Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ —
1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ.
Матвеев // 2955.31.2149
2022.08.16 07:48 | |
Шамарша районен редакцине тепрен юсама перер миллион укса уйарса парсан аванчче те... |