Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Муркаш районӗнче Хорнуй ялӗнче пурӑнакан 82 ҫулти кинемей вӑрмана кӑмпана кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫӑлав службине кун пирки ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 14.08 сехетре пӗлтернӗ. Арҫын амӑшӗ ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑмпана кайсан киле таврӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ.

Кинемейӗн ҫумра карас телефонӗ пулнӑ. Анчах ҫурҫӗр хыҫҫӑн вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫав кунах ял халӑхӗ тата полицейскисем йытӑпа шырама тытӑннӑ.

Виҫӗ ҫӑлавҫӑ вырӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 15 сехетре ҫитнӗ. Телефон операторӗ пӗлтернипе кинемей хӑш вырӑнарах пулнине палӑртнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 40 ҫухрӑм квадроциклпа кайнӑ. Кинемей ҫул туптӑр тесе сасӑ янӑ.

82-ри хӗрарӑма 19.50 сехетре тупнӑ. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1199264
 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП.

17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.

Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ.

Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13.

Малалла...

 

Республикӑра

Иртнӗ канмалли кунсем кӗр евӗр иртрӗҫ. «Ҫӗртме ҫуллахи уйӑх пулнине манчӗ-им?» - шӳтлерӗ чылайӑшӗ. Gismeteo портал савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерет. Паянтан ҫанталӑк ӑшӑтас енне каять.

Ыран, ытларикун, 22-24 градус ӑшӑ пулассине пӗлтерет. Юнкун ҫанталӑк тата ӑшӑтӗ: 25-27 градус таранах. Кӗҫнерни кун тепер пӗр гардус ӑшӑрах пулӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекунпа шӑматкун республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫавна май кӑнтӑрла сывлӑш температури те кӑштах чакӗ. Ҫав кунсенче 22-23 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникунран пуҫласа утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗччен, вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать пулин те, шӑрӑх тӑрӗ. Сывлӑш температури 27-29 градус таран ӑшӑнӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес эрне вӗҫӗнче сивӗтӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сывлӑш температури 12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.

 

Республикӑра Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов

Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗн кунӗ иртнӗ. Шучӗпе хальхи – ҫиччӗмӗш. Ӑна Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта, Чавал текен тӑрӑхра, йӗркеленӗ.

Унта пырса ҫитнисем пӗрремӗш кунхине мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн кӗҫех каҫхи апат хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑх чарӑнма вӗсем палаткӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Палаткине те кашни тепринчен илемлӗрех йӗркелеме тӑрӑшнӑ-мӗн. Пырса ҫитнӗ кун ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинче спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ: воллейбол вылянӑ, мини-футбол, хутӑш ӑмӑртура тупӑшнӑ тата ытти енпе тупӑшнӑ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» тата «Ҫулсам, ҫава, сывлӑм чухне» конкурссем ыттисенчен уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче.

Утӑ ҫулакансем ҫак ӗҫе мӗнле пахалӑхпа тата епле хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫлассипе, пакуссене епле вырнаҫтарса тухнипе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнӑ. Вырӑнти никама та хурламаҫҫӗ – пурте лайӑх ҫулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫумӑр пуҫланнине пула программӑпа малтанласа палӑртнине ҫав кун пурне те пурнӑҫлама май килмен те, ҫапах хӑш-пӗр ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Хутӑш эстафетӑра, акӑ, Вӑрнар район ушкӑнӗ палӑрнӑ, иккӗмӗшне комсомольскисем тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – улатӑрсем.

Малалла...

 

Республикӑра «Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ
«Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ

Республикӑри автотранспорт предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашавтотранс», пӗчӗк автобуссем туянасшӑн иккен.

19 вырӑнлӑскерсене илессипе нумаях пулмасть вӑл конкурс ирттернӗ. Италире кӑларнӑ «Iveco» маркӑллӑ автобуссем пассажирсемне турттарма питӗ хӑтлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсемпе ҫула тухма меллӗрен турист автобусӗсем теҫҫӗ курӑнать.

Автобусӑн лайӑх енне палӑртнӑ май Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви видео- тата телеаппаратура, кондиционер пуррине кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл пуҫтарӑнакан креслӑсене асӑннӑ.

Инҫет тата вӑтам инҫӗше ҫӳретмелли тӗллевлӗ автобуссене «Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславккари, Етӗрнери филиалсене валеҫсе парасшӑн-мӗн. Пӗтӗмпе миҫе автобус туянассине Транспорт министерстви асӑнман.

 

Республикӑра Аслӑ чеменсем
Аслӑ чеменсем

Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Республика кунне уявлама хутшӑннӑ. Фольклор ушкӑнӗ авалхи ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине:ака туни, тырра вырса ҫапни, сӑвӑрни, ал арманӗпе кӗрпе туни - кӑтартнӑ.

Борис Сюзюкин ҫӑпата тӑвас ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра чеменсен пултарулӑх ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗсепе савӑнтарнӑ.

Тӗрлӗ облаҫсенчен килнӗ хӑнасем авалхи пир кӗпе тӑхӑннӑ, хушпу сырӑннӑ, ҫӑпата тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене курса тӗлӗннӗ тесе хыпарлать асӑннӑ ял тӑрӑхӗ.

Куракансем хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри-такмакӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӗрле савӑннӑ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» чӑваш халӑх вӑййисене кӑтартнӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ.

Аслачеменсен хальхи чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачисем те уява хайне кура илем кӳнӗ. Инди халӑх ҫыннисем, Тверь облаҫӗнчен, Тутар республикинчен, Раҫҫейӗн ытти тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасем аслӑчеменсене мухтанӑ, татах та ҫӑкӑн евӗрлӗ уявсене хутшӑнса ҫынсене савантарса ҫуреме анӑҫу та сывлӑх суннӑ. Аслӑчеменсем вара вӗсене хуҫалӑхра авалхи йӑлапа хатӗрленӗ чӑваш сӑрипе хӑналанӑ http://gov.

Малалла...

 

Республикӑра

Кӑҫал Крымри ача-пӑча лагерӗнче Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенчи 80 шӑпӑрлан канӗ. Пӗрремӗш ушкӑн, 10 ача, Хура тинӗс хӗррине ҫӗртме уйӑхӗнчех тухса кайнӑ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче тата тепӗр 23 шӑпӑрлан ҫула тухӗ. Ҫулла вӗҫлениччен тепӗр 47 тӑлӑх ачана канма каймашкӑн путевкӑсем парӗҫ. Чиновниксем каланӑ тӑрӑх, ушкӑнсенче — чи лайӑххисем, ӑмӑртусене, конкурссене, олипиадӑсене хастар хутшӑннисем.

Ачасем «Тимуровец» уйлӑхра канӗҫ. Вӗсем 21 кунра Хура тинӗсре шыва кӗрӗҫ, хӗвел ҫинче хӗртӗнӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли спорт тата культура программисем хатӗрленӗ.

Кӑҫал ачасене лагере каймашкӑн 578,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 15 процент нумайрах. Пӗтӗмпе лагерьсенче 149 пин ача канӗ.

 

Республикӑра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» хастарӗсем
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» хастарӗсем

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен Хушу алӑ пуснӑ.

Кӑҫал ӑна журналистика енӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Артем Чубуков «Информаци юхӑмӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗшӗн тивӗҫнӗ. Ку пуҫару пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене, блогҫӑсене, PR-специалистсене, медиа-менеджерсене аталанма пулӑшать-мӗн.

Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Александр Антоновпа Василий Капитонов, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗ Сергей Карпов премие тивӗҫнӗ. Анна Головинана вӗренӳ енӗпе «Математика ҫапӑҫӑвӑ» проекта хатӗрленӗшӗн панӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Чӑваш Енре «Сывӑ шӑл — сывӑ ачасем — сывӑ ҫемье» проекта пурнӑҫланӑ ушкӑн мала тухнӑ. Экологи енӗпе Ҫамрӑксен премине Сергей Трофимова «Ытларах кислород» проектшӑн панӑ.

Вӑй-хал культурипе спорт енӗпе Алексей Германова пама йышӑннӑ. Вӑл спорт аэробикинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-мӗн.

Аса илтерер: Ҫамрӑксен патшалӑх премине Чӑваш Енре 1996 ҫултанпа параҫҫӗ. Халӗ вӑл 50 пин тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1907.html
 

Республикӑра Анастасия Баранник
Анастасия Баранник

Шупашкарта «Атӑлҫи мисӗ — 2014» конкрс иртнӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетнӗ.

Кӑҫал конкурсра Сарӑту пики ҫӗнтернӗ. Анастасия Баранник Сарӑтури Плеханов ячӗллӗ социаллӑ экономика институтӗнче вӗренет. Анастасия темиҫӗ тур витӗр тухса ыттисенчен маттур пулнӑ. Вӑл конкурса Раҫҫей регионӗсенчен, Никама пӑхӑнман патшалӑх пӗрлӗхӗнченчи ҫӗршывсенчен килнӗ 31 чиперккерен ирттернӗ.

Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе 305 пин тенкӗпе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне Анастасия Баранник Милана каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ, «Шупашкар пир-авӑрӗ» партнерпа ӳкерӗнме контракт тунӑ.

Жюри пайташӗсем «Воом» модель агентствин (Итали, Милан) ертӳҫи Marta Drisaldi, Шупашкар пир-авӑр фабрикин дизайнерӗ Наталья Кватромани (Дани), Санкт-Петербург патшалӑх экономик университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗ Сергей Яковлев, ЧР халӑх артистки Татьяна Альпидовская тата ыттисем пулнӑ.

Шупашкара ҫак кун Филипп Киркоров ҫитнӗ.

 

Республикӑра

Республикӑра ун пеккисем те пур иккен. HeadHunter текен тӗпчев компанийӗ Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисене тишкернӗ. Ҫавсен шутне фотокӗнекесене пухакана, чак-чак технологне, пулӑ тирпейлекене тата шухӑш-кӑмӑла пухакан специалиста кӗртнӗ.

Фотокӗнеке пухакан ӑстан тирпейлӗ пулмалла, пулӑ тирпейлес текене вара медицина кӗнеки кирлӗ. Кунта сӑмах претендентсене суйланӑ чух тӗпе хуракан критерисем пирки пырать. Камӑн мӗн ӗҫ тумалли пирки каласан, чак-чак технологӗн технологи виҫине хатӗрлемелле, чак-чак производстви валли схемӑпа карттӑ туса хатӗрлесси те ҫав ҫын яваплӑхӗ шутланать. Ҫынсене шухӑш-кӑмӑлне пухаканӑн компани кӳрекен пулӑшу пирки клиентсем мӗн каланине тӗпчемелле.

Камӑн ӑҫта тар тӑкмалли пирки каласан, фотокӗнеке пухаканӑн Шупашкарти офисра 10 сехетрен тытӑнса кӑнтӑрла иртни 4-ччен ӗҫлемелле. Чак-чак технологӗн Ростов облаҫӗнчи Азов хулине тухса кайма тивӗ. Ӑна унта пурӑнмалли кӗтес тара илсе тӑкакланнине компани саплаштарӗ. Ҫул укҫине те ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑй тӳлӗ. Пулӑ тирпейлекенӗн вара ҫичӗ юта тухса каймалла мар: Шупашкарта ӗҫлемелле.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 619, 620, 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, [629], 630, 631, 632, 633, 634, 635, 636, 637, 638, 639, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй