![]() Филипп Лукин Кӑҫал тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ композиторӗ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалласа унӑн тӑван тӑрӑхӗнче уяв ирттересси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Сумлӑ мероприятире, сӑмах май, композиторӑн 54 хайлавӗ янӑранӑ. Унта Чӑваш патшалӑх академи капелли, ытти артист хутшӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Филипп Миронович 800-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Вӑл — СССР Патшалӑх Премийӗн Лауреачӗ; Раҫҫей халӑх артисчӗ; Раҫҫей, Чӑваш Республикин тата Дагестанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ; пилӗк орденпа пӗр медаль кавалерӗ. Унӑн ентешӗсем, красноармейскисем, кӑҫалхи ҫула район шайӗнче Ф.М. Лукин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Сумлӑ янташӗн ятне асра тытса вӗсем ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |