Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Явӑш ялӗ. Н. Плотников сӑнӗ
Явӑш ялӗ. Н. Плотников сӑнӗ

Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Явӑшра алӗҫ ӑстисен кружокӗ ӗҫлет. Михаил Захаров пенсионер ертсе пыракан ҫак ушкӑн ахаль ларас вырӑнне тӗрлӗ япала ӑсталать: сӗтел-пукан, хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр.

Кӑҫал ҫулла вӗсем ялти ача-пӑча лапамӗ валли чуччу туса панӑ — ялти шӗверккесем ҫеҫ мар, хуларан килнисем те халь унnа ярӑнса киленеҫҫӗ. Чӑн та, пахалӑхӗ япала пысӑкӑшӗнче мар, вӑл кӳрекен савӑнӑҫра.

 

АВН
30

Инкеке лекнисене пулӑшу
 jakut8 | 30.09.2011 16:02 |

Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ аварине лекнӗ ҫемьесене укҫа парса пулӑшӗҫ. Министрсен кабинечӗ резерв фондӗнчен 45 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Асаилтеретӗп, М-7 Мускав–Ӗпхӳ ҫул ҫинче Фольсксваген микроавтобуспа пысӑк тиевлӗ машина пырса ҫапӑннине пула 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене пытарас ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ҫӗрпӳ район администрацийӗ те пулӑшнӑ. Тавӑшкасси ялӗнчи Муткин ҫемйине муниципаллӑ бюджетран укҫа уйӑрса панӑ — инкекре вӗсем 5 ҫын ҫухатнӑ.

 

Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ районти юсанӑ ҫулсен калӑпӑшӗ ӳсни пирки пӗлтерет.

Ӗнер, ак, ятарлӑ комисси НикольскиЕтӗрнеКалининМӑн Ямаш ҫулне еплерех юсанине тӗрӗслесе тухрӗ. Ку ӗҫе «КапиталСтрой» ТМЯО тунӑ.

Ҫул кӑлтӑкӗсене чиперех юсаса тухнӑран комисси юсав ӗҫӗсене йышӑнма шутларӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пӗтӗмпе ҫур ҫухрӑма яхӑн ҫула пӑхса тухрӗҫ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх халь ун тӑрӑх машинсем чӑн та пӗр чӑрмавсӑр чупса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ку чӑн е суя пулнине, паллах, вӑл ҫулпа усӑ куракан водительсенчен ыйтмалла — вӗсен шухӑшӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха.

 

Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чи ӑшӑ кӑмӑлтан саламланине йышӑнсамӑр!

Халӑхӑн йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫисем, пурнӑҫри паха опытпа ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ пулнӑ май, эсир республикӑн ылтӑн фончӗ шутланатӑр. Истори тапхӑрӗсене вӗҫе-вӗҫӗн татӑлми ҫыхӑнтарса хӑвӑрӑн аслӑ та тарӑн пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва паратӑр, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан юратма тата чи пӗлтерӗшли — ҫамрӑксене ӗненме вӗрентетӗр, ӑна ҫемьере сыхласа упратӑр, ҫирӗп ӗненӳ вара ҫынна мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнме тата тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать.

Паянхи Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунӑ тата килес ӑрусемшӗн шанчӑклӑн сыхласа хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсемпе архитектура палӑкӗсем, автомобиль тата чукун ҫулсем, пурӑнмалли микрорайонсем. Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе тӗрекленнӗ, республикӑра пӗрремӗш трактор туса кӑларнӑ, йӗркеллӗ пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ.

Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр.

Малалла...

 

Валентина Эльби, Лидия Сарине, Лидия Филиппова. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Валентина Эльби, Лидия Сарине, Лидия Филиппова. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

«Виҫӗ ӑру — виҫӗ пурнӑҫ» ятпа паян, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӗн центрӗнче тӗлпулу иртрӗ.

Ӑрусен ҫыхӑнӑвне кӑтартса пама тӗлпулӑва виҫӗ ҫыравҫа чӗннӗччӗ: Валентина Элпине (1913 ҫ.ҫ.), Лидия Саринене (1950 ҫ.ҫ.) тата Лидия Филипповӑна (1967 ҫ.ҫ.). Мероприятие вулавӑшре ӗҫлекен Алина Аркадьевна Сосаева ертсе пычӗ.

Вулакансемпе ҫыравҫӑсем хушшинчи тӗлпулу интереслӗ пулчӗ — кашни хӑйне валли ҫӗнни тупма пултарчӗ. Мероприятие те йӗркелекенсем тӑрӑшса хатӗрленӗ: кунта ятарлӑ курав та, кашни ҫыравҫӑ пирки уйрӑммӑн каласа пани те, ятарласа чӗннӗ ӑсчахсен шухӑшӗсем те пулчӗҫ. Ачасем сӑвӑсем вуласа пани вара пурне те кӑмӑла кайрӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем (20)

 

Авӑнӑн 16-17-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Малӑкла районӗ «Малыклынский каравай» ятпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑх культурисен иккӗмӗш фестивальне ирттерчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Ҫӗнӗ Малӑкла район администрацийӗ тата Чӗмпӗрти Халӑх культура ценрӗ.

Уява Тутар, Чӑваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Чӗмпӗр, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сӑр районӗсенчен пурӗ 20 юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ (250 ытла артист) килсе ҫитнӗ. Уявӑн тӗп шӑнӑрӗ — чӑвашсем. Хӑнасене кӗтсе илме ҫӗнӗмалӑкласем тӑватӑ хутлӑ пысӑк, кӑпӑшка ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Ӑна чи сӑваплӑ вырӑна — сцена умне вырнаҫтарнӑ. Икӗ енӗпе тырӑ кӗлтисем лартса тухнӑ. Унсӑр пуҫне килнӗ хӑнасене парне пама 100 ытла ҫаврака, илемлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрленӗ.

Пӗлме: Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи халӑх йышӗнче чӑвашсем 4-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ — 17%. Ытти халахсен йышӗ: тутарсем 31%, мӑкшӑсем 28%, вырӑссем 21%, ытти халӑх (чикансем, эрменсем, азерсем) — 5%.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/138.html
 

Чӗмпӗрте «Декоративно-прикладное искусство народов Симбирского Поволжья» (Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӗмпӗр халӑхӗсен илем ӳнерӗ) этнографи музейӗ уҫӑлнӑ.

Ҫӗнӗ музей экспозицийӗнче хальлӗхе 120 экспонат. Вӗсем хушшинче тутар патшин арӑмӗн Сююмпикен кӗпин копийӗ, чӑваш, тутар, мӑкшӑ халӑхӗсен кӗписем, чӑвашсен вӗтӗ шӑрҫапа тата укҫасемпе илемлетнӗ пуҫ хатӗрӗсем — хушпупа тухья, кӗнчеле, Атӑлҫи халӑхӗсен савӑт-сапи, тӑм савӑт тата чӑваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ!

Музея курма пыракансем наци литературин куравӗпе паллашма тата сыхлавҫӑ пукане (оберег) маҫтӑрлама вӗренме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/137.html
 

АВН
29

Радио кунӗ
 jakut8 | 29.09.2011 16:52 |

Чӑваш радиовӗшӗн кӑҫалхи ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ — пӗрремӗш передача эфира тухнӑранпа 85 ҫул ҫитет. Унта ӗҫлекенсем районсене ҫитсе радио итлекенсемпе куҫа куҫӑн тӗл пулассине йӑлана кӗртрӗҫ.

Чӑваш телерадиокомпанире ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнӗ хальхинче Ҫӗмӗрле районне ҫитрӗ. Чӑваш радио корреспонденчӗсемпе кӑларӑмсене ертсе пыракансем хӑйсене итлекенӗсемпе Турхан ялӗнче тӗл пулчӗҫ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те уява хутшӑнчӗҫ — хӑйсен юррисемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Тӗлпулура чылай конкурс иртрӗ. Радио ӗҫченӗсем хастаррисене пурне те парнесемпе чысларӗҫ. Турхансем эфира тухакансемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Хӑйсене килӗшекен сасӑсене киленсе итлесе ларчӗҫ.

85-мӗш ҫул Чӑваш радио хумӗсем ҫинче ҫӗнӗ хыпарсемпе тӗрлӗ кӑларӑм тухса тӑраҫҫӗ. «Ӑраскал», «Шӑнкӑрав», «Атӑлпа Урал хушшинче» — чи аслисен йышӗнче. Корреспондентсем республикӑра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ҫутатма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хускатаҫҫӗ.

Ҫакӑн йышши тӗлпулусем ирттерни радио ӗҫченӗсене халӑхпа ҫывӑхланма май парать.

Малалла...

 

Авӑн уйӑхӗнче Интернет педканаш ӗҫленине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫакна канашлӑва кӗрекенсен йышӗ ӳсни аван кӑтартса парать — виҫӗ эрне хушшинче чӑваш вӗрентекенӗсен тетелӗнчи калаҫӑвӗпе куллен 30-60 ҫын интересленнӗ.

Кӑҫалхи ҫул республикӑри тата унӑн тулашӗнчи педагогсем уйрӑмах 5-мӗш Интернет педканашӑн уйрӑмлӑхӗсемпе, интернетри «Чӑваш шкул ТВ» телевиденипе, уроксенче усӑ курмалли тӗрлӗ материалсемпе, ӗҫ программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тӗрлӗрен конкурссемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех педагогсенчен нумайӑшне вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗ, ачасен пуплев тата ҫыру ӑсталӑхӗ чакни шухӑшлаттарать.

Педканашра ҫӗкленӗ ыйтусем тавра пуҫланӑ калаҫу аталансах пырать, вӗрентекенсен каламалли ҫителӗклӗ пулни те сисӗнет. Ҫавна шута илсе педканашӑн официаллӑ ӗҫне юпан 17-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ.

 

Юлия Силэм
Юлия Силэм

Юпан 2-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ Юлия Александровна Силэм ҫуралнӑранпа 60 ҫул тулать. Ҫак юбилея хатӗрленсе Патарьел районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Ӑна литература ӗмӗрлӗхех тыткӑна илнӗ» ятлӑ кӗнекесен куравӗ хатӗрленӗ. Унта Юлия Александровна ҫырнӑ кӗнекесем тата ун ҫинчен паллӑ писательсем ҫырнӑ тӗрлӗ материалсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра прозаик библиотека ӗҫченӗсемпе тӗл пулма килӗшнӗ.

Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен Союзӗн членӗ (1992), ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни.

Юлия Силэм 1951 ҫулта юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.

Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, пичетленнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3969, 3970, 3971, 3972, 3973, 3974, 3975, 3976, 3977, 3978, [3979], 3980, 3981, 3982, 3983, 3984, 3985, 3986, 3987, 3988, 3989, ... 4133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...