Республикӑра
![]() Патӑрьелти тӗп вулавӑшра вулакансем хушшинче Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки тӑрӑх конференци иртнӗ. Унта кӗнеке авторӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Юлия Силэм те хутшӑннӑ. Улькка Эльмен — сӑвӑҫ тата прозаик. Вӑл — РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, Иван Ивник ячӗллӗ преми лауреачӗ. Улькка Эльменӗн хайлавӗсене халӑх килӗштерсе вулать. Ытларах ӑна «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Хӑрнӑ вӗрене», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унӑн «Упраймарӑм сана…» ҫӗнӗ кӗнекине «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулта чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсне хутшӑнмашкӑн кӗртнӗ. Вулавӑшри конференци тухӑҫлӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ. Мероприятие вулавӑшӗн таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова уҫнӑ. Наталия Ракова писатель пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӗнеке авторӗ те хӑйӗн пирки, малашнехи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Конференцие пухӑннисем кӗнеке геройӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Хайлаври геройсем расна: пӗрисене шелленӗ, теприсене ятланӑ. Чылай сӑнар пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрсем Черниговри хӗрлӗ ялавлӑ 76-мӗш сывлӑш-десант гварди дивизин 104-мӗш полкӗн 6-мӗш ротине нихӑҫан та манмӗҫ. Паттӑр салтаксем Чечняри Аргун ҫурӑкӗ витӗр айлӑма, унтан Дагестана тухма тӗллевленнӗ боевиксен ҫулне пӳлнӗ. Ку ӗҫ 2000 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Салтаксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, 2,5 пин бандита тытса чарнӑ. Ротӑри 90 ҫынран 6-шӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 22-шне Раҫҫей Паттарӗн ятне панӑ. 69 салтака тата офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Ҫак пулӑма асра тытса Улатӑрта «Астӑвӑм ҫурти» акци иртнӗ. Ӑна Чечня Республикинче салтак десантниксене халалланӑ. Ҫак акцие «Федор Ушаков таса чунлӑ ҫар ҫынни ячӗллӗ дружина» ҫар-патриот клубӗ йӗркеленӗ. Каҫхине клуб воспитанникӗсем Д.В.Макаров ертсе пынипе стройпа Воинсен обелискӗ патне утнӑ. Кунта мероприяти иртнӗ. Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеп караулне тӑнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксен кашнин ятне вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем алӑра ҫунакан ҫурта тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать. Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче. Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украина гражданинӗ А. Раҫҫее 10 ҫул каялла килнӗ, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — саккунсӑр майпа. Арҫын ют ҫӗршыв ҫыннисем е гражданствӑсӑр сӑпатсем Раҫҫей Федерацийӗнче пулнӑ чухне правасене кӑтартакан саккуна пӑснӑ. Ют ҫершыв ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗнче визӑсӑр 90 талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӳлрех асӑннӑ Украина ҫынни вара? Канаш районӗн судне акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: 2004 ҫулта вӑл Канаш хулинчи паспорт сӗтелне кайнӑ, Раҫҫей гражданствине илме ирӗк ыйтнӑ-мӗн. Анчах унӑн ыйтӑвне пӑхса тухман. Унтан вара хӑй Украина гражданинӗн паспортне ҫухатнӑ пулать. Кун пирки вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтермен: административлӑ яваплӑхран хӑранӑ. С. гражданинпа та ҫакнашкалтарах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унӑн та — Украина гражданстви. Арҫын 2012 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ, пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑснӑ: миграци шутне тӑман, Раҫҫейре пулма юранине ӗнентерекен документсемсӗр пурӑннӑ, каялла таврӑнма хирӗҫленӗ, кунта саккунлӑ майпа пурӑнмашкӑн ирӗк илме миграци службине кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон. Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ. Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Хӗле ӑстатпӑр» уяв вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче «Ҫӑматӑ-шоу» иртнӗ. Элӗкри фонтан умӗнче ҫаматӑсен куравӗ пулнӑ. Мӗнли кӑна пулман-ши унта? Ҫамрӑксен тавракурӑмӗ пуян ҫав. Палӑртмалла: Сочири Олимп вӑййисене халалланӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫын та унта пулнӑ. Кунтах илемлетнӗ ҫуна вырнаҫнӑ. Лилия Никифорова ертӳҫӗ (Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ) хушнипе командӑсем эстафетӑна хатӗрленнӗ, Ҫамрӑксен правительствин председателӗ Светлана Егорова старт парсан ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем малалла чупнӑ. Ҫамрӑксем ҫавӑн пекех кулинарире те ӑмӑртнӑ: «Икерчӗрен те икерчӗ» конкурс валли икерчӗ хатӗрленӗ. Какайпа, тӑпӑрчӑпа, пулӑ вӑлчипе, хӑймапа, пылпа… Чылайӑшӗ тутлӑ икерчӗпе киленнӗ. Жюри членӗсем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Чӑваш Сурӑмри ҫамрӑксен канашӗ «Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан ҫӑматӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑлкӑшсем «Хӑвӑрт чупакан ҫӑматӑ» ята тивӗҫнӗ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире палӑрнӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери граждан оборонин кунне уявланӑ май ИӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗмӗрлери пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсене пушар хӑрушлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем умӗнче Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗмӗрле районӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Сабанцев, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн иструкторӗ Светлаа Николаева тухса калаҫнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫулӑм тухасран мӗнле асӑрханмалли пирки пӗлтернӗ. Пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсем пушар тухас пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗреннӗ. Мероприятире пушар вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх тематикипе конкурссем, тупӑшусем, вӑйӑсем ирттернӗ. Юлашкинчен ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене ҫак темӑпах мультфильм кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч. Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха… Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ. Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин Йӗпреҫре пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |