Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи 11 тӑлӑх ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнче 30 тӑлӑх ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ.
Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата ытти хӑна хутшӑннӑ. Леонид Николаев хваттер уҫҫисене панӑ май патшалӑх тӑлӑхсене пулӑшнине палӑртнӑ. Тӑлӑхсем Вӑрнарти Ленин урамӗнчи 45-мӗш ҫуртра пурӑнма пуҫлӗҫ.
Уява строительство организацийӗн ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем тӑрӑшнипе Вӑрнарта ҫулталӑкра виҫӗ хутлӑ ҫурт ҫӗкленнӗ. Строительсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ.
Хваттерсенче йӑлтах пур: ҫутӑ, газ, ӑшӑ, шыв, сантехника, газ плити. Хӗрлӗ хӑйӑва кассан тӑлӑхсем хӑйсен хваттерӗсене кӗрсе курнӑ. Хваттерсене пайланӑ чухне тӑлӑхсен хушшинче пӗртӑвансем пуррине те шута илнӗ. Вӗсене кӳршӗллӗ панӑ.
Ҫӗнӗ ҫурта куҫнисем савӑнӑҫне пытарман. Оксана Павлова ку куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Унӑн хваттерӗ 33 тӑваткал метрлӗ. Александра Солина ҫӗнӗ хваттерте ачипе пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Тӑлӑхсен ӗмӗчӗсем тинех пурнӑҫланнӑ.
Сӑнсем (22)