Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ эрнекунран пуҫласа голографисемпе паллашма май пур. Ӑна йӗркелеме Питӗрти С.И. Вавилов ячӗллӗ патшалӑх оптика институчӗ пулӑшнӑ пулать.
Енчен те сӑнӳкерчӗк тӗрлӗ япалана пӗр лаптӑкӑшпа кӑна сӑнлать пулсан, голографи вара эскере харӑсах виҫӗ енлӗ — пӗтӗм калӑпӑшӗпе — кӑтартма май парать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр экспонатӑн тулли калӑпӑшлӑ копине кӑтартас тӗлӗшпе голографи питӗ меллӗ хатӗр. Унсӑр пуҫне унпа усӑ курса ҫӗнӗ ӳнер тӗсӗсем те ҫуралаҫҫӗ — оптикӑлла дизайн, илемлӗ голографи тата ыт. те.
Чӑваш наци музейӗнчи куравра вара Эрмитажри кӳлепесен голографийӗсене курма май пур. Унсӑр пуҫне физиксем ӑсталанӑ тӗрлӗ пейзажсем те куракансен кӑмӑлне каймалла пулӗ — лазерпа тата ҫутӑпа усӑ курса ӑсталанӑскерсем самай кӑсӑклӑ. Куравра американ ӑсчахӗсем хатӗрленӗ «ташлакан» ӳкерчӗксем те пур. Акӑлчансен ӗҫӗсем вара тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӳсен йышне кӗнӗрен куракансене килӗшеҫҫех.
Куравпа авӑн уйӑхӗчченех паллашма пулать. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10:00–19:30.