Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Яппунсем шыв курӑкӗнчен топливо хатӗрлесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.07.2013 19:56 | 1268 хут пӑхнӑ

Япун ҫӗршывӗ утравлӑ пулнӑран вӗсен апат-ҫимӗҫӗнче шыв курӑкӗ сахал марри никама та тӗлӗнтермӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне эпир шкул саккинченех астӑватпӑр — ҫӗр айӗнчи пурлӑх тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнешкелех. Пирӗн пекех чухӑн. Ҫавӑнпах пулӗ вӗсем топливо тумалли тӗрлӗ меслет шыраҫҫӗ.

Тырӑ таврашран топливо тума пуҫлани пирки чылайӑшӗ илтнӗ пуль — биотопливо текеннипе ҫӳрекен урапасем те тӗнчере сахал мар. Японири AHI корпораци вара ҫавна валли шыв курӑкӗпе усӑ курасшӑн иккен. Ҫитес вӑхӑтра тума та тытӑнмалла.

Шыв курӑкӗ ҫине куҫни, паллах, лайӑх пурнӑҫран мар. Авиатопливо хакланса та хакланса пырать, ҫӗр сахал пулнипе яппунсене тырӑран та топливо туса илме йывӑр. Шыв курӑкӗ вара — ҫителӗклӗ пулас. Тата 10 хут йӳнӗрех те ларать имӗш (тырӑран хатӗрленинчен).

#техника, #Япони, #тӗнчере

 

Комментари:

Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.15 21:16
Топливо сăмах вырăнне чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесенчи сăмахпа улăштарма май çуккă пулĕ е урăх сăлтавпа ют чĕлхепе çыраççĕ?
2013.07.15 21:52
Аçтахар Плотников
Топливо тесен — пурте ăнланаççĕ. Чăвашла варианта вара малтан шутласа кăлармалла, кайран халăха хăнăхтармалла.
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.16 03:33
Чăваш чĕлхин комиссийĕ мĕн тăвать апла пулсан?
2013.07.16 11:30
Аçтахар Плотников
Хăйĕн ĕçне тăвать вăл: http://comissi.chv.su/node/45
Анчах терминсен йышĕ пысăк, çавăнпа та эпир терминсен сайтне йĕркелесе: http://termin.chv.su/ - чĕлхене унта аталантарма май пур.
//тепĕр енчен пуризм сиенĕ пирки те манмалла мар. Ак, тĕслĕхрен, вырăс чĕлхи ют сăмахсене хаваспах йышăнать, вĕсене вăл пăшăрхантармасть.
Migulaj // 2761.39.7976
2013.07.16 18:08
Ун пек каличчин çакăн пек ыйту: Иртнĕ 2012-мĕш çулта миçе тата мĕнле çĕнĕ чăваш сăмахĕ кĕртнĕ чăваш чĕлхине?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем