Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫӑва ҫинчи тимӗр картасене вӑрланӑ. Вӑл унччен фитнес-тренерта ӗҫленӗ. Малтанах суд ӑна тӳрленмелли ӗҫсене яма йышӑннӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑвне улӑштарнӑ – колоние ӑсатмалла тесе приговор вуланӑ. Арҫынна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ку хура ӗҫе тунине тимӗр йышӑнакан пунктра масар ҫинчи картасен пайӗсене курсан асӑрханӑ. Арҫынна тытса чарсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 29 эпизодпа айӑпланӑ. Арҫын 400 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑрланӑ тимӗре туртса илнӗ, 300 пин ытла тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарьне Александр Кузина ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Пресс-секретарь тивӗҫне халӗ Пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ Валентина Алексеева пурнӑҫлать. Александр Кузин хӑй вӑхӑтӗнче «Российская газета» хаҫатра ӗҫленӗччӗ. Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗр вӑхӑт Михаил Игнатьев Элтеперпе ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл Информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Кузин ӗҫрен каяс шухӑша хӑй тытнӑ. Сӑмах май каласан, Кузин тата республикӑн цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министрӗ Кристина Майнина пӗр чӗлхе тупайман-мӗн. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Ен Правительствин «Тиктокра» аккаунт пурри пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене каллех кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче 9600 доза ҫитнӗ. Пӗтӗм парти пӗр дозӑллӑ ампулӑсенче. Кусем мобильлӗ пунктсенче усӑ курмашкӑн меллӗ. Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна 59494 доза вакцина килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне республикӑри 43 пин ытла ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӗсенчен 29 ытла пинӗшӗ икӗ компонентне те тутарнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре мобильлӗ пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта маларах ҫырӑнмасӑрах кашӑлвирусран прививка тума килме юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫал Шупашкар районӗнчи Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ хута ямалла. Асӑннӑ сооружени пирки вӑл тӑрӑхисем тахҫанах ӗмӗтленме тытӑннӑ. Кӳкеҫре ФОК хӑпартса лартсанах калаҫма пуҫланӑ. Хӑйсем патне тӗрлӗ тӳре-шара пухӑва пырсан та вӑл ыйтӑва тӑтӑшах хускатнӑ. Унран та ытларах – Янӑшри шкула тӑвиччен Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх кмопелксӗ тумалла пулнӑ тесе ӑмсанакансем те пур. Халӗ ФОКа тума аукцион иртессине пӗлтернӗ. Ӗҫ хакӗ – 180 миллион тенкӗ. Объекта кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Спорт сооруженийӗ Совет урамӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Красноармейски ҫывӑхӗнчи полигона хупнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унта ҫӳп-ҫап тулса ҫитнӗ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов полигона хупасси пирки йышӑну тунӑ. Малашне организацисене тата ҫынсене хытӑ каяшсене илсе тухасси пирки «МВК» Экоцентр» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тума сӗннӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пирӗн республикӑра 12 полигон тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sviblovo.mos.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар пулнӑ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, тӗпелте, ҫулӑм тухнӑ. Ҫурт Ҫӗнӗ урамра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм вӑйлӑ тухнӑран ҫуртри 15 ҫынна эвакуациленӗ. Инкеклӗ лару-тӑру минитерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнӑ вырӑнта ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 37 ҫулти арҫын, кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 296 пушар тухнӑ. Вӗсенче 32 ҫын вилнӗ, 16 ҫын аманнӑ. 33 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Олимп резервӗн А.И. Трофимов ячӗллӗ 10-мӗш спорт шкулӗ» автономи учрежденийӗ шутланӗ. Шкул малашне те республикӑн Спорт министерствин тытӑмӗнчех пулӗ. Ятпа ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те асӑннӑ ведомствӑнах туса ирттермелле. Шкул ятне ылмаштарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Сӑмах май каласан, Александр Трофимов – самбо енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейри дзюдо федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Унӑн кун-ҫулӗ 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Боинг» самолет Пермь ҫывӑхӗнче инкеке лексен татӑлнӑ. Самолетра 82 пассажир пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йывӑр преступлени тунӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унӑн фотосӑнне хатӗрленӗ. Вӑл 35-47 ҫулсенчи пек, 180-190 сантиметр ҫӳллӗш курӑнать, имшеркке кӗлеткеллӗ. Пичӗ тӑсӑкларах, ҫӳҫӗ шуралма тытӑннӑ, кукша вырӑн пур. Сӑмси тӳрӗ тата вӑрӑмрах. Вӑл хура калпак, хура кӗске куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Шупашкарти «Кӑнтӑр» микрорайонти хӗрарӑм тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ. Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-88, (8352) 66-24-3, (8352) 39-40-97 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |