Тӳррипе, лешсем хӑйсене хӗнеттерсех тӑман пуль-ха, анчах вӑл вӗсене кӑкӑртан тата ҫурӑмран темиҫе хутчен ҫапма май тупнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 ҫулхи Шупашкар пики ШӖМӗн тӗп хулари управленийӗн 5-мӗш пайне хӑйӗн паллаканне ертсе пынӑ. «Ҫапла та ҫапла, ак ҫак каччӑ мана хӗнерӗ», — ӑнлантарнӑ ӳсӗр пике. Пынӑ ҫынна кӑларса яраймӑн. Пикене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспектор пӳлӗмне чӗннӗ, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ. Тем килӗшмен-ҫке хӗре — унта вӑл йӗрке хуралҫипе хирӗҫме, хут ҫине ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тытӑнса кайнӑ. Шӑв-шава илтсе тепӗр полицейски тата унпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм пырса кӗнӗ, чӑрсӑр пикене лӑпланма ыйтнӑ. Ҫакӑ хӗр пӗрчине пушшех уртарнӑ курӑнать — хайхисене кӑкӑр тӗлӗнчен тата ҫурӑмран темиҫе хут ҫапнӑ.
Сӑмах май, каччӑ хӗре хӗнеменни ҫиеле тухнӑ. Пике ӑна хӑратас тесе йӗрке хуралҫисем патне ертсе пынӑ иккен.
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.