Екатеринбургран Мускава Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелле тӑвасси пирки эпир маларах хыпарланӑччӗ. Кирек епле ӗҫе пуҫӑниччен те халӗ халӑхпа сӳтсе явма тытӑнчӗҫ те, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерствин Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ конференц-залӗнче 11 сехетре ку ыйтупа пухӑнма палӑртнӑ. Унта, сӑмах май, кӑмӑл пуррисене пурне те кӗртеҫҫӗ. Халӑх итлевӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ.
Хамӑр енчен вара ҫакна пӗлтерер. Калӑпӑшлӑ проект Раҫҫейӗн 11 регионне пырса тивет, ҫав шутра — пирӗн республикӑна та. Тата тӗрӗсрех каласан, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене. Ҫул асӑннӑ районсем витӗр иртмелле-мӗн. Вӗсенче те ҫакӑн пек итлевсем йӗркелемелле. Сӑмах май, Транспорт министерствинче йӗркелекеннине асӑннӑ район пуҫлӑхӗсем те хутшӑнӗҫ.
Agabazar // 2024.06.2970
2013.07.16 16:13 | |
Ку çул нумай чăваш ялĕсене тĕп тума пултарать... | |
Атл // 2905.35.3952
2013.10.08 03:00 | |
Çапла.. Пайлать çул халăха. Тума пултарнă Атăл леш енче тимĕрçул,остановка - унта сахал пурнакан. Чăваш халăхĕн çĕр ахаль те сахал. |