Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра Ҫӗнӗ йышши машинӑна пухаҫҫӗ. Андрей Холмов сӑн ӳкерчӗкӗ.
Ҫӗнӗ йышши машинӑна пухаҫҫӗ. Андрей Холмов сӑн ӳкерчӗкӗ.

«АвтоВАЗ» ертӳҫи Бу Инге Андерссон ӗнер Тутарстанра LADA Vesta ҫӗнӗ автомобиль кӑтартнӑ. Мӗншӗн унта хӑтланине компани вӑл машинӑсем Тутарстанри автопасарта самай пысӑк тӳпе йышӑннипе сӑлтавланӑ. LADA Vesta маркӑллине сериллӗ производствӑна 2015 ҫулхи авӑн 25-мӗшӗнче кӑларасшӑн.

«LADA Vesta епле сутӑнасси пирки калама мана йывӑртарах, анчах малтанласа 400 пин тенкӗ ыйтсан эпир конкуренцие чӑтӑмлӑн йышӑнатпӑр. Машинӑн хӑрушсӑрлӑх стандарчӗсем Европӑри евӗр пулӗҫ, двигателӗсем ВАЗ тата Renaultӑн пулӗҫ. АвтоВАЗ машинисенчен ҫӗнӗ йышшин интерьер чи лайӑххи пулмалла», – тенӗ Андрессон.

Хальхи вӑхӑтра завод малтанхи 33 автомобиле пухать иккен. Вӗсене ҫурла уйӑхӗнче тестлама тытӑнӗҫ. «Авӑн уйӑхӗнче ҫул ҫинче курӑр», – тенӗ «АвтоВАЗӑн» ертӳҫи. Планшетра вӑл ҫӗнӗ маркӑн сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра завод LADA Vesta, LADA X-Ray, LADA X-Ray Cross кӑларма тытӑнӗ. Машинӑсен Хусанти хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче лифтбек кузовлӑ LADA Granta маркӑллине те кӑтартнӑ.

Аса илтеретпӗр, «АвтоВАЗ» – ҫӑмӑл автомашина кӑларакан пердприятисенчен Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк заводсенчен пӗри. Ӑна 1967 ҫулта уҫнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://itar-tass.com/ekonomika/1300429
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 4-мӗшӗччен Украинӑран тарса килнӗ 25 ҫын пульницӑна килнӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх – республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртсенче икӗ пепке кун ҫути курнӑ. Иккӗшӗ те – хӗрача.

Украинӑран килнӗ 32 ҫулти хӗрарӑм, утӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче ача ҫуратнӑскер, Чӑваш Енре 2012 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ. Донецк облаҫӗнче пурӑннӑ 18 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, утӑн 2-мӗшӗнче ача ҫуратнӑскер, Улатӑр районне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ.

Украинӑран Чӑваш Ене килнисенчен ытларахӑшӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене кирлӗ тӗк тумтирпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗтес тупнӑ 18 ҫула ҫитнӗ 38 ҫынран 16-шне ӗҫ вырӑнӗ кирлӗ.

 

Республикӑра

Ҫак эрнере республикӑра прокурорсене черетлӗ хутчен вырӑнпа ылмаштарнӑ. Унччен ҫавӑн йышши ылмашусем Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче пулнӑччӗ.

Хальхинче улшӑну Шупашкар районне тата Шупашкарти Ленин районне пырса тивнӗ. Шупашкар районӗнче 7 ҫул прокурорта ӗҫленӗ Александр Моисеева республикӑн тӗп хулин Ленин районӗнче йӗрке тума шаннӑ, унта прокурорта 13 ҫул тӑрӑшнӑ Зелфинас Карама – Шупашкар районне.

 

Республикӑра Шупашкар ГЭСӗн ертӳҫи Вадим Бардюков
Шупашкар ГЭСӗн ертӳҫи Вадим Бардюков

Ӗнер Шупашкар ГЭСне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна лартнӑ. Тилхепене 59 ҫулти Вадим Бардюкова тыттарнӑ. Пуҫлӑх лавне вӑл унччен те туртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Красноярск крайӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тата вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи пулнӑ.

Тӗрӗссипе, Бардюков ҫак тытӑмра самай ӗҫленӗ. Энергетикӑри унӑн опычӗ виҫӗ теҫетке ҫул ытла-мӗн. Курейскри тата ытти гидроэлектростанци объекчӗсене тума та вӑл нумай тӳпе хывнӑ. Хӑй вӑл Иваново хулинче ҫуралнӑ.

Бардюковчен Шупашкар ГЭСне Владимир Дорофеев ҫичӗ ҫул ертсе пынӑ. Ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнине пула ҫу уйӑхӗнче пӑрахнӑ иккен. Дорофеев 67-ре пулнӑ.

 

Республикӑра Пултаруллисене чыслаҫҫӗ
Пултаруллисене чыслаҫҫӗ

Ӗнер Элӗк районӗнче ҫамрӑксен кунне ирттернӗ. Ҫав ятпа унти ҫамрӑксем «ҫавра сӗтеле» те хутшӑннӑ, велочупу та йӗркеленӗ.

Мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсерен паракан стипендипе камсене чыслассине пӗлтернӗ. Хальхинче унпа Крымсарайккӑри ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен канашӗн ертӳҫине Ольга Васильевана, В.Н. Узянов фермер хуҫалӑхӗн механизаторне Владимир Дмитриева, Йӑлкӑшри ача пахчин воспитательне Валентина Иванована, Элӗк райповӗн «Тӗлпулу» кафери аслӑ поварне Валентина Иванована, «Пурнӑҫ ҫулӗпе» райхаҫатӑн система администраторне Надежда Иванована, Вутланти фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫине Марина Иванована, Утаркассинчи шкулти физкультура учительне Никита Макарова, Юнтапа ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен канашӗн пайташне Татьяна Матвеевана, Мӑн Ямаш шкулӗнчи физкультура учительне Евгений Назарова, Ульянов ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗн слесарь-операторне Геннадий Пшанкова, «Ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ» учреждени методистне Валентина Степанована хавхалантарнӑ. Вӗсем пурте уйӑхсерен пиншер тенкӗ стипенди илсе тӑрӗҫ.

Малалла...

 

Республикӑра Юрий Кислов депутат
Юрий Кислов депутат

Ку акцире теприсем, тен, политика сӗмӗ те асӑрхӗҫ-тӗр. Ҫапах та шухӑшӗ ырӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти тата вырӑнти политика канашӗсем пуҫранипе кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех «Тӑван шкул» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ – вӗренӳ учрежденийӗсенчи спорт залӗсем валли услови туса парасси. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗн вӑхӑтне 2014–2016-мӗш ҫулсем таран тесе палӑртнӑ.

Ырӑ ӗҫе кирек кам та хутшӑнма пултарать. Улатӑр районне илсен, ун пек тӗслӗхе Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Кислов кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван, Кувакинӑри шкулӗн спорт залне юсама 50 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Республикӑра Ӗҫсӗррисем валли вырӑн шыраҫҫӗ
Ӗҫсӗррисем валли вырӑн шыраҫҫӗ

Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби кӑҫал 1115 ҫынна республика тулашне ӗҫлеме ӑсатасшӑн. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӗршывӑн 10 регионӗнчи 22 организацие 512 ҫынна ӑстанӑ та ӗнтӗ. Ҫапла, ку вӑл – официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх тата патшалӑх органӗ шута илнӗ цифра. Республика тулашӗнче тар тӑкакансем, тӳррипе, унтан та ытларах.

Нумаях пулмасть республикӑн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби Тула облаҫӗн Ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта асӑннӑ регионти «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑпа тата унти сӗт комбиначӗпе икӗ енлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Сезон вӑхӑтӗнче тата вахтӑпа ӗҫлеме унта 49 ҫынна ӗҫлеме ӑсатнӑ. Халӗ Тула облаҫӗнчи ытти организаципе те килӗшӳ тӑваҫҫӗ иккен.

 

Республикӑра

Паллӑ ентешӗмӗр Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче – Андрияна аса илнӗ. Ҫак кун Асӑну комплексӗнче пин-пин ҫын пухӑннӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата сумлӑ ытти хӑна та ҫитнӗ.

Митинга «Эткер» этнокультура лагерӗн Муркаш районӗнчи «Вӑрман юмахӗ» сиплев лагерӗнче канакан ачасем – Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш диаспоринчен килнӗскерсем – уҫнӑ. Шӑпӑрлансем сӑвӑ вуланӑ, Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине шӑрантарнӑ. Михаил Игнатьев сӑмах илнӗ. Митинга пухӑннисем космонавта аса илнӗ.

Митинг хыҫҫӑн Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Хӑнасем Космонавтика музейӗнче экскурсире пулнӑ, Николавсен ҫемйин музей ҫуртне, Космонавтсен аллейине ҫитсе курнӑ.

Асӑну кунӗ Космонавтика музейӗнче каҫхи телекӗперпе вӗҫленнӗ. Асӑну комплексӗнче Мускаври асӑну музейӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра унта та аса илӳ каҫӗ иртнӗ.

 

Республикӑра Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ
Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре, хулана кӗнӗ вырӑнта, тимӗртен шӑратнӑ тирпейлӳҫе вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл килен-каяна кӗтсе илет.

Тимӗр тирпейлӳҫӗ – виҫӗ метр ҫӳллӗшскер. Вӑл аллине шӑпӑр тытнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем тимӗр картаран ятарласа Ҫӗрпӳ ярмӑркки пуҫланас умӗн хатӗрленӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫакнашкал конкурса пиллӗкмӗш хут ирттерет. Ачасем ҫулсерен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑ,-калав ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ…

Кӑҫал жюри 365 ӗҫе пӑхса тухнӑ. Конкурса Вӑрмар районӗн ачисем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Дарья Антонова, Егор Васильев, Аннетта Прохорова, Пысӑк Енккасси шкулӗнчи Мария Павлова, Юлия Иванова.

Егор Васильев, 5-мӗш класра вӗренекенскер, «Кӗнеке – ача аллипе» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна дипломпа, парнесемпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 618, 619, 620, 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, [628], 629, 630, 631, 632, 633, 634, 635, 636, 637, 638, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй