Кӗчкей ҫывӑхӗнчи ҫул питӗ пӑрлак. Тӳре-шара вара унта тӑвар сапнине ӗнентерет. Анчах ҫынсем ӳкернӗ видеора тӑвар сапнин палли те ҫук, йӑлтах каток пек пӑр.

Республика прокурорӗ хушнипе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫула мӗнле пӑхса тӑнине, тӳре-шара тӑвар пирки тӗрӗс каланипе каламаннине тишкерӗҫ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона шута илӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 575, 576, 577, 578, 579, 580, 581, 582, 583, 584, [585], 586, 587, 588, 589, 590, 591, 592, 593, 594, 595, ... 3807
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне финанс операцийӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ. Мӗнле те пулин ӗҫе укҫа хывас тетӗр пулсан шӑпах ҫакна пурнаҫламалли вӑхӑт. Кил-терӗшри ӗҫсемпе аппаланӑр - халӗ вӗсем ывӑнтармӗҫ. Фитотерапи усӑллӑ пулӗ. Эрне вӗҫӗнче кӗтмен хыпарсем илетӗр.

Кӑрлач, 15

1861
164
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1945
80
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...