Республикӑра
![]() Ҫутӑ счетчикӗсен кӑтартӑвне вӑхӑтра пӗлтермесен йӑпӑр-япӑр хаклӑ хакпа шутласа панине эсир сиснех-тӗр. Апла ан пултӑр тесен кӑтартӑва кашни уйӑхӑн 23–25-мӗшӗсенче Чӑвашэнергосбыт компанине пӗлтермелле. Шӑнкӑравласа та калама юрать. Карас телефонӗпе СМС-ҫыру ярса та, элеткрон ҫыру шӑрҫаласа та. Ятарлӑ формата пӑхӑнса ҫырмалла та ӗҫӗ те пӗтнӗ темелле. Ку вӑл ҫамрӑксемшӗн питӗ ансатӑн туйӑнать-ха. Анчах аслӑ ӑрури ҫынсене ӑна-кӑна тӗшмӗртме ҫӑмӑлах-тӑр ҫав. Ара, вӗсен вӑхӑтӗнче хальхи вӑхӑтри технологисем пулман-ҫке. Те эпир асӑннӑ йышши саманта шута илсе, те урӑх сӑлтавпа, анчах ҫутӑ «хуҫисем» счетчик кӑтартӑвне почта уйрӑмӗсенче те йышӑнмалла тунӑ. Кун валли вӗсем республикӑри 323 ҫыхӑну уйрӑмӗнче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Лицевой счет номерне, ят-шыва, ӑҫта пурӑннине тата счетчик мӗн чухлӗ кӑтартнине ҫырса ҫав ещӗке чӑмтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн влаҫ органӗсем халӑха тата ҫывӑхрах пулмалла-мӗн. Cap.ru портал ҫинче ҫулталӑк вӗҫлениччен «Уҫӑ даннӑйсем» текен пая ӗҫлеттерсе ямалла. Уҫӑ правительство концепцие пурнӑҫа кӗртнӗ май тӑвакан ҫак ӗҫ патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пирки уҫҫӑн каласа кӑтартӗ. Асӑннӑ пая кӗрсе кирлӗ информацие илес тесе ыйтса ҫырмасӑр тупма май килессе шантараҫҫӗ. Ҫавӑн пек информаци шутне патшалӑх ӑҫта мӗн чухлӗ тӑкакланине, шкулсемпе пульницӑсем, ача пахчисем ӑҫта вырнаҫнине, экологи тӑрӑмӗ тата преступлени шайне тата ыттине кӗртеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Канаш хулипе районӗ Укринӑри Остер хулипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Чӑваш наци конгресӗн VIII отчетпа суйлав сьездне килнӗ май вӗсем Канаш ҫӗрӗ ҫине те ҫитсе курнӑ. Хӑнасем район администрацийӗн ларусен залӗнче концерт лартнӑ, суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тата секретарӗсемпе ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Канашсен ентешлӗхӗн председателӗ Анатолий Кипеч чӑвашсем тата Украина халӑхӗ хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессишӗн, ҫав шутра Ҫеҫпӗл Мишши ятне манӑҫтарас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр пани пирки пӗлетпӗр-ха. Ӑна илме ирӗк пуррисенчен хӑшӗсем пӳрт лартма ӗмӗтленеҫҫӗ, теприсем — хушма хуҫалӑха аталантарма, виҫҫӗмӗшсем — дача вырӑнне усӑ курма. Илнӗ хыҫҫӑн кирлӗ мар тесе ҫӗре каялла паракансем те пур-мӗн. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Наталья Тимофеева Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗр илес кӑмӑллӑ нумай ачаллӑ 3 702 ҫемьене шута илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенчен 42 проценчӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ 1 569 ҫемьерен 1191-шӗ тивӗҫлӗ хутсене туса ҫитерсе ҫав тупрана регистрациленӗ. Нумай ачаллӑ 80 ҫемье вара панӑ хыҫҫӑн «ҫӗр кирлӗ мар» тесе ӑна илме килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унчченхи пӗр хыпарта хаксем пирки каларӑмӑр-ха. Сывлӑх сыхлавӗнчи пирки. Анчах ҫынсен тата юрист-нотариус патне каймалли те сиксе тухать. Унта та пуш алӑпа каяймастӑн. Тӳлевсӗр пулӑшакансем те пур-ха. Укҫа кӑларса хума тивнине илес тӗк, халала нотариус патӗнче ҫирӗплетес тесен 1 200 тенкӗ тӳлемелле. Ҫулталӑк пуҫланнӑ вӑхӑтра ҫакӑншӑн 1 000 тенкӗ ыйтнӑ. Право пулӑшӑвӗ илсе ҫынсем ытлах тӑкакланмаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн юстици министерствинче. Ҫавӑнпа та ку вӑл инфляци ӳснине те витӗм кӳменпе пӗрех-мӗн. Сӑмах май, инфляцире тӳлевлӗ право пулӑшӑвӗн хакӗн тӳпи 0,00065 процент кӑна йышӑнать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шкул тулашӗнчи ӗҫпе тӑрӑшакан «Эткер» центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳҫӗсен вулавӗн ҫамрӑк турисчӗсен — краеведсен республикӑри куҫӑнсӑр тапхӑрне ирттернӗ. Конкурса Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи ачасем 29 ӗҫ тӑратнӑ. Конкурса ҫитернӗ материалсене ултӑ номинаципе хакланӑ. Вӗсене «Ентешсем», «Тӑван тӑрӑхӑн летопиҫӗ», «Ҫар историйӗ», «Литература краеведенийӗ», «Педагогика тата краеведени», «Этнографи» ят панӑ. «Ҫар историйӗнче» Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Ярослав Пласкин ҫӗнтерни пирки пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ. Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ. Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ. Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |