Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗ пӗр ҫемьене ҫурт-йӗр тума субсиди илме черете тӑратмасӑр халтан янӑ иккен. Виҫӗ ҫул хушшинче — 2007 ҫултан пуҫласа 2010-мӗшчен хайхин черечӗ вырӑнтан та хускалман. Аптӑранипе ҫемье район прокуратурине ҫитнӗ, унта лару-тӑрӑва тӗпченӗ те тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ. Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗ вара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ салтак арӑмне ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатмалли черете тӑратас марришӗн хутсене йышӑнман. Прокуратура ку кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ апйра ӗҫлекен специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттармалла тунӑ. Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗ те саккуна пӑснӑ. Унта 2010 ҫул вӗҫӗнче пӗр хӗрарӑм ялта ӗҫлекен ҫамрӑк специалиста евӗр ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑлатмаллисен черетне тӑраnма ыйтнӑ. Заявленине пӑхса тухасса тухнӑ-ха, анчах хӗрарӑма ҫырса хуравлама те вӑхӑт пулман, те ӳркеннӗ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн яваплӑ специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑра «Хӗрарӑма мухтар» ятпа республикӑри III фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан, тӗрлӗ ӗҫоре тӑрмашакан 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республика шайӗнчи мероприятие хутшӑниччен хайхисен районта тупӑшма тивнӗ. Хӑйсем пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ хӗрарӑмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ. «Ҫемье ҫирӗп пулсан общество та ҫирӗп», — тенӗ фестивале хушӑннисене саламлама ҫитнӗ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Унта вӑл мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, пынӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те асӑнса хӑвранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ юлашки ҫул хушшичне кӑна 10 процент нумайланнӑ. Кунта, ахӑртнех, нумай ачаллисене патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳни мӗн тесен те витӗм кӳретех. Аса илтеретпӗр, виҫӗ ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр параҫҫӗ, амӑш укҫин виҫи те ӳссех пырать. Унтан та ытларах — ҫемьери виҫҫӗмӗш пепкешӗн республика хыснинчен те тупра уйӑраҫҫӗ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян пирӗн республикӑра Украинӑри, Белоруҫри, Молдавинчи, Узбекистанри, Таджикистанри, Кӑркӑстанри тата Арменинчи ҫамрӑк журналистсем пулнӑ. Вӗсем пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрупа паллашма тӗллев лартнӑ иккен. Тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитнӗ хӑнасем Раҫҫейри журналистсен VIII медиа-форумне хутшӑннӑ май пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнӗ-мӗн. Ыран вӗсем Тутарстана тухса кайӗҫ. Ҫамрӑк журналистсемпе республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов тата ытти депутат тӗл пулнӑ. Тата, паллах, информаци политикин министрӗ Валентина Андреева та. Калем ӑсталӑхӗнчи пултарулӑха туптама тинтерех кӑна тытӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ темпе те кӑсӑкланнӑ. Пӗрисене ял пурнӑҫӗ интереслентернӗ пулсан теприсем сасӑлав тытӑмӗ пирки депутатсем мӗн шухӑшланине пӗлме ӑнтӑлнӑ. СНГ ҫӗршывӗн ҫыннисем валли Чӑваш Енре ӗҫ пур-и тесе ыйтакан та тупӑннӑ. Анчах Чӑваш Ен халӑх йышӗнчен пуян пулнине кура вӑй питтисем хамӑрӑн та нумай тесе хуравланӑ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Усрава илнӗ ҫемьесенчи ачасене Словение канма яраҫҫӗ. Ку вӑл Ачасен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хатӗрленӗ наци стратегине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланать. Канма ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 8-мӗшӗччен май килӗ. Усрав ҫемьери ачасене унти Терме Чатеж курортра канаҫҫӗ. Унта пирӗн республикӑри 12 ҫемье лекнӗ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав йыша Элӗк районӗнчи Анаткассинчи Павловсем те кӗнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстереҫҫӗ. Ҫын ачисене усрава вӗсем пуҫласа 2006 ҫулта илнӗ. Хӗрачасем пурте Юнтапари шкулта вӗренеҫҫӗ: Анюта пиллӗксемпе кӑна вӗренет, Аннӑпа Саша — тӑваттӑ тата пиллӗкпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Культурӑпа искусство институчӗ Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул, вӗсенчен иккӗшӗ патшалӑхӑн шутланаҫҫӗ, Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви ирттерекен рейтингра тухӑҫсӑртарах ӗҫлекеннисен списокне лекни пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Тухӑҫсӑртараххисен шутне лекни вӗсене хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме чарассине пӗлтермест иккен. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫав рейтинга лекнисен шӑпине Мускавра сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Владимир Иванов министр ытти аслӑ шкулпа танлаштарсан педагогика университечӗ ҫапах та малтисен шутӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Рейтинга ытла та пысӑк критерисем тӑрӑх хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Унтан та ытларах — педагогика аслӑ шкулӗсем тухӑҫлах ӗҫлейменни педагогсене хатӗрлессин ыйтӑвӗсене пӑхса тухма вӑхӑт ҫитине пӗлтерет. Культурӑпа искусство институчӗ пирки каласан, наци культури валли кадрсем хатӗрлеме аслӑ шкул кирлине вара Раҫҫей шайӗнче ӗнентерме-ӳкӗте кӗртме май килнӗ иккен. Кун пирки те республикӑн вӗренӳ министрӗ ӗнентернӗ. Унтан та ытларах — ку ӗҫе федералсем хутшӑнсан та ытлашши пулас ҫук тесе шухӑшлать Иванов министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Исаев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви икӗ кандидата ырланӑ-мӗн. Унччен списокра пилӗк кандидат пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтерер, ҫавсен шутӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрне Владимир Иванова, Нина Полупан-Семедова социолога, Чӑваш патшалӑх университечӗн регионти экономикӑпа усламлӑх кафедрин заведующине Анатолий Яковлева, асӑннӑ аслӑ шкулӑн проректорне Андрей Александрова тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорне Юрий Исаева асӑнатчӗҫ. Ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерствин аттестаци комиссийӗ вара ҫавсенчен иккӗшне — Андрей Александровпа Юрий Исаева — хӑварнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ ректор пулассине ЧПУ коллективӗн суйлав ирттерсе палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сесси вӑхӑтӗнче. ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнери сессийӗнче халӑх тарҫисем суйлав бюллетенӗнче пурне те хирӗҫ сасӑлама ирӗк пачӗҫ. Кун пек сӗнӗве Раҫҫей шайӗнче маларах асӑнакансем пулни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ку йӗрке пирки калаҫнӑ чух депутатсем хӗрсе калаҫнине сессие онлайн мелӗпе итленисем асӑрхарӗҫ-тӗр. Ҫапла йышӑнни вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлас килменнисене ӳлӗмрен пурне те хирӗҫлеме ирӗк парӗҫ. Ара, атту списока кӗртнӗ ҫынсенчен хӑшӗшӗн те пулин сасӑламах тивет-ҫке. Капла хӑть хӑв кӑмӑлна кайман кандидатсем пулмасан пурне те хирӗҫҫине палӑртайӑн. Саккуна йышӑниччен депутатсем хӗрсех калаҫрӗҫ. Пӗринне микрофонне те сӳнтерсе лартрӗҫ. |
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ ашшӗсен канашӗ пуҫласа ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен Етӗрнери центр ертӳҫи Андрей Софронов ертсе пынӑ. Сӑмах май, ашшӗсен союзне йӗркелеме Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен канашӗ сӗннӗ иккен, ҫавӑн хыҫҫӑн ку юхӑм пирӗн патра та сарӑлма тытӑннӑ. Ларура ача ҫуралас тӑрӑм еплине те тишкернӗ. Республикӑра кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 33 пепке ытларах ҫуралнӑ — ҫапла вара ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 13 124 ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗрлешекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Районта вара вунӑ уйӑхра 255 ача ҫуралнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенчинчен 24 сахалрах. Сӑмах май, ҫӗн «йӑва» ҫавӑракансен йышӗ вара йышланнӑ. Пит нумаях мар та, ҫапах та хайхисен йышӗ 2 мӑшӑр чухлӗ хушӑннӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи арҫынсем вӑтамран 63 ҫул пурӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсем — 73. Ларӑва кӑҫалпа килес ҫул туса ирттермелли ӗҫсен планне ҫирӗплетнипе вӗҫленӗ. Сансем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫейри академийӗн Шупашкарти филиалӗнче Олеся Федорова Раҫҫей шайӗнчи конкурса тухса кайма хатӗрленет. Хӗр — 4-мӗш курс студентки. Вӑл «Раҫҫейӗн доброволецӗ-2013» конкурсра республика чысне хӳтӗлӗ. Унччен вӑл куҫӑнсӑр майпа суйлакан тура хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Конкурсӑн куҫӑн турне ҫӗршыври сакӑр теҫеткене яхӑн яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнӗ. Вӗсем пурте — 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Конкурса вӗсем 50 регионтан пырса ҫитмелле. Меропияти Пермь хулинче чӳк уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче пулӗ. Конкурса Ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви, Пермь крайӗн правительствипе асӑннӑ крайри добровольчествӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑна Раҫҫей Император ҫурчӗн княгини Мария Владимировна килсе ҫитнӗ. Пирӗн патӑмӑрта вӑл пӗрремӗш хут мар. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш ҫӗрӗпе вӑл пуҫласа 2003 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Волгоградран Чулхулана ҫити Атӑл тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ пулнӑ иккен, ҫавӑн чух Шупашкара кӗрсе тухнӑ. Иккӗмӗш хут вара вӑл ӗнер килсе ҫитнӗ. Княгиня Романовсен династийӗнчи пӗрремӗш вырӑс патшин, Михаил Федоровичӑн, кукамӑшӗн Маряи Шестована пытарнӑ вырӑна тупассипе ӗҫлекен археологи ушкӑнӗн ертӳҫипе Н. Березинӑпа тӗл пулнӑ. Мария Владимировна Мария Шестова вил тӑприне шыракан вырӑнсене ҫитсе курмалла, культурӑллӑ вырӑнсемпе паллашмалла, хула ҫыннисемпе тӗл пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |