Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын хӑй ӗҫленӗ предприятие ҫаратнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Вӑл унтан тимӗр-тӑмӑр вӑрланӑ. 35 ҫулти арҫын чукун ҫул предприятийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр упранакан пӳлӗме кӗнӗ те унтан 5 тонна ытла лум вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 120 ытла пин тенкӗлӗх. Арҫын ӑна хӑйӗн машини ҫине тиесе илсе тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Канаш арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл куншӑн колоние 5 ҫул таран ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кашни ҫуркунне ҫитмессерен эпир ҫул-йӗр япӑхланнине асӑрхатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавне строительсем тивӗҫлипе ӗҫлеменнипе те ҫыхӑнтарма пулать. Нумаях пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ ҫул ванса пӗтни уйрӑмах тӗлӗнтерет. Иртен-ҫӳрене ҫеҫ мар, тӳре-шарана та теме пулать. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗр тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. «Воддорстрой» общество хулари ҫулсене 2017-2019 ҫулсенче юсанӑ. Ҫулпа усӑ курнӑ чух вӑл паха марри сисӗнсен те ӑна подрядчик юсаман иккен. Гаранти вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, Фучик, Николаев, Энтузиастсен урамӗсенче тата Мускав проспектӗнче кӑлтӑк сисӗннӗ. Ҫавна май хула администрацийӗ суда тухнӑ. Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ подрядчика 210 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата мӗнпур объекта юсама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ир-ирех, 6 сехетре, васкавлӑ медпулӑшу ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑм патне ҫитнӗ. Арӑмӗ ҫӑмӑлланма хатӗрленни пирки упӑшки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти бригада кӑтартнӑ адреспа хӑвӑрт, 8 минутран, ҫитнӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ ӗнтӗ. Фельдшерсен вӑхӑт юлман – хӗрарӑма вырӑнтах пулӑшма тивнӗ. Тепӗр 9 минутра тухтӑрсем алӑра сывӑ ачана тытнӑ. Вӑл ҫуралсанах кӑшкӑрса янӑ. Хӗрарӑма ҫӑмӑлланма Мария Лысова тата Иван Орлов фельдшерсем пулӑшнӑ. Иван ӗҫленӗ вӑхӑтрах ЧПУра тухтӑра вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ирттернӗ ӗнерхи канашлура каланӑ. Регионсем хушшинчи юханшыв маршручӗ уҫас ыйтӑва Чӑваш Енпе Тутарстан сӳтсе явнӑ иккен. Килӗшӗве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн алӑ пусмалла. «Шупашкар-Хусан» маршрутпа тӗрлӗ чарӑну пӑхса хӑварӗҫ. Пассажирсене «Валдай» труттарӗ. Вӗсенчен пӗри Алексей Крылов ячӗпе хисепленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ҫулла тухья пулмӗ. Ӑна илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл типӗ фонтан ҫинче ларнӑ. Хӗлле кӳлмекре питӗ илемлӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ эрешсене нарӑс уйӑхӗнчех илнӗ ӗнтӗ. Аркӑсене, лотоссене, хӑмпӑсене тата чӑрӑша пуҫтарса хунӑ. 6 метр ҫӳллӗш тухья ҫеҫ юлнӑччӗ. Кукша пуҫсене ҫеҫ илмен, вӗсем ача-пӑча лапамӗнче вырнаҫнӑ. Кӗҫех Хӗрлӗ лапама ҫуллахи сезона хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унччен, чечек-курӑк лартиччен, шӑлса тирпейлӗҫ. Ҫак уйӑхра клумбӑсене хыр йышши тӗмӗсем лартӗҫ. Ҫу уйӑхӗ тӗлне тематика арт-объекчӗсем вырнаҫтарӗҫ, кӳлмеке акӑшсем таврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() osnmedia.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 49 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсем шӑпах ҫак вируса пула вилнине патологанатоми тӗпчевӗсем палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 23134 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 21091-шӗ сывалнӑ. 1268 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку чирленисен 5,5 проценчӗпе танлашать. Кӑшӑлвирусран кашни кунах вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чирленӗ, 33 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 775 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китайри Цзянсу провинцийӗнчи Сучжоу хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗн туйне ирттернӗ вӑхӑтра кинӗнче хӑйӗн тахҫанах ҫухалнӑ хӗрне палласа илнӗ. Кун пирки The Mirror кӑларӑм пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ывӑлне авлантарнӑ май хӗрарӑм унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗн алли ҫинче турпалли асӑрханӑ. Нумай ҫул каялла ҫухатнӑ хӗрӗн те ҫавнашкалах паллӑ пулнине асаилсе вӑл питӗ тӗлӗнсе ӳкнӗ. Китай хӗрарӑмӗ ҫураҫнӑ хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ патне пырса вӗсем хӗрне 20 ҫул каялла усрава илмен-ши тесе ыйтнӑ. Ҫемьене ку ыйту тӗлӗнтерсех янӑ, вӗсем ку факта нумайранпа пытарса пурӑннӑ пулнӑ. Тахҫан вӗсем ҫул хӗрринче хӗрачана тупнӑ иккен. Ӑна вӗсем хӑйсемпе пӗрле илнӗ те тӑван хӗр пек ӳстернӗ. Ҫураҫнӑ хӗр амӑшӗпе тӗл пулни уншӑн качча тухнинчен те савӑнӑҫлӑрах пулӑм пулнине пирки каласа панӑ. Анчах хӗре вӑл хӑйӗн пиччӗшне качча тухма пултарни пӑшӑрхантарнӑ. Вара амӑшӗ каласа панинчен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: хӑйӗн ҫухалнӑ хӗрне нумай ҫул шыранӑ хыҫҫӑн ӑна тупма шанчӑк ҫухалсан вӗсем усрава урӑх ачана илнӗ. Ҫапла вара, мӑшӑрланма нимле чӑрмав та пулман — каччӑпа хӗр хушшинче тӑванла ҫыхӑну ҫук. Ку факт хӗре лӑплантарнӑ хыҫҫӑн туй малалла тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумне Николай Косулина ӗнер ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ оганӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Николай Косулина министр ҫумӗ пулма 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче суйланӑччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ун чухнехи ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пыракан конкурс комиссийӗ Николай Косулиншӑн пулнӑччӗ. Конкурса икӗ кандидат: Николай Косулин тата Николай Судаков — хутшӑннӑччӗ, иккӗшӗ те асӑннӑ министерствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин уйлӑхне ҫулсерен ирттерекенччӗ. Кӑҫалхи уйлӑха ирттересшӗн. Чӑваш чӗлхине вӗренес тата вӗрентес кӑмӑллисене утӑ уйӑхӗн 4-10-мӗшӗсенче пухасшӑн. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Унччен вара ыйтӑм (ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла) йӗркеленӗ. «Хавал уйлӑх пулсан эпӗ...» ыйтӑва ҫапларах хуравлама май пур: «Килме хатӗр», «Килес кӑмӑллӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавран килет», «Килес кӑмӑллӑ, анчах мана вӑхӑчӗ юрӑхлӑ мар»,«Килме шутламастӑп», «Пӗлместӗп~~». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Пирӗн республикӑра типӗтсе хатӗрленӗ пахчаҫимӗҫе ҫӗршыври супермаркетсенче сутаҫҫӗ. Ҫимӗҫе типӗтекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ продукци пахалӑхне ҫухатмасть, тути те унӑн аван. Апат-ҫимӗҫе типӗтессипе, сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «ТАВ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Вӑл ҫӗрулмипе тата ытти пахчаҫимӗҫе ӗҫлет. Фирмӑн продукцин «Пятёрочка», «Перекрёсток», «Карусель» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗсен лавккисенче курма пулать. Унта ӑна «Yelli», «Bravolli», «Готово» тавар паллипе сутаҫҫӗ. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ ҫав ҫимӗҫе «ОZON» тата «WILDBERRIES» маркетплейссем урлӑ та туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |