Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -20.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ.

ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ.

Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла.

Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ.

 

Республикӑра

«Ҫул-йӗр радиовӗ» Раҫҫейӗн 600 ытла хулинче янӑрать. Вӑл кунсерен итлекенсене пухас енӗпе чи лайӑх тӑватӑ радиосен йышне кӗрет.

Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Ҫул-йӗр радиовӗ» Канашра, Йӗпреҫре, Комсомольски тата Вӑрнар районӗсенче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Радио 103.6 FM хумсем ҫинче янӑрӗ.

Радио уҫӑлнӑ кун тӗрлӗ конкурссем ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Вӑрнар районӗнче гражданла хӳтӗленӳ уйӑхлӑхӗ пырать. Ӗнер вара Юпшикри клуб администраторӗ Елена Владимирова пуҫарнипе Чернобыль инкекне пӗтерме хутшӑннӑ Георгий Леонтьевпа тӗл пулу йӗркеленӗ.

Георгий Григорьевич — Юпшик ялӗнчен. 1954 ҫулта ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи нарӑсра ӑна Чернобыльти инкеке сирме янӑ. Унта вӑл утӑ уйӑхӗччен пулнӑ.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ тӑрӑхран, тӗрӗсрех, ҫав ялтан, Валерий Митрофанов та унта хутшӑннӑ.

Сӑнсем (3)

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫулталӑк вӗҫне «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал ӗҫлесе каймалла. Ку кашни ҫынна пӑшӑрхантаракан ыйтӑва республика Правительствине тӗнче тетелӗпе усӑ курса яма май парать.

Сайта Патшалӑх услугисен порталӗнчен харпӑр пӳлӗм урлӑ кӗме пулать. Ҫӗнӗ порталӑн тӗллевӗ — республикӑри халӑхӑн шухӑшне пӗлесси, ҫивӗч ыйтусен мониторингне тӑвасси.

«Халӑх тӗрӗслевӗ» портала ыйтусене 8 енпе йышӑнаҫҫӗ: ЖКХ, ҫыхӑну, социаллӑ тытӑм, услам, экологи, хӑтлӑх тата инфратытӑм, ҫулсем, ял хуҫалӑхӗ. Текст ҫумне сӑнӳкерчӗк тата видеоматериал ҫирӗплетме пулать. Модератор информацие тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн министерствӑна ярса парать. Ыйтӑва 10 кунра пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=119406
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑн уйӑхӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне Павел Иванова халалласа мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть кашни класра класс сехечӗ иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекенсем радиохаҫат хатӗрленӗ. Унта — паллӑ ентешӗ пирки.

Вӗренекенсем Павел Ивановӑн хӗрӗпе Альбина Адамовӑпа тӗл пулнӑ. Альбина Павловна хальхинче те шкул музейне кӗнекепе пуянлатнӑ.

Шкул администрацийӗ йӗркеленипе ачасем Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ тӑрӑха — Иваново ялне — кайса килнӗ. Кадет класӗнче вӗренекенсем Василий Михайловпа тӗл пулнӑ. Вӑл Павел Иванов ҫуралнӑ килте пурӑнать. Кадетсем ӑна Герой ятне тивӗҫлипе упранӑшӑн тав тунӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсенчи тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тишкерессипе ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Михаил Васильевич тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ муниципалитетсене хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫлама пулӑшмалла тата вӗсен ӗҫне чӑрмав кӳмелле мар тесе палӑртнӑ.

Унтан хӑш орган миҫе хутчен тӗрӗсленине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен кӑҫал ытларах тӗрӗсленӗ пулать, хӑш чухне тӗрӗслевсем пӗр килни те пулнӑ имӗш.

Сӑнсем (16)

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 78 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ та ҫухалнӑ.

Кислицина Идея Макаровна авӑнӑн 20-мӗшӗнче вӑрмана ҫул тытнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗ еннелле кайни паллӑ.

Официаллӑ информаци тӑрӑх, ватӑскер сӑрӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ пластик витре илнӗ. Идея Макаровна 150-155 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫне ҫутӑ сӑрланӑ, хӑй тулли кӗлеткеллӗ.

Кинемее курнӑ ҫынсене 8(927)998-93-94 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1343370
 

Республикӑра Министрсемпе аграрник-журналистсен асӑмалӑх сӑнӳкерчӗкӗ
Министрсемпе аграрник-журналистсен асӑмалӑх сӑнӳкерчӗкӗ

Эрне кун Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем валли пресс-тур йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑх темипе ҫыракан журналистсем валли йыхравланӑ мероприятие Вӑрнар районӗнче йӗркеленӗ. Республика шайӗнчи пичет, теле- тата радиокӑларӑмсенче тӑрӑшакансемпе пӗрлех район хаҫачӗсенче ӗҫлекенсене те пухнӑ.

Журналистсем асӑннӑ районти сӗт-ҫу савутӗнче пулнӑ, унти производствӑпа, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ. Кайран ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.

Мероприятие харӑсах икӗ министр хутшӑннӑ: ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата информаци политикин министрӗ Валентина Андреева.

Ял хуҫалӑхӗпе ҫыракансене аграри ведомствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

Сӑнсем (29)

 

Республикӑра

Чӑваш Енре водитель правине илес текенсем экзамен тытмашкӑн тӗнче тетелӗнче ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Ҫак мелпех автомобиле регистрацилемешкӗн черете тӑма, штрафсем пирки пӗлме пулать.

Чӑваш Енри ҪҪХПИ подразделенийӗ ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Инспекци паракан патшалӑхӑн виҫӗ пулашӑвне электронлӑ мелпе илме пулать.

Анчах штрафсем пирки пӗлнӗ чухне ҫеҫ подразделение килмелле мар. Ытти тӗслӗхре тӗнче тетелӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн черет ҫитсен вырӑна ҫитме тивӗ. Ку мел унчченхи пек черетре тахҫанччен тӑрассинчен хӑталма май парать.

Ҫак мелпе усӑ курас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлӗхлӗ порталне ҫеҫ кӗмелле, ведомствӑна шыраса тупмалла та пулӑшӑва палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/1849138/
 

Республикӑра Киргизовсем ҫамрӑк чухне
Киргизовсем ҫамрӑк чухне

Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Петр Сергеевичпа Антонина Артемьевна Киргизовсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул иртӗ.

Петр Сергеевичпа Антонина Артемьевна Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Иккӗшӗ те ҫамрӑклах ӗҫе кӳлӗннӗ. Петр Сергеевич выльӑх пӑхаканра, конюхра, осеменаторта тӑрӑшнӑ, ферма заведующийӗ пулнӑ. Вӑл районти чи лайӑх осеменатор ятне тивӗҫнӗ. Вӑл — ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ.

Антонина Артемьевна ӗмӗрӗпех фермӑра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Киргизовсем икӗ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 608, 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, [618], 619, 620, 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем