Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ.
Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ.