Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем.
Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака.
Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ.